Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварӑр (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсене йывӑрччӗ ӗнтӗ, эпӗ темиҫе хутчен те хама хӑварӑр терӗм.

Девушкам было тяжело — я несколько раз просил оставить меня.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑварӑр мана!

 — Оставьте меня!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑр адреса хӑварӑр — пулӑшӑн укҫа ярӑпӑр…

И дайте ваш адрес — мы вам деньги пришлем за рыбу…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чунӑма ҫылӑхран ӳкӗнме хӑварӑр.

Отпустите душу на покаяние.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑварӑр мана!..

Оставьте меня!..

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӗҫне тунӑ, ӑна пӑсма кирлӗ мар ӗнтӗ, ӑна ман патӑмрах хӑварӑр, шпагӑна хӑвӑр патӑра илсе кайӑр…

Дело сделано, не надо только охотою портить; оставьте ее у меня, а у себя мою шпагу…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эпӗ килӗшрӗм, эпӗ тупа турӑм, сӑмах патӑм, — терӗ ҫӗн ҫын ҫирӗппӗн, ӑна хирӗҫлесе, — князь ман упӑшкам, ӑна хӑтарма хушӑр, мана унпа хӑварӑр.

– Я согласилась, я дала клятву, – возразила она с твердостию, – князь мой муж, прикажите освободить его и оставьте меня с ним.

XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тульккӑш ӗҫтерсе ӳсӗртсе ман ҫума темле катемпи хурса ан хӑварӑр.

Но только не напоите меня и не подложите какое-нибудь там пугало в мою кровать.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пӗччен хӑварӑр мана!

Оставьте меня в покое!

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах хӑвӑрӑн вырӑна акаҫӑ тупса хӑварӑр тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Турра йӑлӑнса пуҫҫапрӗ: — Атя, илӗр манӑн пурнӑҫа, анчах ачана сывӑ хӑварӑр!

Поклонялся Богу, умоляя: — Возьмите мою жизнь, но дайте мальчику здоровья!

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Алексее анчах ҫӑлса хӑварӑр.

Только спасите Алексея.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Глюкогон текен препарата хӑвӑртан ниҫта та ан хӑварӑр.

Так называемый препарат - глюкогон нигде не оставляйте.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

«Эпӗ сире пурнӑҫра ҫӑмӑл ҫулпа утма сӗнместӗп. Йывӑрлӑхсем ҫынна вӑйлатаҫҫӗ, кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетеҫҫӗ кӑна, — терӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ май. — Диплом илни ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнине пӗлтерет. Сирӗн кашнин пысӑк ӗмӗт пур. Паянхи ӗҫе нихӑҫан та ырана ан хӑварӑр».

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

22. Иккӗленекенсене хӗрхенӗр; 23. теприсене вут-ҫулӑмран туртса илсе ҫӑлса хӑварӑр; хӑшӗсенчен вара, вӗсене хӗрхеннӗ чухне те, сыхланӑр, вӗсенӗн ӳтпе ирсӗрленнӗ тумтирӗнчен те йӗрӗнсе тӑрӑр.

22. И к одним будьте милостивы, с рассмотрением, 23. а других страхом спасайте, исторгая из огня, обличайте же со страхом, гнушаясь даже одеждою, которая осквернена плотью.

Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Сире ӗнтӗ аҫӑр-аннӗр те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те тыта-тыта парӗҫ, сире хӑшне-хӑшне вӗлерӗҫ; 17. Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; 18. ҫапах та сирӗн пуҫӑр ҫинчен ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ; 19. чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр.

16. Преданы также будете и родителями, и братьями, и родственниками, и друзьями, и некоторых из вас умертвят; 17. и будете ненавидимы всеми за имя Мое, 18. но и волос с головы вашей не пропадет, - 19. терпением вашим спасайте души ваши.

Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑҫта та пулсан сире хапӑл тумасан, эсир ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ, тенӗ.

5. А если где не примут вас, то, выходя из того города, отрясите и прах от ног ваших во свидетельство на них.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сире итлемесен, эсир унтан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ.

11. И если кто не примет вас и не будет слушать вас, то, выходя оттуда, отрясите прах от ног ваших, во свидетельство на них.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, эсир ҫав ҫуртран е ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр.

14. А если кто не примет вас и не послушает слов ваших, то, выходя из дома или из города того, отрясите прах от ног ваших;

Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Иуда юхӑм шыв патне ҫитнӗ-ҫитменех халӑх валли ҫарпуҫсем уйӑрса лартнӑ та вӗсене ҫапла хушнӑ: тапӑрта пӗр ҫын та ан хӑварӑр, пурте вӑрҫӑ вӑрҫма кайччӑр, тенӗ.

42. Как только подошел Иуда к потоку воды, то поставил при потоке народных писцов и приказал им, сказав: не оставляйте ни одного человека в стане, но пусть все идут на сражение.

1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех