Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫул сăмах пирĕн базăра пур.
ҫул (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Асаново» ЯХПК председателӗ Александр Бахтеров каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул кӗрхи культурӑсене 142 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, калчасем аван хӗл каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Шупашкартан килнӗ хӑнасемпе район администрацийӗн пай начальникӗсем 4 ушкӑна пайланса ял поселенийӗсене ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫӗнтерӳҫӗсене уйрӑм ишевсенче ҫул ӳсӗмне кура палӑртнӑ, командӑсен эстафетинче те вӑйлисене чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Республикӑра ҫитес 10 ҫул хушшинче 30 ҫӗнӗ шкул ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Унта граждансене социаллӑ пулӑшу парассин майӗсем, экологи субботникӗсем тата Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси, территорисене, ҫул хӗррисене, масарсене тасатса тирпейлесси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене лайӑх вӑхӑтра пурнӑҫласси, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне тивӗҫлӗ шайра паллӑ тӑвасси пирки калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Эппин, вӗсен вӑррине илсе юлсассӑн тепӗр ҫул паха ҫимӗҫ илесси пулмӗ.

Значит, если оставить на следующий год семена, то высокого урожая не будет.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Кӑнтӑр енчен тиесе килнӗ дыня е арпус вӑррине илсе юлса тепӗр ҫул акмашкӑн кирлӗ мар.

Не следует оставлять и сеять семена привозных арбузов и дыни на следующий год.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Ӗҫ ветеранне, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре 40 ҫул вӑй хунӑ Гульсиня Галимовӑна Чӑваш Ен гербне ӳкернӗ асӑнмалӑх сехет парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫав шутран кӗрхи культурӑсемпе нумай ҫул ӳсекен культурӑсем усӑ куракан лаптӑкӑн 40 процентне йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

100 гектар йышӑнакан нумай ҫул ӳсекен курӑксене минераллӑ удобренипе апатлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Регионти «Чӑваш Ен сӑррисем» проект 2016 ҫул пуҫламӑшӗнчен Раҫҫей Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ, «Единая Россия» партин Генеральнӑй канашӗн президиумӗн членӗ Алена Аршинова йӗркелесе пынипе пурнӑҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫавӑн пекех чылайӑшӗн кӑкӑрӗсем ҫинче юбилей медалӗ - «Елчӗк районӗнчи пушар хуралне 55 ҫул» хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хӑнасемпе ветерансем, хальхи вӑхӑтра ҫак канӑҫсӑр ӗҫре тӑрӑшакансем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул ачисем чи малтанах «Елчӗкри пушар чаҫне – 55 ҫул» фильмпа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Районта Елчӗкри пушар хуралне йӗркеленӗренпе 55 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ.

В районе широко отметили 55-летие основания Яльчикской пожарной охраны.

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫавӑн пекех районта пушар хуралне йӗркеленӗренпе 55 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑн уявланӑ /ҫак икӗ пысӑк мероприяти пирки материалсем хаҫатӑн паянхи номерӗнче кун ҫути кураҫҫӗ/.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Акӑ, иртнӗ ҫул 32 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ пулсан, 12 ача ҫеҫ ҫутӑ тӗнчене килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Профсоюз ӗҫӗнче, тӗрӗссипе, пуҫаруллӑ ҫынсем - чӑн-чӑн лидерсем анчах пуҫа усмасӑр нумай ҫул пикенсе вӑй хума пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫак тытӑмра 17 ҫул вӑй хуни - инструктор-ревизор, тӗп бухгалтер тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пысӑк ӑсталӑх пухни ӑна паянхи ӗҫе те ҫӑмӑллӑнах кирлӗ пек йӗркелесе пыма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Мӗншӗн тесен вӑл малтан та нумай ҫул АПК ӗҫченӗсен профсоюз райкомӗнче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Чуна ҫывӑх ӗҫре нумай ҫул тата туслӑ коллективра тӑрӑшма шӑпа пӳрни, ӗҫтешсен хисепне ҫӗнсе илме пултарни - чӑн-чӑн телей.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех