Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫа (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана, ҫак шухӑш пуҫа килсен, сасартӑк питӗ кичем пек пулса кайрӗ, пӗр кӗске самантлӑха тӗнче пуш-пушах та сиввӗн курӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл сӑмахсене ҫырнӑ чухне ӑнсӑртран ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗнӗччӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эсӗ Ванькин сӑмахӗпе килӗшнӗ пулсан, нимӗн те пулман пулӗччӗ, эпӗ пуҫа усса, пӑрӑнса ҫеҫ кайнӑ пулӑттӑм, анчах санӑн сӑмахусем манӑн юлашки чӑтӑмлӑха пӗтерсе лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кас-кас пуҫа ҫавӑрса ямалла тутлӑ шӑршӑ сисӗнсе каять, Аня ку мӗнне пӗлмест, ӑна халь пӗтӗм вӑрман ҫакӑн пек сывлӑшпа сывлани кӑна паллӑ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ман пуҫа тепӗр хут арпаштарасшӑн авӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Икӗ аллӑмпа пуҫа ҫавӑрса тытрӑм:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Глафира Аркаша кӳреннипе кӑна ӳпкелешет — ӑна вӑл юратать, юратать, юратать», — пуҫа пӗрмай ҫав шухӑш пӑраларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафира пек вӗҫкӗнрех хӗршӗн пуҫа ҫухатмалла-и?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Туять вӑл: ҫак самантра эрех ӗҫни пуҫа йӑлмака чикнипе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Санитарка ӗҫӗ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, килӗшми пулчӗ. Хулана кайса пӗр-пӗр завода пуҫа чикмелле мар-ши тетӗп. Ҫавӑнпа чун-чӗре лӑпкӑ мар», — кулкаларӗ Альбина.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вӗсем пассажиршӑн питех те меллӗ: рычак пеккине ҫавӑрса кресло хыҫне тайӑлтаратӑн та пуҫа ун ҫине хурса вырӑн ҫинчи пекех канлӗн ҫывӑрма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хурӑн шӑпӑрпа тимлесех ҫулҫӑ шӑлаканскер анне такампа калаҫнине илтсе пуҫа ҫӗклерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Алла зоотехник дипломне илнӗ хыҫҫӑн Моляковӑн хамӑр республикӑри пӗр колхоза ӗҫлеме кайма май пурччӗ, анчах вӑл: «Маншӑн халь хамӑн пуҫа кирек ӑҫта кайса чиксен те пурпӗрех», — тесе шутлаканскер инҫетри Ҫӗпӗре тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хӗрарӑмсем илӗртӳллӗ, сире пула пуҫа ҫухатаҫҫӗ.

Весы-женщины очаровательны и привлекательны. Противоположный пол сходит от вас с ума.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуҫа ҫӑлас тесен, каварҫӑсемпе пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи шухӑш пычӗ-ҫапрӗ пуҫа.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем пек ҫапӑҫура пуҫа хума ӑс ҫитерейменнишӗн те пулин.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӑхӑсӑн, капла патька-патша та, патька-патша тесе эпир пуҫа ҫухатмалла-и?

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хам пуҫа хам тӗп турӑм мар-и!»

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эсӗ пуҫна ҫӑлатӑн та манӑн пуҫа йӑлмака чйкмелле-и?» — терӗ вӑл, вара ҫак самантпа усӑ курса юлма, пичӗкери укҫана ҫуррине хӑй валли хӑварма, ыттине Пӑкачава ҫитерсе пама, самозванецӑн шанчӑклӑ ҫынни пулма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех