Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнта (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗш ача Лариса ҫакӑнта ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ҫакӑнта вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Шӑп ҫакӑнта сӗтӗрсе тухнӑ Петюк сарлака та йывӑр шӑналӑка.

Как раз в это место Петюк и вытащил тяжелый и широкий полог.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ҫакӑнта эпӗ 25 ҫул ӗне сурӑм, фермӑранах тивӗҫлӗ канӑва тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Шӑпах ҫакӑнта китай халӑх йӑли-йӗркипе, культурипе ҫывӑх паллашма май пулчӗ те.

Именно здесь была возможность поближе познакомиться с культурой, обычаями и традицией китайского народа.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Шӑпах ҫакӑнта Китай культура центрне уҫма палӑртнӑ-ҫке, ҫавӑнпа тӗплӗн хатӗрленни куҫ умӗнчех.

Именно здесь отмечено открыть центр Китайской культуры, поэтому тщательная подготовка налицо.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Эсӗ мӗн пирки ӗмӗтленнин /уйра тупнӑ япала/ сӑлтавӗ ҫакӑнта пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Эпӗ кунта пӗр ҫул ҫеҫ ӗҫлемен-ҫке, вӑйпитти вӑхӑта ҫакӑнта ирттернӗ, - иртнине аса илет ӗҫ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Шӑпах ҫакӑнта вӑл мана «Раҫҫейӗн ылтӑн куҫӗ» парнепе чысларӗ.

Именно там он вручил мне приз "Золотой глаз России".

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Шӑпах ҫакӑнта тӗл пултӑмӑр та тӗнчипе паллӑ фотоӳнер ӑстипе.

Именно здесь и встретились со знаменитым мастером фотоискусства.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫакӑнта 20-30 ҫын ытла ӗҫленӗ.

Здесь работало более 20-30 человек.

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вӗсен ҫамрӑклӑхӗ ҫакӑнта ӗҫлесе иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫакӑнта ҫамрӑксем паллашнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ, пурӑнма ҫуртсем лартнӑ, ача-пӑча ҫитӗнтернӗ.

Здесь молодые знакомились, создавали семьи, строили дома, растили детей.

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Хусанти Мускав районӗнчи «Жилплощадка» микрорайонӑн социаллӑ ыйтӑвӗсем ҫине ку таранччен кирлӗ пек тимлӗх уйӑрман – те тӗп хула центрӗнчен аякра пулнипе, те ҫакӑнта ытларах «хура ӗҫ халӑхӗ» пурӑннипе.

Куҫарса пулӑш

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

– Ларар эппин ҫакӑнта, – карта ҫумӗнчи пӗрене купи патнелле утрӗ Эльза.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Ну, ҫакӑнта вырнаҫӑр та пурӑнма тытӑнӑр, – терӗ вӑл пӳрт еннелле ҫаврӑнса.

– Ну, разместитесь здесь и обживайтесь, – сказал он, поворачиваясь к дому.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Мӗншӗн тесен пӗрисемшӗн гражданла пурӑнни чӑн-чӑн мӑшӑрланупа тан, вӗсем ҫакӑнта нимӗнле уйрӑмлӑх та курмаҫҫӗ, теприсемшӗн вӑл – туйӑмсен хӑватне, тасалӑхне тӗрӗслеме паракан май, виҫҫӗмӗшӗсемшӗн гражданла мӑшӑрлану – питӗ меллӗ, сахал яваплӑхлӑ, ирӗклӗ ҫыхӑну.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫакӑнта, паллах, чӑваш кӑларӑмӗн тӳпи те пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи 100 ҫул каярах ҫакӑнта ҫуралнӑ, ӳснӗ, шкула ҫӳренӗ, хӑйӗн вилӗмсӗр хайлавӗсене ҫырма тытӑннӑ.

Известный чувашский писатель 100 лет тому назад родился и вырос здесь, ходил в школу, начал писать свои бессмертные произведения.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫакӑнта килме педотрядри вожатӑйсем вырӑн та пайлаҫҫӗ.

Чтобы попасть сюда вожатые педотряда делят место.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех