Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫта сăмах пирĕн базăра пур.
ниҫта (тĕпĕ: ниҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑннипе илсен, штабс-капитан Вороновский хӑй мӗн тӑвассине тунине, ӗнтӗ халӗ ниҫта чакма ҫуккине питӗ аван ӑнланчӗ.

На самом деле штабс-капитан Вороновский прекрасно понимал, что игра его сыграна и отступать уже некуда.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӳҫлӗх варӗ патне ҫитрӗмӗр те, вахмистр калать пире: «Хӗрлисем ниҫта та курӑнмаҫҫӗ, ачасем, — тет.

Это уже возле ажник Топкой балки — в лог, а вахмистр и говорит: «Красных нигде, ребята, не видать.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн кирпӗч пек хӗрлӗ пичӗ тӑрӑх тар шӑпӑртатса юхать, ниҫта кайса кӗрейми талӑрнипе хӗм сирпӗтекен куҫӗсем чалӑшшӑн ӳпӗнсе пӑхаҫҫӗ.

По кирпично-красному лицу катил пот, разгоряченные, замаслившиеся неуемной злобой глаза косили.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апла майлӑрӑх, мӗншӗн тесен вӑл енче фронт та аяккарах юлать, ҫеҫенхирӗ те ҫап-ҫара: ӑнланса илсе тарма шут тытас пулсан та, ниҫта каяймаҫҫӗ.

Так удобнее, затем что на этой и фронт будет дальше, и степь голая, — не уйдут, ежели опамятуются и вздумают убегать.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ботатырев сӗркӗчлӗ пичете ниҫта кайса кӗрейми чӑтӑмсӑррӑн вӑтӑрса хӑйпӑтрӗ.

Богатырев с живейшим нетерпением сломал сургучную печать.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ҫук, инкесем, пирӗн Гришка ют хуторсем тӑрӑх ҫеҫ кӗске урипе уксахлать, терӗм, килте чух ниҫта хӑпмасӑр Натали аркинчен тытса ҫӳрет.

«Нет, бабочки, Гриша наш только на чужих хуторах прихрамывает на короткую ножку, а дома он за Натальин подол держится без отступу.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунӗ-ҫӗрӗпе ниҫта тапранмасӑр турӑ кӗнекисем вулать.

Так и сидит дни-ночи напролет, Святое писание читает.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нумайӑшсем, тӑнӑҫ пурнӑҫа астивсе курнӑ хыҫҫӑн, чаҫсене ӳсӗр таврӑнчӗҫ, урӑлса ҫитрӗҫ те, «пурнӑҫ-пӑрнӑҫа» тарӑхнипеле, ҫуран стройпа атакӑна, пулеметсем ҫине, тӳрӗ кӗрсе кайрӗҫ; теприсем, ниҫта шӑнӑҫтарайми капланса тулнӑ ҫилле шӑнарайманнипе, хӑйсен айӗнчи утсене туймасӑр, хӗрлисем ҫине ҫӗрле асар-писеррӗн пырса тапӑнчӗҫ, тыткӑна илнисене патронӗсене шелленӗ пирки хӗҫсемпе турарӗҫ, ӳчӗсене этемле мар тискеррӗн мӑшкӑлласа ирсӗрлерӗҫ.

И многие, откушав мирной живухи, пьяными возвращались в часть и, протрезвившись, со зла на «жизню-жестянку» шли в пешем строю в атаку, в лоб, на пулеметы, а не то, опаляемые бешенством, люто неслись, не чуя под собой коней, в ночной набег и, захватив пленных, жестоко, с первобытной дикостью глумились над ними, жалея патроны, приканчивая шашками.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн, тусӑм, кадетсемсӗр пуҫсӑр ниҫта кайса тӑрӑнма ҫук.

Нам, милок, окромя кадетов, деваться некуда.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫӗленсем ишме пӗлеҫҫӗ-ха, пирӗн ав ниҫта ишме ҫук! — ахӑлтатса илчӗ Богатырев.

— Ужаки плавать умеют, а нам и плавать некуда! — хохотнул Богатырев.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ниҫта каймалли те ҫук.

Идтить некуда.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗрлисене Елански чиккине ҫитиччен ниҫта та курманни тата хӗҫпе тураса тӑкнӑ вунӑ казак Петро Мелеховпа пӗрле ҫавӑнтах, ҫыр хӗрринче, йӑваланса выртни ҫинчен хыпарларӗ.

С известием, что красных не обнаружено до Еланской грани и что Петро Мелехов с десятью казаками лежат, изрубленные, там же, в вершине яра.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмака енчи урайӗнче, улӑм ҫинче, Лихачев йынӑшса выртрӗ, шӑлӗсене шӑтӑртаттарчӗ, ыратнипе ниҫта кайса кӗрейми асапланчӗ.

На полу у печи, на соломенной подстилке стонал, скрипел зубами, метался Лихачев.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗншӗн чӗри, ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ шыраса, хирӗҫӳллӗ шухӑшсене татса парасшӑн хыпӑнса, — хӑйне пур енчен те хупӑрласа илнӗ кашкӑр пек, — ниҫта кайса кӗрейми вӗткеленнӗ?

Зачем металась душа, — как зафлаженный на облаве волк, — в поисках выхода, в разрешении противоречий?

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйне ҫав тери тискер те ниҫта шӑнӑҫтарайми савӑнӑҫ тытса илнине, ӑшӗнче ҫӗнӗ вӑйпа хӑюлӑх капланнине туйнипеле Григорий пырӗ хӑй тӗллӗнех ҫинҫе сасӑллӑн хӑрӑлтатса лӑкӑртатрӗ.

Он чувствовал такую, лютую огромную радость, такой прилив сил и решимости, что, помимо воли его, из горла рвался повизгивающий, клокочущий хрип.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урӑх пурпӗрех пирӗн ниҫта кайма та ҫук! — татӑклӑн каларӗ вӑл.

Больше нам некуда деваться! — решительно сказал он.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка сасси ниҫта кайса кӗрейми тарӑхнипе тӑвӑнса чӗтренчӗ.

Голос Мишки задрожал непереносимой обидой.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич хыпӑнса ӳкрӗ, аллисем ытлашши пулчӗҫ, вӗсене ниҫта чикме пӗлмерӗ.

Пантелей Прокофьевич засуетился, руки сделались лишними, некуда стало их девать.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ниҫта кайса кӗрейми кулӑ чыхӑнтарнипе Дарйӑн сӑрласа хуратнӑ: авӑнчӑк куҫ харшийӗсем ҫурмаран хуҫнӑ пӗкече пек кӗтесленнӗ.

Ломались от нервного смеха у Дарьи крутые подковы крашеных бровей.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир те ниҫта та каймастпӑр!

И мы никуда не поедем!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех