Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туллин сăмах пирĕн базăра пур.
туллин (тĕпĕ: туллин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Округри халӑх ырӑ кӑмӑллине тата яланах пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗррине Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хастар хутшӑнни, аякра службӑра тӑракансене валли ҫине-ҫинех гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса ӑсатни те туллин ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Канашри райпо председателӗ Валентина Козлова пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккана ҫынсене кирлӗ мӗн пур таварпа туллин тивӗҫтернӗ, ялта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне шута илсе ассортимента тата та пуянлатса пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Д.А.Акчурин 1930—1937 ҫулсенче счетовод тивӗҫне туллин пурнӑҫласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Иккӗмӗш кун вӑл ял сывлӑшӗпе кӑкӑр туллин сывлать, аслашшӗсем, кукашшӗсем лартса хӑварнӑ йӑмрасем, тирексем хӗле кӗтсе шӑпӑртатса хуйхӑрнине итлет, чалӑшшӑн пӑхакан кӗрхи хӗвелӗн ӑшшине туять.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑ транспорт налукӗн 1,1 миллиард тенкӗлӗх калӑпӑшӗн (ку укҫа туллин Ҫул-йӗр фондне каять) 12% танлашкан ҫухату кӳрет — бюджет 143 миллион тенкӗ илсе ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Туллин чӗнсе юратнӑ ачине Вӑл вӗчӗхтернӗ кӳршӗ-аршине.

Куҫарса пулӑш

Ят // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57–58 с.

Вӑрман уссине туллин курмалла.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уҫӑ ҫӑварпа, туллин, шӑхӑрса сывлама пуҫларӗ — сывлӑш ҫавах ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

И.Ф.Петрова, И.А.Федорова та халӑх ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме май тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Вӑл Комсомольски ялӗн кӑнтӑр хӗвеланӑҫ пайне шывпа туллин тивӗҫтерме май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Ачасем сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫавсемпе туллин усӑ курса ҫӗршыва малалла аталантаракансем пулса ӳсме вӗсене ҫирӗп сывлӑх сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

ВДНХра иртнӗ ҫак паллӑ событии Чӑваш Республикине Пӗтӗм Раҫҫейре туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Чӑваш Республикине пур енлӗн сӑнласа паракан экспозицисенче Чӑваш Енӗн ӗнерхи, паянхи пурнӑҫӗ туллин курӑнать, малашнехи тӗллевӗсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Фестиваль вӑхӑтӗнче искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева Чӑваш Енӗн музыка культурипе туллин паллаштарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36675.html

— Эсӗ манри чап-мухтава тивӗҫлӗ йӑлттампа чӑн та туллин пӑхса киленетӗн-и? — ыйтрӗ хайхискер Пӗчӗк принцран.

— Ты и в самом деле мой восторженный почитатель? — спросил он Маленького принца.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Манӑн планета ҫинче талккишпех чечекӗн ырӑ шӑрши сарӑлчӗ, эпӗ вара ҫав савӑнӑҫпа туллин киленме ӑс ҫитереймерӗм.

Мой цветок напоил благоуханием всю мою планету, а я не умел ему радоваться.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗр-пӗр япала е ӗҫ-пуҫ ҫинчен сӑмах пынӑ чух манӑн тусӑм нихӑҫан та туллин ӑнлантарса тӑмастчӗ.

Мой друг никогда мне ничего не объяснял.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах та ман ӳкерчӗк тем тесен те ун сӑн-пичӗн илемне туллин палӑртаймасть.

Но на моем рисунке он, конечно, далеко не так хорош, как был на самом деле.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех