Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала та вӗсенӗн кашни йӑхӗнчен, йӑх тӑрӑх кашни пуҫлӑхран, пӗрер туя ил, пурӗ вуникӗ туя пулӗ, кашнийӗн ятне хӑйӗн туйи ҫине ҫырса хур; 3. Аарон ятне Левий туйи ҫине ҫыр, мӗншӗн тесессӗн [вӗсенӗн] кашни йӑх пуҫлӑхӗнчен пӗрер туя [памалла]; 4. ҫав туясене эсӗ пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ хӑвӑра курӑнакан вырӑна, хур; 5. Эпӗ кама суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ; Израиль ывӑлӗсем сире ӳпкелесе калакан ӳпкеве Эпӗ ҫапла пусарӑп, тенӗ.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп; 43. вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ, 44. вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри; 45. Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. [Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2. ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3. пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4. анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5. Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6. кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; 7. эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.