Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем уйрӑлчӗҫ — вӗсен хушшинчи чикӗ, паҫӑрхи пекех, — чул катрамӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Нок тинӗс урлӑ ӑнӑҫлах ишсе каҫрӗ, ҫулталӑкран унта, чикӗ леш енче, Геллипе венчете тӑчӗ.Нок благополучно переплыл море и там, за границей, через год обвенчался с Гелли.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫитменнине — Нок хурахла ӗҫ туса тупнӑ питех те пысӑк укҫа уншӑн чикӗ леш енче хӑтлӑн пурӑнмалли шанчӑклӑ ҫӑл куҫ пулса тӑнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл уҫӑ сӑнпа ишет, хальтерех кӑна вилӗмпе сехӗрлентернӗ шыва шанчӑклӑн авӑса-авӑса хыҫа хӑварать; ҫак самантра унӑн чунсен тытӑҫӑвне ыткӑнас, нумай вӑхӑтлӑх ҫул ҫӳреве тухса каяс шухӑш-тӗллевне чарма вӑй ҫитерекен чикӗ ҫук, унта унӑн ҫамрӑк чӗринче влаҫ тимӗрӗ ӳссе-ҫирӗпленсе пырӗччӗ, сӑмахӗ вара иккӗленӳсӗр, ҫирӗп юрӑпа — тимлӗхпе вун-вун хут вӑйланнӑскерпе — янӑрӗччӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ытти пирки пӗртте ан пӑшӑрхан, мана, ялти тӗттӗм хӗрарӑма, чикӗ леш енчи мар, Йӗпреҫпе Канаш леш енче мӗн пулса иртни те кӑсӑклантармасть.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав ҫынсем вӑрӑ-хурах йышшисем мар, вӗсем ҫӗршывра влаҫа улӑштарассишӗн кӗрешеҫҫӗ, ҫак тӗллевпе чикӗ леш енчи нумай вӑйлӑ патшалӑхсемпе те ҫыхӑннӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах чикӗ леш енче те, шалта та тӑшман татах нумай-ха пирӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа пӗлес килет: чикӗ пекки кунтан инҫе-ши?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Юлташсем, Российӑпа Польша хушшинчи вӑхӑтлӑх чикӗ патнелле ҫывхарса пыратпӑр, — тавҫӑрса илчӗ Никифоров.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла вара ҫак чикӗ таврашӗнчи тавралӑх маншӑн пӗртте ют мар пек туйӑнать.
Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658
Ӑҫта кайса пуҫа чикӗ вӑл?
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Казаксен восстанийсем халӗ ӗнтӗ чикӗ ҫывӑхӗнчех, Дон патӗнчех пуҫланаҫҫӗ, Дон шывӗн сулахай енче те пӑлханма тытӑнаҫҫӗ.Казачьи восстания подступили теперь к самому рубежу — к Дону — и перекидывались на левый его берег.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫавӑнпа ытти ҫӗртен килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ кунтан каймаҫҫӗ, вӗсем кӑнтӑралла тата малалларах — большевиксенчен хӑтӑлса ҫӗнтерӳллӗ чансемпе кӗрлекен атаманлӑ Новочеркасска, е — «чикӗ леш енне»: тӗлӗнмелле ырӑ Крыма-и, нимӗҫсем лӑплантарса, тап-таса шӑлса тасатнӑ, лӑплантарнӑ илемлӗ Киева-и, ҫак шиклӗ вӑхӑтра тухса каяс вырӑнне, — переворот пулса большевиксен хӑрушлӑхӗнчен пӗтӗмпех хӑтӑличчен тата темиҫе эрнене кунтах хӑракаласа ирттерни лайӑхрах пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Октябрь революцийӗ контрреволюцийӗн чикӗ леш енче тӑракан пысӑк ҫарӗсемпе бандисене хирӗҫ, Япони дредноучӗсемпе нимӗҫ тупписене тата Антанта ылтӑнне хирӗҫ, вӗсен шутсӑр апат-ҫимӗҫпе тӗрлӗ тум запасӗсене, ҫӗркӑмрӑкӗпе нефть тата тимӗр запасӗсене хирӗҫ — ҫӗршывӑн пӗтӗм тӗнче историйӗнче халиччен те курман йывӑр та паха, конкретлӑ задачисене кӑларса тӑратать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Халӗ ак ҫав шухӑшсем, 1917 ҫулхи апрель уйӑхӗнче извозчик тупас пирки уйланӑ пекех, рабочисен вӗҫӗ-хӗррисӗр ушкӑнӗнчи карттуссем хушшинче чикӗ леш енчен илсе килнӗ котелокшӑн аванмарланнӑ пекех, ытла та ӑшӑххӑн туйӑнчӗҫ.
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Малиновский хӑйне тӗлӗнмелле тытрӗ, питӗ сасартӑк, хӑй ӑссӗнех Государство думин членӗн мандатне йышӑнмасӑр тӑчӗ, унтан тӳрех чикӗ леш енне тухса кайрӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Броневик ҫине улӑхса тӑрсан, Ленин кепкӑсемпе карттуссен тинӗсне курчӗ, вара ҫавӑнтах хӑй чикӗ леш енчен илсе килнӗ хура котелокшӑн кӑштах аванмарланнӑ пек пулчӗ: вӑл ӑна броневик ҫинчен, восстани тӑвакан рабочисен пысӑк ушкӑнӗсем умӗнче, килӗшӳсӗртерех пек курӑннӑн туйӑнчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах, Питӗре ҫитсен, перрон ҫинче сар морякӗсен хисеплӗ хуралне, хӑйне кӗтсе илекенсен пысӑк ушкӑнне, Привокзальнӑй плошадьре пухӑнса тулнӑ темӗн чухлӗ ҫынна, вокзалри патша хапхи умӗнче тӑракан броневиксене, хӗрлӗ ялавсене тата «Ленина салам» тесе ҫырнӑ сӑмахсене ҫутатакан ҫар прожекторӗсене курчӗ те, вӑл вара чикӗ леш енче чух хӑй революцин сулмаклӑ вӑйне кӑшт ҫителӗксӗртерех туйнине тата эмиграци вӑхӑтӗнче кулленхи асаплӑ, ҫиелтен пӑхма усӑсӑр пек туйӑнакан ӗҫӗпе хӑй мӗн тери нумай тунине пӗтӗм чунӗпе ӑнланса илчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Августӑн 22-мӗшӗнче эпӗ тӑшмантан пытанакан ҫара тӗл пултӑм, декабрьте ҫар юлашкисемпе тӑшман чикӗ урлӑ тарать…».
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Чикӗ хӗррине пысӑках вӑйсем илсе ҫитересси ҫӑмӑлах пар пулнине, анчах кампани ӑнӑҫлӑхӗ ҫав тери пысӑк пулассине Кутузов малтанах курса тӑнӑ; тӑшмана пӗтӗмпех пӗтерессине вӑл малтанах лайӑх пӗлнӗ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.