Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай ҫине кайма хатӗрленсе тӑнӑ, Иисус чи харсӑррисене вӑтӑр пин ҫын суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗрле кӑларса янӑ, 4. вӗсене акӑ ҫапла хушса янӑ: астӑвӑр, эсир хула хыҫне пытанса ларӑр; хуларан инҫе ан кайӑр, пурсӑр та хатӗр тӑрӑр, тенӗ; 5. эпӗ пӗтӗм халӑхпа пӗрле хула патне пырӑп; [Гай ҫыннисем] унчченхи пекех пире хирӗҫ тухсассӑн, эпир вӗсенчен тарма пуҫлӑпӑр; 6. вӗсем пирӗн хыҫҫӑн хӑвалӗҫ, ҫапла майпа эпир вӗсене хуларан аяккалла илӗртсе кайӑпӑр; вӗсем: «кусем, унчченхи пекех, пирӗнтен тараҫҫӗ-ха» тесе шухӑшлӗҫ; 7. эсир вара пытаннӑ ҫӗртен тухӑр та хулана ярса илӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр ӑна сирӗн аллӑра парать; 8. хулана туртса илсессӗн, ӑна вут тивертсе ярӑр, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тӑвӑр; астӑвӑр, сире ҫапла хушатӑп, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗтӗм халӑх аслати авӑтнине, вут-ҫулӑма, трупа сассине, мӑкӑрланса тӑракан тӑва курса тӑнӑ; ҫавна курсассӑн [пӗтӗм] халӑх каялла чакса аяккалла кайса тӑнӑ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ карап чӳречине уҫнӑ та 7. [ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типичченех пӗр аяккалла вӗҫсе кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.