Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнаса (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш чух мана хама та ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫӳлте такамсем сӑнаса тӑнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫӗр ҫинче ҫынсем мӗнлерех пурӑннине таҫта ҫӳлте-ҫӳлте такамсем сӑнаса тӑраҫҫӗ пуль: кама та пулин инкек кӑтартакана хӑйне те пурӑна киле мӗнле те пулин инкекпе антӑхтараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп ухмах пуҫпа тепӗр чух ҫапла шутлатӑп: эпир, ҫынсем, ҫӗр ҫинче мӗнлерех пурӑннине таҫта ҫӳлте-ҫӳлте сӑнаса тӑракансем пур пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тата акӑ мӗн каламалла: Сулагаевӑн техникумпа институтра вӗренсе тата кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вуласа кулленхи пурнӑҫа сӑнаса пухнӑ пӗлӗвӗсӗр пуҫне урӑххи те пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Ҫапах та кӑшт вӗчӗрхенет пулмалла», — шухӑшларӗ хӑй ҫавӑнтах, старике сӑнаса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Дуська (командир хӗрӗ) хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта ӳкерттернӗ, вӑл ун чух, тӗплӗн сӑнаса пӑхсан, пӗр сакӑр-тӑхӑр ҫулсенче пулма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫамрӑк ҫын Валерия Ивановна ҫине ытла та сӑнаса пӑхрӗ, Валерия Ивановна вара, ҫав тӗлӗнсе пӑхакан куҫсенчен темшӗн именсе, хӑвӑрт хускалчӗ те малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл мана курчӗ те, вулама пӑрахса, тӳрленерех ларчӗ, эпӗ сывлӑх сунсан, тахҫанах пӗлекен ҫын евӗр хирӗҫ сывлӑх сунчӗ, анчах хӑй мана сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ, хут листисене илнӗ май, ӑна лайӑх сӑнаса юлма ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ хӑвӑрт унӑн пит-куҫне, кӗлеткине сӑнаса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Кашни утӑмах сӑнаса пыраттӑм пулин те, кашни утӑмрах йӑнӑш пулса пыратчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӗҫне тӑвакан ҫын мар, ӗҫне тӑвасси ҫинчен шухӑшлакан ҫын кӑна пулса тӑтӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ мӗншӗн ҫапла ирсӗр тума пултарнине пӗлес тесен, манӑн пурнӑҫа, манӑн шухӑшсен мӗнпур аталанӑвне — юлашки пӗр тӑват-пилӗк ҫул хушшинчи аталанӑвне те пулни — экран ҫинчи пек пӗр сиктермесӗр курса, сӑнаса тӑрас пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пӗррехинче вара эпӗ ун ҫине лайӑх сӑнаса пӑхрӑм та вӑл, Люся, йӑлтах хӗр пулса кайнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах тул енчен сӑнаса тӑнӑ чирлисенчен пӗри — ҫамрӑк кӑна хӗрарӑм ӑна пӗррех пуҫӗнчен щетка аврипе хаплаттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах шалтан тепӗр милиционер вӑрра урисенчен ҫулса илнӗ, — Демахин кайсан вӗсем коридортан кӗмелли алӑка ҫаклатнине ҫӗмӗрсе пӳлӗме кӗнӗ иккен…

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Демахин малалла чупнӑ хушӑрах сӑнаса пынӑ: пӗр-пӗр решеткине илсе пӑрахман-ши?

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Санӑн хӑвӑн участок пур — ҫавӑнтан пуҫласа ҫавӑнта ҫитиччен, — вӑт вара эсӗ хӑвӑн дежурству вӑхӑтӗнче пӗрмаях ҫав участок тӑрӑх асӑрхаса, сӑнаса ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сержант кашни машинӑнах куҫӗсемпе тимлӗн сӑнаса ирттерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Каҫхи вӑрман сӑнлӑхне сӑнаса пынипе ҫурӑм хыҫӗнчи чылай йывӑр брезент кутамкки каялла туртнине те тунман вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Яла ҫитиччен пӗр пӗчӗк вӑрман урлӑ каҫнӑ чух вӑл каҫхи вӑрман шӑплӑхне питӗ майӗпен утса сӑнаса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Илюш ташлама ӑста, вӑл хура куҫне чӑлкӑштарса саккӑрла ҫаптарнине сӑнаса ларсан-ларсан тунката та вырӑнтан тапранӗ, ташша яра парӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех