Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2. ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3. санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей каялла ҫаврӑнса ту ҫинчен аннӑ; унӑн аллинче саккун ҫырнӑ икӗ [чул] хӑма пулнӑ, икӗ енне те ҫырнӑ пулнӑ: пӗр енне те, тепӗр енне те ҫырнӑ пулнӑ; 16. чул хӑмасем Турӑ ӗҫӗ пулнӑ, чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ ҫырусем те Турӑ ҫырӑвӗсем пулнӑ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Турӑ] Синай тӑвӗ ҫинче Моисейпе калаҫма чарӑнсассӑн, ӑна Хӑй пӗлтернине ҫырнӑ икӗ хӑма, чул хӑмасем, панӑ; ҫав хӑмасем ҫине Турӑ Хӑй аллипе ҫырнӑ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман патӑма ту ҫине улӑх та ҫавӑнта тӑр; сана чул хӑмасем парӑп, саккун, ӳкӗтсем парӑп, Эпӗ вӗсене сире вӗрентме ҫырнӑ, тенӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.