Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗҫ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуралтисем пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ те васан хӗрринчи ватӑ юман айне кӑвайт чӗртрӗҫ, чаппанӗсене курӑк ҫине сарса хучӗҫ, урасене тутарла хуҫлатса ларчӗҫ, калаҫу пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра калаҫса ларакансем патне тепӗр пилӗк-ултӑ ҫын пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хайскерсем, пӗр ӑстрӑм чӑтӑмсӑррӑн юман тавра чупса ҫаврӑнчӗҫ те каллех лӑпланса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ывӑннӑ ҫарҫыннисем ҫӗрпурт хӗррипе ҫӗр касса туса хунӑ тенкелсем ҫине кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илме тесе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурсухалсем курӑк ҫине чӗркуҫленсе ларчӗҫ те, тухӑҫалла пӑхса, кӗлтума тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр самантлӑха иккӗшӗ те чӗнмесӗр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыв ӑсма аннӑ хӗрарӑмсем пуринчен малтан юланутҫӑсем патне чупса ҫитрӗҫ те чӗркуҫленсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юнашар ҫуртра Аҫтӑрхан, Атлай тата Ишмук ҫӗрӗпех калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир тӑпри ҫинче унӑн юнташӗсем чылайччен ларчӗҫ, пулни-иртнине аса илчӗҫ, тусне ҫӑтмахра ӗмӗрлӗх телей сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑлӗсене шак шаклаттарма тытӑннӑ Ахпӑлатпа пуп каллех Пӑкачав умне чӗркуҫленсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп та, Ахпӑлат та ун умне чӗркуҫленсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте апатланма ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем вӑрӑм курӑк хушшине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑксем, вӑл мӗн каласса кӗтсе, ун патнерех сиксе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте ним хуравлайман пек чӗнмесӗр, пуҫӗсене усса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑксем вӑл юрланине ним чӗнмесӗр итлесе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑлхасем вӑхӑтлӑха хупланса ларчӗҫ, куҫ-пуҫ алчӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ачасем шыв сыпнӑ пек ним чӗнмесӗр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ачасем йӑмра турачӗсене хӑвӑрт пӗр ҫӗре купаласа хучӗҫ те ун тавра пухӑнса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Елена Максимовнӑпа Паҫук ик енчен Федя ҫумне пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех