Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Иоав янӑ ҫын Давида каланӑ: ҫав ҫынсем пире хӳтерме тытӑнчӗҫ, пирӗн пата хирех тухрӗҫ, эпир вӗсене хапха умне ҫитиех хӑваларӑмӑр; 24. вара тӗкӗрҫӗсем хӳме ҫинчен санӑн чурусене пеме пуҫларӗҫ те, патша чурисенчен хӑш-пӗри вилчӗ; санӑн чуру та, хет ҫынни Урия, вилчӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ? тенӗ.]
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха?
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Давид Иоава ҫилленсе кайса ҫав ҫынна каланӑ вара: мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им?
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать; 22. тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мадиансем Израиле хытӑ алӑра тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем мадиансенчен ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑннӑ, вӗсенчен хӳтӗленме хӑйсем валли хӳме ҫавӑрса тӗреклӗлетнӗ вырӑнсем тунӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ, 15. ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать], 16. тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус тата каланӑ: сирӗн хушшӑрта чӗрӗ Турӑ тӑнине, Вӑл сирӗн патӑртан ханаансене, хетсене, евейсене, ферезейсене, гергесейсене, аморрейсене тата иевусейсене хӑваласа ярасса эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлӗр: 11. эсир Иордан урлӑ каҫнӑ чухне пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи сирӗн умӑртан пырӗ; 12. Израиль йӑхӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр; 13. Ҫӳлхуҫанӑн, пӗтӗм ҫӗр Патшийӗн, саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксен ури Иордан шывне ярса пуссассӑнах, Иордан шывӗ типсе ларӗ, тури енчен юхакан шыв чарӑнса хӳме пек тӑрӗ, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей вӗсене [Фаран пушхирӗнчен] Ханаан ҫӗрне пӑхса килме янӑ, вӗсене каланӑ: ҫак кӑнтӑрти ҫӗршыва кайӑр та ту ҫине улӑхӑр, 19. ҫӗрне лайӑх пӑхса ҫаврӑнӑр: вӑл мӗнле ҫӗр, унта пурӑнакан халӑхӗ мӗнлескер, вӑйлӑ-и вӑл, вӑйсӑр-и, сахаллӑн-и вӗсем, йышлӑ-и? 20. ҫав халӑх пурӑнакан ҫӗр еплерех: аван-и вӑл, начар-и? халӑх пурӑнакан хулисем епле? ҫыннисем чатӑрсенче пурӑнаҫҫӗ-и е хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗрсенче-и? 21. ҫӗрӗ епле: мӑнтӑр ҫӗр-и вӑл, ырхан ҫӗр-и? унта йывӑҫ таврашӗ пур-и, ҫук-и? хӑюллӑ пулӑр, ҫав ҫӗрти ҫимӗҫсене илсе килӗр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӳме ҫавӑрман ял-хуласенчи ҫуртсене хирти ҫӗрпе тан шутламалла: вӗсене [кирек хӑҫан та] каялла тӳлесе илме юрать, вӗсене юбилей ҫулӗнче каялла тавӑрса памалла.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам та пулин хӳме ҫавӑрнӑ хулара хӑйӗн пурӑнмалли кил-ҫуртне сутсассӑн, сутнӑ кунран пуҫласа ҫулталӑк иртиччен ӑна каялла тӳлесе илме юрать: ӑна ҫулталӑк хушшинче каялла тӳлесе илме юрать; 30. ӑна ҫулталӑк иртсе кайиччен каялла тӳлесе илеймесессӗн, хӳмеллӗ хулари ҫурт ӗмӗрлӗхех сутӑн илекене, унӑн йӑхне юлӗ, юбилей ҫулӗнче те каялла таврӑнмӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вӗрнӗ сывлӑшпала шыв икӗ енне уйӑрӑлса тӑчӗ, шыв хӳме пек тӑчӗ, тинӗс тӗпӗнчи тӗпсӗр авӑрсем хытса ларчӗҫ.8. От дуновения Твоего расступились воды, влага стала, как стена, огустели пучины в сердце моря.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен кайнӑ: вӗсен сылтӑм енче те, сулахай енче те шыв хӳме пек тӑнӑ.22. И пошли сыны Израилевы среди моря по суше: воды же были им стеною по правую и по левую сторону.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анне тӑм хӳме хыҫӗнчи пахчара ӗҫлет.
Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑл чул хӳме урлӑ пахчаналла сикнине ҫеҫ курса юлчӗ Натиш.
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пурте савӑнӑр, асаттесем каланине ан манӑр: «Ҫӗр юпаран хӳме пулать, хӳме ҫил-тӑманран хӳтӗлет».
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Улӑм витнӗ тутар аулӗ витӗр тухсанах, Урал тӑвӗсем тӳпене хӳме пек картларӗҫ.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
«Мунча айӗнчен ылтӑн тухрӗ пулсан, тепӗр ҫӗрте те пулма пултарать-ҫке вӑл», — тесе, чул хӳме шӑтӑкӗсене чакаласа пӑхкаларӗ Петрук, тӗрлӗ вырӑнта кӗреҫепе те тӗрткелесе пӑхрӗ.
Хумкка нимӗҫпе калаҫать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хура вӑрман унта хӳме ҫумнех пырса перӗнет пулмалла.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Сӗм вӑрман уҫланкинче ларакан ултӑ кӗтеслӗ пӳрт, ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑскер, хӑйне евӗр крепость пек курӑнать.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.