Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑла сăмах пирĕн базăра пур.
йӑла (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тапхӑрта хӑйне май ырӑ йӑла ҫирӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769

— Итле-ха, тусӑм, мӗнле йӑла вӑл санӑн: эсӗ, рояль умне ларсан, час-часах вара малтан «Пӗчӗк акӑшсен ташшине» каласа илетӗн…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫапла ӗнтӗ, ҫак ватӑ ҫыннӑн кил-ҫуртне хӑй ҫамрӑк чухнех ҫамрӑк ҫынсем пӗрре иленнӗ те, вӑл йӑла ку таранчченех пырать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсерен Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырас йӑла ҫирӗпленнӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Ҫакна нихҫан та манма юрамасть: профессилле театра ҫӑмӑлттайланса выляс йӑла пырса ан кӗтӗр, паянхи пурнӑҫ ҫыннин тулли те кӑткӑс сӑнарне кӑтартас ӗҫрен ӑсталӑх ҫитменнипе пӑрӑнса юлма ан лектӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Герасим Федотовичӑн чӗртсе сӳнтернӗ шӑрпӑксене курупкана чиксе хурас йӑла пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑвашсен пӗр йӑла пур, качча каякан хӗрӗн пулас упӑшкин тӑванӗсене парнесем памалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ҫынна куҫ хыҫӗнче усал тума хӑтланни аван йӑла мар.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ҫынсен сӑнӗсене пурӑна киле манса каяс йӑла пур ман — хӑйне евӗрлӗ ҫитменлӗх ӗнтӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вут тупасси — авалхи йӑла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пирӗн йӑла тӑрӑх ҫапла тӑваҫҫӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вӑл йӑла кивве юлнӑ ӗнтӗ, халӗ, ав, выльӑх пусса чӳк тӑваҫҫӗ, ҫапла парне параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӑла хушать-ҫке, атту пулсан, пӳрте те кӗртмӗччӗ те ӑна Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Улталарӗ утаман, Ҫӳҫ питтине пӑракан, Хальччен ун пек йӑла ҫук…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫитес вырсарникун, мартӑн 19-мӗшӗнче, йӑла ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсем тата коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12051 ... iv-cterecc

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен предприятисен коллективӗсем, пысӑк яваплӑхпа тата ырми-канми тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑраканскерсем, мӗнпур ҫыншӑн кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Коллективы предприятий жилищного-коммунального хозяйства и бытового обслуживания населения выполняют важный для всех жителей труд, требующий большой ответственности и самоотдачи.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Тинӗс патӗнчен куҫса кайсан та йӑла юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Чӑвашӑн йӑла: куҫӑхасран ачана пӗр хурткуҫҫи те пулин ҫакас пулать», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑш хӗсӗк ҫамкара ҫуралса тӗвӗленнӗ ку киревсӗр йӑла?

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех