Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗҫ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемех ҫырткалама та пикенчӗҫ: пӗчӗк кукӑльсене алла илчӗҫ те ҫыртса илнӗ пекки турӗҫ, ҫини-ҫими чӑмлакаласа ларчӗҫ, анчах ҫисе ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кӗҫех ҫӗр грамм кӗрекен кӗленче черккесем чӑр-р-р! юхнӑ эрехпе, икҫӗр грамм кӗрекен полиэтилен стакансем шӑпӑр-шӑпӑр-шӑпӑр «сикнӗ» сӑрапа чӑп тулса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Тинех арҫынсем те сӗтел хушшине майлашӑнса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Чи малтанах унта ҫиччӗр грамм кӗрекен кӗленче «ҫутти», икӗ сӑра кӗленчи «ярӑнса, пуҫӗсене каҫӑртса пырса ларчӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ҫисе тӑрансан, пӗр ҫемьеленсе, ҫемӗҫнӗ чӗлхисене пӑртак ирӗке ячӗҫ, пӗр авӑк кушак юмахне яркаласа ларчӗҫ, хаваллӑ кӑмӑлпа сӑмах вылятрӗҫ, ҫӑвара мӗн килнине печӗҫ, анекдотсен арчине те уҫса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кусем, самай пӑшӑхнӑскерсем, пуртӑ-пӑчкӑ-кӗреҫе тарлаттарнӑскерсем, ӗҫре туптаннӑ, хура ҫилӗм ҫыпӑҫнӑ аллисене умывальника танкӑртаттарса, унран шыв шӑнӑкӑртаттарса юхтарса ҫуса тасатрӗҫ, мамӑклӑ пит шӑллипе шӑлса типӗткелерӗҫ, вара пӳрте кӗпӗрленсе кӗчӗҫ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, хӑш-хӑш, паш-паш, ваш-ваш сывлакаласа, сӗтел хушшине майлашӑнкаласа ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пирӗн чӗлхесем ҫыхланса-ҫыхӑнсах ларчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Ҫутҫанталӑка чамасӑр юратакансем», ҫутҫанталӑкӑн ӑнсӑртран кӗмсӗрт сас-чӗвӗпе ӑс-тӑнран та, кӑмӑл-туйӑмран та чӑлханса ӳкнӗскерсем, пӗр авӑк чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, ҫӑварӗсене шыв сыпса ларчӗҫ, унтан пуҫӗсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫавӑрса куҫӗсене умалла сиктерчӗҫ те шанках хытса кайрӗҫ — хӑвалӑхран катрашкаллӑ, ҫивӗч вӗҫлӗ икӗ кӗрӗс-мерӗс мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кусем вара, этем текеннисем, хӑйсем тӗп тунӑ чӗрӗ тӗнче кӑкӑрӗ ҫине лӗштӗр кайса лӑштӑрт! йӑванса выртрӗҫ те ҫавӑнтах, чӗркуҫҫийӗсене хуҫса, купарчисем ҫине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӗсем тенкел ҫине пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ кузовсем тулса та ларчӗҫ — машинӑсем вырӑнтан тапранчӗҫ те, хула урамне тухса, универбаза еннелле кӗрлеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗртакран, ҫыранпа тӑвалла хӑпарса, темле майпа пуртӑ-пӑчкӑ айне пулмасӑр юлнӑ путӑк тунката ҫине пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла пӗрре пулчӗ, иккӗ пулчӗ… вуннӑ пулчӗ… вун пилӗк пулчӗ, Ула Тимӗр сывлӑхӗ, чунӗ-чӗмӗ тапранчӗ — йывӑр чирлесе ӳкрӗ, кӑвапи тӗлӗнчи парсем чул пек хытса ларчӗҫ

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан пурте сӗтел хушшине майлашӑнса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасем тӗркӗнкелесе, таппӑн-таппӑн классене кӗрсе парттӑсем хушшине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мучипе кинемей мӑклана пуҫланӑ тунката ҫине пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хӗвел ҫути тӗттӗм ҫӗре ыйхӑран вӑратса хӑйӗн шевлисемпе уй-хирсене сапалама пуҫличченех ларчӗҫ кӳлӗ хӗрринче Бориспа Клава.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫумӑр чарӑничченех ҫапла ыталанса ларчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хӗрсемпе каччӑсем, ҫуйхашса, утӑ куписем ҫумне тӗршӗнчӗҫ, ҫумӑр лекмелле мар вырнаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Нумайччен шавласа ларчӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех