Шырав
Шырав ĕçĕ:
Неушлӗ Оля унпа мӗн пулнине пӗлеймесӗрех юлӗ, — ҫак вунсакӑр уйӑх хушшинче унӑн мӗн тери пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттермелле пулнине, вӑл ҫапах та хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланине, чӑн-чӑн этем — ҫапла ҫав, чӑн-чӑн этем! — пулса тӑнине, анчах пур ӗмӗтсем те тулнӑ хыҫҫӑнах ҫакӑн пек киревсӗр, ухмахла вилмелле пулнине пӗлеймӗ-ши?
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта каланӑ сӑмах кунтах юлӗ.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Чылайччен асра юлӗ уяв каҫӗ.
Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22
«Тӑван тӑрӑхрах лайӑх, — тет вӑл. — Пурте хулана тухса кайсан ялта кам юлӗ?»"На родной стороне же лучше, - говорит он. - Если все в город уйдут, то в деревне кто останется?"
Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
Кирек мӗнле саккуна та ырличчен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑҫтан укҫа тупасси ҫинчен те шухӑшламалла, бюджетра нухрат ҫук тӑк вӑл хут ҫинче ҫеҫ юлӗ.
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ҫак ҫуллахи ӑшӑ каҫ пирӗн туслӑ класс ачисемшӗн те, вӗрентекеншӗн те нумайлӑха асра юлӗ тесе шухӑшлатӑп.
Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Эпӗ тӑрӑшни сана та парне пулӗ, тӑван-хурӑнташ умӗнче юлӗ.
Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.
Вӗсем кайсан кам юлӗ?
«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Апла пулин те, ӑмӑртусен сывлӑшӗ, илемлӗхӗ, хас-тарлӑхӗ, палатка пурнӑҫӑн романтики, вучах хуранӗн яшка-пӑтӑ техӗмӗ кашни ҫарҫӑ чунне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлӗ.
Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Кун пек пурӑнсан ҫитӗнекен ӑру валли мӗн юлӗ?
Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html
Ҫавӑнпа вӑхӑт-вӑхӑт чылайӑшӗн шкул ӳсӗмӗнчи ачи килте хӑй тӗллӗн юлӗ.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Тепӗр самантпа та асра юлӗ вӑл: Наци библиотекинче 2014-2015 ҫулсенче пичетленнӗ кӗнекесенчен чи нумай вуланнисене палӑртрӗҫ.
Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
«2010 ҫулта унта ӗҫсем чарӑнсах ларнӑччӗ. Эпӗ банк ертӳҫисемпе пӗрре кӑна мар курнӑҫнӑ — ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пултартӑмӑр. ВТБ ҫухатӑвӗ те пысӑк пулмарӗ. Куншӑн тавах. Халӗ Ҫӗнӗ хулара строительсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫитес ҫулсенче Шупашкар Ҫӗнӗ Шупашкарпа та пӗрлешӗ. Чӑн та, администраципе территори чикки юлӗ — Шупашкарсем пӗрлешес кӑмӑллӑ пулин те химиксен хулинче пурӑнакансем хирӗҫлерӗҫ. Пӗрлешнӗ-тӗк — 600 пин ҫынлӑ хула пулатчӗ, пысӑкрах хулан вара майӗсем те анлӑрах».
ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа хама шанӑҫлӑх панипе эпӗ эсир урӑхла шухӑшламӑр тесе шанса тӑратӑп; сире пӑтратакан вара, кирек кам пулсан та, айӑпа юлӗ.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Камӑн ӗҫӗ тӑрса юлӗ, ҫавӑ хӑйне тивӗҫлине илӗ; 15. камӑн ӗҫӗ ҫунса кайӗ, ҫавӑн ӗҫлени харама кайӗ; хӑй ҫавах та вут-ҫулӑмран хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлса юлӗ.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Калатӑп сире: вӑл ӗнтӗ килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: «тусӑм! тӗпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ: 11. кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах Турӑ каланӑ ӑна: «эй ӑссӑр! кӗҫӗрех чунна илӗҫ; эсӗ янтӑласа хуни кама юлӗ?» тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; 38. ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.