Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑҫан сăмах пирĕн базăра пур.
хӑҫан (тĕпĕ: хӑҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнаттӑм хама май, никам та мана пӗлместчӗ, сасартӑк Сталин юлташ хӑҫан та пулин ман ҫинчен аса илӗ те: ҫав Ступина Анна мӗнле пурӑнать унта, тӗрӗсле-ха, тейӗ…

Жила себе, никто не знал, и вдруг вспомнит когда-нибудь товарищ Сталин: а что эта Ступина Анна, как она там, проверьте, скажет он…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ку хӑҫан та пулин художнике курӑнма пултарнӑ чи асамлӑ юмах».

Это самый волшебный мираж, который когда-либо мог явиться художнику».

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тур ан хуштӑрах, — шутларӑм эпӗ, — хӑҫан та пулин ҫак хӑйне хӑй пӗлми пулса кайма пултаракан хӗрӳлӗх искусство чиккине татасса.

Не дай бог, — думал я, — если эта самозабвенная страсть когда-нибудь вырвется за границы искусства.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Астӑвӑр-ха, Ферганӑри ӗҫсене хӑҫан пуҫланӑ?

Заметьте, что в Фергане начали — когда?

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑҫан та пулсан сире ҫырма юрать-и, Воропаев? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ вӑл.

— Можно вам когда-нибудь написать, Воропаев? — неожиданно спросил он.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эсир шутланӑ тӑрӑх, хӑҫан та пулин Рузвельт та фашизма хӳтӗлекен ҫын пулса тӑма пултарать?

А Рузвельт, вы считаете, тоже может когда-нибудь сделаться защитником фашизма?

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑҫан та пулин эсир, Алексей Вениаминович, каберне сортӗнчен тунӑ пирӗн хӗрле портвейна тутанса пӑхнӑ-и?

Вы когда-нибудь пробовали у нас, Алексей Вениаминыч, красный портвейн из сорта кабернэ?

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Тӑванӑмсем, хӑҫан та пулин аса илкелетӗр-ши эсир Воропаев Алексее, е, сводкӑсемпе реляцисенче ятӑм ҫухалнӑ хыҫҫӑн тата ҫар журналӗсен страницисенче те курӑнми пулнӑ хыҫҫӑн, вӑл сирӗн васкавлӑ асӑртан яланлӑхах ҫухалчӗ-ши?

— Родные мои, вспоминаете ли вы когда-нибудь Воропаева Алексея, или, исчезнув из сводок и реляций, перестав появляться на страницах военных журналов, он уже навсегда исчез из вашей торопливой памяти, как нечто, чему уже не дано встать на вашем пути?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Карттине вӑл яланах хӑйпе пӗрле илсе ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен, вӑл шутланӑ тӑрӑх, ӑна кирек хӑҫан та пӗр-пӗр ответлӑ пухӑва чӗнсе илме пултарнӑ.

С картой своей он не расставался, потому что в любую минуту мог быть вызван, как ему думалось, на какое-нибудь ответственное собрание.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Демобилизациленнӗ тусӑм, кун йӗрки мӗне пӗлтерни ҫинчен хӑҫан та пулин илтнӗ-и эсӗ?

— Ты, друг демобилизованный, слыхал когда, что такое распорядок дня?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Уйрӑласса пӗр-пӗринпе хӑҫан та пулин тӗл пуласса шанмасӑр уйрӑлса кайрӗҫ.

Разъехались в тот раз, не ожидая, что когда-нибудь еще встретятся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑҫан таврӑнтӑр эсир ҫартан? — ыйтрӗ Воропаев.

— Когда демобилизовались? — спросил Воропаев.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Севастопольре хӑҫан пулнӑ?..

А в Севастополе когда были?..

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑҫан ӗлкернӗ-ха вӑл?

— Когда же он успел?

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑҫан кӑна ҫырса хума ӗлкӗртӗн-ха эсӗ?

— Когда это ты успел?

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Эпӗ ӑна хӑҫан курма пултаратӑп?

— А когда я могу его увидеть?

X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах ман шухӑшпа, пирӗн хӑҫан та пулсан каялла та хӑпармалла пулать…

Но мне кажется, что, сумев спуститься, нам надо суметь и подняться?

IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Эсир ун патне хӑҫан каятӑр? — хуллен те ӑшшӑн ыйтрӗ.

— Когда поедете к нему? — тихонько и ласково спросила она Сашу,

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хӑҫан хӑранӑ вара эпӗ?

— Когда же я боялась?

XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хӑҫан?

Куҫарса пулӑш

XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех