Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачана (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Анчах та Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Охозиян пӗртӑванӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне хӑйӗн ҫывӑрмалли пулӗмне илсе кӗрсе пытарнӑ; Иоаса ҫапла Гофолияран сыхласа хӑварнӑ, ҫавӑнпа вӑл чӗрӗ юлнӑ.

2. Но Иосавеф, дочь царя Иорама, сестра Охозии, взяла Иоаса, сына Охозии, и тайно увела его из среды умерщвляемых сыновей царских, его и кормилицу его, в постельную комнату; и скрыли его от Гофолии, и он не умерщвлен.

4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Гиезий патшана Елисей вилнӗ ачана епле чӗртни ҫинчен каласа панӑ хушӑра ҫав хӗрарӑм, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ачан амӑшӗ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки патшаран ыйтма пуҫланӑ.

5. И между тем как он рассказывал царю, что тот воскресил умершего, женщина, которой сына воскресил он, просила царя о доме своем и о поле своем.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ашшӗ тарҫине каланӑ: ачана амӑшӗ патне леҫсе яр-ха, тенӗ.

И сказал тот слуге своему: отнеси его к матери его.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫакна илтсессӗн, Илия, пурӑнӑҫне ҫӑлас тесе, Изреельтен тухса кайнӑ, Иудея ҫӗрӗнчи Вирсавия хулине ҫитнӗ, хӑйӗн тарҫине, ҫамрӑк ачана, ҫавӑнта хӑварнӑ.

3. Увидев это, он встал и пошел, чтобы спасти жизнь свою, и пришел в Вирсавию, которая в Иудее, и оставил отрока своего там.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ, Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ, 43. унтан хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ.

42. И пошел Ахав есть и пить, а Илия взошел на верх Кармила и наклонился к земле, и положил лице свое между коленами своими, 43. и сказал отроку своему: пойди, посмотри к морю.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Илия ачана, ҫӳлти пӳлӗмрен аяла илсе анса, амӑшне панӑ: курсам, чӗрӗ сан ывӑлу, тенӗ.

23. И взял Илия отрока, и свел его из горницы в дом, и отдал его матери его, и сказал Илия: смотри, сын твой жив.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ачана, амӑшӗн аллинчен илсе, вӑл ӑна хӑй пурӑнакан ҫӳлти пӳлӗме йӑтса кӗрсе вырӑн ҫине хунӑ, 20. вара Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм!

И взял его с рук ее, и понес его в горницу, где он жил, и положил его на свою постель, 20. и воззвал к Господу и сказал: Господи Боже мой!

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хӑвпа пӗрле [Турӑ ҫынни валли] вунӑ ҫӑкӑрпа пашалусем, пӗр чӳлмек пыл ил те кай ун патне: вӑл сана ачана мӗн кӗтни ҫинчен калӗ, тенӗ.

3. И возьми с собою [для человека Божия] десять хлебов, и лепешек, и кувшин меду, и пойди к нему: он скажет тебе, что будет с отроком.

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Патша вара: ан вӗлерӗр, чӗрӗ ачана ҫак арӑма парӑр: вӑл — унӑн амӑшӗ, тенӗ.

27. И отвечал царь и сказал: отдайте этой живое дитя, и не умерщвляйте его: она - его мать.

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Чӗрӗ ывӑллӑ арӑм вара патшана ҫапла хуравланӑ: ах, хуҫамӑм! чӗрӗ ачана ҫак хӗрарӑма парӑр, ан вӗлерӗр ачана, тенӗ: мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ывӑлне хӗрхеннипе унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ пӑлханса ӳкнӗ.

26. И отвечала та женщина, которой сын был живой, царю, ибо взволновалась вся внутренность ее от жалости к сыну своему: о, господин мой! отдайте ей этого ребенка живого и не умерщвляйте его.

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Патша каланӑ: чӗрӗ ачана ҫурмаран касса икке пайлӑр та пӗр пайне пӗрне, тепӗр пайне тепӗрне парӑр, тенӗ.

25. И сказал царь: рассеките живое дитя надвое и отдайте половину одной и половину другой.

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа Соломона юратнӑ, 25. Вӑл унта Нафан пророка янӑ та, лешӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх ачана Иедидиа# тесе ят панӑ.

И Господь возлюбил его 25. и послал пророка Нафана, и он нарек ему имя: Иедидиа по слову Господа.

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Давид хӑй ҫыннисенчен пӗр яш ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: кайса вӗлер ӑна, тенӗ.

15. И призвал Давид одного из отроков и сказал ему: подойди, убей его.

2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Давид хӑйне хыпар пӗлтернӗ яш ачана ҫапла каланӑ: ӑҫти ҫын эсӗ? тенӗ.

13. И сказал Давид отроку, рассказывавшему ему: откуда ты?

2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Давид хӑйне хыпар пӗлтернӗ яш ачана каланӑ: Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан вилнине ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ? тенӗ.

5. И сказал Давид отроку, рассказывавшему ему: как ты знаешь, что Саул и сын его Ионафан умерли?

2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.

5. И послал Давид десять отроков, и сказал Давид отрокам: взойдите на Кармил и пойдите к Навалу, и приветствуйте его от моего имени, 6. и скажите так: «[здравствуй,] мир тебе, мир дому твоему, мир всему твоему; 7. ныне я услышал, что у тебя стригут овец. Вот, пастухи твои были с нами, и мы не обижали их, и ничего у них не пропало во все время их пребывания на Кармиле; 8. спроси слуг твоих, и они скажут тебе; итак да найдут отроки благоволение в глазах твоих, ибо в добрый день пришли мы; дай же рабам твоим и сыну твоему Давиду, что найдет рука твоя».

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Ионафан хӑйӗн кӑралне ачана панӑ та: куна каялла хулана илсе кай, тенӗ.

40. И отдал Ионафан оружие свое отроку, бывшему при нем, и сказал ему: ступай, отнеси в город.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илий вара ҫак ачана Ҫӳлхуҫа чӗннине ӑнланса илнӗ.

Тогда понял Илий, что Господь зовет отрока.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. [Ачана Ҫӳлхуҫа умне илсе пынӑ; унӑн ашшӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, палӑртнӑ кунсенче мӗнле парне кӳрсе тӑнӑ, ун чухне те ҫавӑн пек парне кӳнӗ.

25. [И привели его пред лице Господа; и принес отец его жертву, какую в установленные дни приносил Господу.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Анна [унпа пӗрле] кайман, упӑшкине вӑл ҫапла каланӑ: ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл кӑштах ӳссессӗн, эпӗ ӑна хамах илсе кайӑп та вӑл Ҫӳлхуҫа умне тӑрӗ, яланлӑхах унта юлӗ, тенӗ.

22. Анна же не пошла [с ним], сказав мужу своему: когда младенец отнят будет от груди и подрастет, тогда я отведу его, и он явится пред Господом и останется там навсегда.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех