Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Митька кӗнекесемпе табак шӑршиллӗ сулхӑн кабинета хуҫинчен малтан кӗчӗ, унтан хӑйӗн килтен тухнӑ чухнехи хӑюллӑхӗ ҫак кабинет алӑкӗн урати урлӑ каҫичченлӗхе кӑна ҫитнине туйса илчӗ.

Митька первый вошел в прохладный, пахнущий книгами и табаком кабинет, почувствовал, что той смелости, которой зарядился из дому, хватило как раз до порога кабинета.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лиза ӑна питӗнчен ҫыртма, чавма тытӑнчӗ, пӗр-икӗ хутчен тӑвӑнчӑк сасӑпа кӑшкӑрчӗ, унтан, вӑйран кайма пуҫланине туйса илсе, ҫилӗллӗн, куҫҫуллӗсӗр йӗрсе ячӗ…

Лиза кусала ему лицо, царапалась, раза два придушенно вскрикнула и, чувствуя, что обессиливает, заплакала зло, без слез…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Давыдкӑна хӗрхенес кӑмӑлӗ ҫӗнтерчӗ, хӑйне ҫӑмӑлтарах туйса, шалча ҫапса тытнӑ шурӑ хӳме ҫумӗпе утса кайрӗ вӑл.

Жалость к Давыдке взяла верх, с чувством облегчения он зашагал около белого частокола.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйшӗн те, ашшӗшӗн те, Давыдкӑн мӗскӗн куллишӗн те куҫӗсем ҫине кӳренӳ куҫҫуль тухнине туйса илсе, Владимир цистерна ҫумӗпе тулалла тухса кайрӗ.

Чувствуя на глазах слезы обиды и за себя, и за отца, и за Давыдкину жалкую улыбку, Владимир прошел мимо цистерны.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Владимир, аякранах хӑйӗн чунӗ киленессе туйса илсе, пуҫӗнчи шухӑшсене арпаштарма пуҫларӗ.

Предвкушая приятное удовлетворение, Владимир тасовал мысли.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Владимир хӑйӗн чунӗ вӗчӗрхеннине туйса илчӗ.

Владимир почувствовал укол обиды.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинйӑн мамӑкланса тӑракан кӑтра ҫӳҫ пайӑркисемлӗ вӑр-ҫаврака мӑйне астуса илчӗ, вара хӑйне ҫухавийӗ хушӑкӗпе тарлӑ ҫурӑмӗ ҫине такам чикекен типӗ утӑ хылчӑкӗ сапнӑ пек туйса илчӗ.

Вспомнил Аксиньину точеную шею с курчавыми пушистыми завитками волос, и явилось такое ощущение, будто насыпали ему за ворот рубахи на потную спину колючей сенной трухи.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр минутлӑха кӑна шуса тухрӗ вӑл горницӑран, сӗтел хушшинче ларкаларӗ, хӗсӗк пырӗ витӗр сӑрӑхтаркаласа аран-аран пӗр черкке эрех ӗҫсе ячӗ, унтан, хӗрсе кайса, тата ӳсӗрӗлме пуҫланине туйса илсе, тухса шӑвӑнчӗ.

На минутку выполз из горенки, посидел за столом, с трудом процедил сквозь суженное горло рюмку водки и, согревшись, чувствуя, что пьянеет, ушел.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑхрӗ Григорий питӗнчен — унӑн куҫӗсен типӗ те канӑҫсӑр йӑлтӑрккине туйса илчӗ.

Глянула Григорию в лицо — уловила сухой и тревожный блеск его глаз.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ӳкнӗ ҫынна ҫапатӑн…» — тессине туйса, Григорий хӗрелсе кайрӗ.

«Лежачего вдарил…» — Григорий побагровел.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вара, Гришкӑн сӑмахсӑр ыйтӑвне туйса, Аксинья йӗрсе ячӗ.

И, отвечая на Гришкин немой вопрос, Аксинья заплакала.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорие курчӗ те ҫавӑнтах аллинчи кӗвенти сасартӑках сивӗннине, тӑнлавне юн хӗрӳленсе тулнине туйса илчӗ.

Увидела Григория и почувствовала, как похолодело под руками коромысло и жаром осыпала кровь виски.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑхать те Степан ун ҫине, ҫакна куҫпа курнинчен ытларах чӗрипеле туйса илет.

Вглядываясь в нее, Степан скорее чувствовал это, чем видел.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн пуҫӗнче арӑмне асаплантармалли пин-пин тӗрлӗ май хатӗрлесе выртатчӗ вӑл, вара хӑйӗн шӑлӗ хушшине шултра кӗрпеклӗ хӑйӑр лекнӗ пек туйса илетчӗ.

Лежал, готовя в уме тысячи подробностей расправы, и было такое ощущенье, будто на зубах зернистый и крупный песок.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картиш тӑрӑх сарӑлса кайнӑ сарӑ сӗмлӗх тӗссӗрленсе пырать; утюгласа якатнӑ пек туйӑнакан мӗлкесем ҫухалаҫҫӗ« пӑхсассӑн ҫатан карта хыҫӗнче мӗн тӗксӗмленсе выртнине те туйса илме ҫук: иртнӗ ҫулта касса килнӗ ҫапӑ купи-и е ҫатан карта ҫумне сӗвеннӗ хыт-хура тӗмӗ-и?

Меркнет желтая, разлитая по двору стынь, стираются выутюженные тени, и уже не разобрать, что темнеет за плетнем: прошлогодний порубленный хворост ли или прислонившийся к плетню старюка-бурьян.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кулам пекки тӑвать тата темӗн калама пикенет, анчах ҫавӑнтах туйса илет — ун пуҫӗ айӗнчи Аксинья алли темле сасартӑк лӗнчӗр-ленчӗр ҫемҫелсе кайрӗ, минтер ӑшне путса кӗчӗ, унтан чӗтренсе илчӗ те пӗр самантран каллех ҫирӗпленсе малтанхи вырӑна пырса выртрӗ.

Григорий улыбается, хочет еще что-то сказать, но чувствует: рука Аксиньи под его головой как-то вдруг дрябло мякнет, вдавливается в подушку и, дрогнув, через секунду снова твердеет, принимает первоначальное положение.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каярахпа Аксинья ҫулӗ ҫине, ашкӑнкаласа, Мелехов Григорий тухса тӑрсанах, вӑл, ҫав ачаш хура йӗкӗт патне хӑйне темӗн туртнине туйса илсе, хӑраса ӳкет.

И когда Мелехов Гришка, заигрывая, стал Аксинье поперек пути, с ужасом увидела она, что ее тянет к черному ласковому парню.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья сиксе чӗтрет, вӑл чӗтренине Григорий сӗреке урлах туйса тӑрать.

Аксинья дрожит так, что дрожь ее ощущает Григорий через бредень.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митькӑн самантлӑх именни иртсе кайрӗ те вӑл, хӗр хӑйӗнчен вӑрттӑн тӑрӑхланине туйса илсе, куҫӗсене мӑкӑльтеттерсе вылятрӗ.

Митька оправился от минутного смущения и, чувствуя в словах ее неуловимую насмешку, замерцал желтизною глаз.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку вӑхӑтра урапа картиш патне ҫывхарса пычӗ, ватӑ лашасем, вите ҫывӑххине туйса, васкарах утма пуҫларӗҫ.

В это время бричка подъехала к двору, и древние клячи ожили, чуя близкое стойло.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех