Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиксе (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шпагӑпа чиксе пӑрахрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑшпӗр чухне тӗртсе калаҫнине чӑтаймасӑр хама хам чиксе пӑрахас патнех ҫитеттӗмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта та кунта кӑмрӑкланса юлнӑ йӑмрасем, тураттисемпе ҫулҫисем йӑлтах ҫунса кайнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫӗре чиксе лартнӑ асар-писер пысӑк вутпуҫҫи пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу чӗри тем инкеке сиснӗн яш-ш! чиксе илчӗ!

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах штыкпа чиксе вӗлересрен.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана та шанмасть иккен, ман кашни утӑмах вӑрӑм сӑмсине чиксе шӑршласа ҫӳрет…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чиксе пӑрахсан та юратчӗ, — терӗ Атлай.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки куҫӑма чиксе шӑтарасса кӗтмеллеччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, ҫав ылханлӑ хӗр чиксе вӗлернӗ Шӑхаль унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ-ҫке, ватлӑх кунри шанчӑкӗ, ӗҫне малалла илсе каяканӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хальхинче хӑй курайман Шӑхале чиксе пӑрахма хал ҫитереймесӗр тӑман пулӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл укҫа енчӗкне ик аллипе ҫатӑрласа тытрӗ те часрах хӗвӗнчи кӗсйине чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ылттӑн ҫӗрпе хӗресе Кару юпи шӑтӑкне Хунӑ чиксе питӗрсе Майра патша асӑмне.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл пӗр-пӗччен унта вунӑ фашиста чиксе, персе вӗлернӗ, анчах хӑйне хыҫалтан тухса пӗр нимӗҫ фельдфебелӗ вилмеллех амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Андрей Пономарев тата темиҫе фашиста штыкпа чиксе ҫӗр ҫумне пӑталаса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл, хӗрсе кайнӑскер, фашистсен малта хӑлаҫланса килекен ефрейторне хырӑмран чиксе, штык ҫине ҫӗклерӗ те ывӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑрҫӑчченех Савин (вӑл ун чух вӑйпитти арччӗ) хӑйсен укӑлчинче, ҫырма хӗррипе, йӑмра турачӗсем чиксе тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пуҫна чиксе ларма сӑлтав та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя ун сӑмахне хӳтӗлесе каласса кӗтет, анчах юлташӗ пуҫа чиксе ларни тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑвайт икӗ енне икӗ йӳплӗ юман шалча ҫӗре чиксе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку шӑтӑка мӗнле те пулин чӗрчун вырнаҫман-ши тесе, шурӑ ҫӳҫен пӗр туратне касса илчӗ те унпа шӑтӑка чиксе ярса пӑтратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех