Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӗ сăмах пирĕн базăра пур.
халӗ (тĕпĕ: халӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хулари пек шукӑлленсе, тутисене пӑркаларӗ те, ҫапла каларӗ: «Тахҫан Нагульнова пулнӑ пуль те, тахҫан Лушка тенӗ пуль те, халӗ Лукерья Никитична Свиридова. Ку акӑ манӑн упӑшка, сӑрт-ту инженерӗ Свиридов, паллашӑр», терӗ.

Она этак, по-городскому, фасонисто, пожевала губами и говорит: «Когда-то была Нагульнова, когда-то была Лушка, а теперь Лукерья Никитична Свиридова. А это мой муж, горный инженер Свиридов, познакомьтесь».

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов, ахӑртнех, Варя пирки нумай шухӑшланӑ пулас, халӗ вӑл, хӑйпе килӗшессе шансах, калаҫма пуҫларӗ:

Размётнов, очевидно, уже все продумал в отношении Вари и теперь заговорил в полной уверенности, что с ним согласятся:

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн ӗҫ тухмарӗ, ҫавӑнпа маншӑн пурнӑҫ халӗ — нимӗн те мар.

Мы проиграли, и жизнь для меня стала бессмыслицей.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ мӗнле ӗнтӗ эс, чунӑм?

Как же ты теперича будешь, милушка?

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрсем вӑрӑмланчӗҫ, тӗттӗмленчӗҫ, халӗ ӗнтӗ ҫӗрле урӑх сасӑсем янӑраҫҫӗ: хуп-хура тӳпере тӑрнасем йынӑшса иртеҫҫӗ, казаркӑсем хурлӑхлӑ кӑшкӑраҫҫӗ, хушӑран кайӑк хурсем кикаклатни, кӑвакал ҫуначӗсем шӑхӑрни илтӗнсе каять.

Длиннее и темнее стали ночи, и уже иные голоса зазвучали в ночи: журавлиный стон в аспидно-черном поднебесье, грустный переклик казарок, сдержанный гогот гусей и посвист утиных крыльев.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ ун пуҫӗ те чӗтрет, аллисене те хура тӗс ҫапнӑ.

У него уже и голова трясется, и руки чернотой взялись.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ вӑл каҫсене ҫакӑнта ларса ирттерет.

Там он и стал просиживать ночи.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шырланпуҫ ҫийӗн, шӑрӑх ҫу кунӗсенче тӗсӗ кайнӑ ҫӳллӗ тӳпере, ҫаплах шурӑ пӗлӗтсем, халӗ ӗнтӗ кӗрхи пек ҫӑра пӗлӗтсем, шӑваҫҫӗ.

Так же плыли над Гремячим Логом белые, теперь уже по-осеннему сбитые облака в высоком небе, выцветшем за жаркое лето.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттантан питне пӑрса, Давыдов: — Ну, халӗ мӗн тӑвӑпӑр? — тесе ыйтрӗ.

Давыдов, отворачивая от Щукаря лицо, спросил: — Ну а теперь что будем делать?

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах халӗ путса вилчӗ те вӑл, ӑна шеллетӗп эпӗ, манӑн пурнӑҫ та пӗтӗмпех чухӑнланса юлчӗ… —

А вот зараз утоп, и мне его жалко, и жизня моя вовсе обнищала… —

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ хуть хӑв пусса пуҫхӗрлӗ сик…

Теперь хучь самому в колодезь кидайся вниз головою…

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл мана кашни кун хӑратса ҫӳретчӗ, унран хӳтӗленсе, эпӗ шурӑмпуҫ ҫутинчен пуҫласа каҫчен алран чӑпӑркка пӑрахмастӑм, анчах халӗ мӗнле пурнӑҫ пулать-ха манӑн?

Он меня каждый божий день под страхом держал, я с кнутом с зари до вечера не расставался, держа от него оборону, а теперь какая моя будет жизня?

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ ман унсӑр мӗнле пурӑнас-ха?

А теперь как мне без него жить?

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ сирӗн кӗске сӑмаха итлер, Половцев есаул.

Короткое слово за вами, есаул Половцев.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ, господасем, ӗҫе тытӑнар.

Теперь, господа, к делу.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ, шӑпа ҫапла килсе тухнипе, крайри ял хуҫалӑх управленин агрономӗ пулса тӑтӑм.

Ныне волею судеб агроном краевого сельхозуправления.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Андрюшкӑ фельдшера шӑпах вӑхӑтра илсе килчӗ: арӑм чутах вилетчӗ, халӗ, вӑл пулӑшнипе, мана пӑру пек ывӑл ҫуратса пачӗ, йывӑррипе алӑран та ӳкерӗн.

Привез Андрюшка фельдшера — и как раз вовремя: баба чуть не померла, а зараз с его помощью отгрохала мне такого сына, ну, как телок, на руках не удержишь.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ытлашши ӗҫме юрамасть пире, вӑхӑчӗ ӗҫмелли мар халӗ, эсир ан кӳренӗр унта.

Пить нам много не положено, не то сейчас время, так что вы там не обижайтесь.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калаҫусене хутшӑнсах каймарӗ, ытларах чӗнмесӗр ларчӗ, кӑштах сыпнӑ хӑнасем сайра хутра «йӳҫӗ», тесе кӑшкӑрсан, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питлӗ арӑмӗ еннелле пуҫне ирӗксӗррӗн ҫавӑрчӗ, сивӗ тутисемпе ӑна ирӗксӗррӗн тенӗ пек чуп турӗ, унӑн яланах чӗрӗ куҫӗ халӗ ҫӗн ҫынпа хӑнасем ҫине мар, таҫта инҫете, таҫта инҫетри, хурлӑхлӑ иртнӗ питӗ инҫетри вӑхӑта пӑхрӗ тейӗн.

В разговорах участия почти не принимал, все больше отмалчивался, и, когда слегка подвыпившие гости изредка кричали «горько», он словно бы по принуждению поворачивал к своей румяной жене голову, словно бы нехотя целовал ее холодными губами, а глаза его, всегда такие живые, теперь смотрели не на молодую, не на гостей, а куда-то вдаль, как бы в далекое, очень далекое и печальное прошлое.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ хӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, — унӑн яланах кулса тӑракан тутисем халӗ пачах та кулмарӗҫ.

Размётнов повернулся к полыхающей румянцем невесте — даже тени улыбки не было на его обычно смешливых губах.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех