Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫа (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫа ҫавӑрса илме пар-ха… — арӑмӗн кӑмӑлне пӑсас мар тесе тата шухӑшне улӑштарманнине пӗлтерес тесе хуравларӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пуҫа вата-вата куллен усӑ курма хӑнӑхнӑ термин вырӑнне ҫӗнни ҫине куҫмалла-и?

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Пуҫа пырса кӗнӗ пӗрремӗш терминпах усӑ курма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Пуҫа йывӑр шухӑш каплансан ыйха путма хӗн.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Мӗн кунта эсир пирӗн пуҫа пӑтратса тӑратӑр?! — пӗр харӑс кӑшкӑраҫҫӗ Пысӑк пуҫлӑхсем.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хӑйӗн алҫырӑвне кӑмакара ҫунтарса янине аса илсен Тарановӑн чӑрсӑр ӗмӗчӗ самантрах пӑсланчӗ: «Ҫавнашкал роман ҫырасси пирки пуҫа ҫӗмӗрсе усӑсӑр асапланас мар, хаҫат-журнал редакцийӗсенче Ямаш Ваҫҫи пек редакторсем халь те тӑп-туллиех».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нит тени сахалтарах пулнӑ, ҫавӑ пӑтраштарнӑ пуҫа.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ытлашши теветкелленсен пуҫа ҫухатма та пулать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Чуна килӗшменни пурнӑҫра час-часах тӗл пулать-ха, хӑш-пӗр чухне чӗре ыратмах пуҫлать, анчах нихҫан та пуҫа ҫухатмалӑхах тарӑхса кайма пултараймастӑп, тарӑхас тесен те тарӑхаймастӑп», — ҫапларах каланӑччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пуҫа килте манмарӑн-и?

А голову ты дома не забыла?

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Ирӗксерех Андрей Кузнецовӑн юрри пуҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Ҫак спорт тӗсӗ пуҫа ӗҫлеттерет, ҫурӑма тӳрӗ тытма, ушкӑнпа ӗҫлеме вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Эпӗ те хама начар тесе шутламан, талантлӑ пуль, тенӗ, мӗншӗн тесен манӑн пуҫа пӗчӗкренех ҫак шухӑша пур енчен те чыхса тултарнӑ пулнӑ, анчах пӑх-ха институтри ҫынсене: вӗсем манран чылай хут пултаруллӑ!..

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Темиҫе ҫӗр тӗслӗ шухӑш килет пуҫа: тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ пуласшӑн, ҫынсене телей кӳресшӗн, виличчен епле те пулин нумайрах пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварасшӑн, пӗр сӑмахпа каласан, — илемлӗн пурӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл, ҫап-ҫамрӑк хӗрача, тен, ачалӑхран вӗҫне ҫитиех тасалса та ҫитейменскер, хӑйне ҫавӑн пек шанчӑклӑн тытни, ҫынна пӗр иккӗленмесӗр, витӗрех ӗненни мана пуҫа ҫавӑрса ярас пекех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сасартӑк сан ҫумӑнтах пӗр пӑван е мӗнле те пулин шӑна нӑй-й! вӗҫсе иртет те, эсӗ кӗтмен ҫӗртенех пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑн, унтан сан патна каллех малтанхи шухӑшсем, пӗр кӗске самантлӑха татӑлса кайнӑскерсем, хӑвӑрт ҫаврӑнса килеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хула икҫӗр-виҫҫӗр утӑмра ҫеҫ пулин те, унтан темшӗн пӗр сас-чӗв те килмест, таврара кас-кас ытла та шӑп пулса каять, ҫав шӑплӑх, ҫывӑрттаракан эмел ӗҫнӗ хыҫҫӑнхи пекех, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пуҫа ҫавӑрса ярать, вара чипер ларнӑ ҫӗртех хӑвна таҫталла юхса кайнӑ пек туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ, пуҫа пӑрса, хӑва тӗми витӗр вӑрттӑн пӑхрӑм та хӗрачасем хире-хирӗҫ пӗр хускалмасӑр тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Те кӑштах ывӑннипе, те пуҫа тӗрлӗрен шухӑшсем килсе кӗнипе, эпӗ парк хӗрринчи пысӑк мар кӳлӗ патне кайса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Эпӗ пуҫа сӗлтрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех