Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗсенӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет; 4. ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать.

3. Он исцеляет сокрушенных сердцем и врачует скорби их; 4. исчисляет количество звезд; всех их называет именами их.

Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен хӑтарсам мана, ҫӑлсам мана: вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.

11. Избавь меня и спаси меня от руки сынов иноплеменных, которых уста говорят суетное и которых десница - десница лжи.

Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ; 6. ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене; 7. ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана: 8. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.

Приклони небеса Твои и сойди; коснись гор, и воздымятся; 6. блесни молниею и рассей их; пусти стрелы Твои и расстрой их; 7. простри с высоты руку Твою, избавь меня и спаси меня от вод многих, от руки сынов иноплеменных, 8. которых уста говорят суетное и которых десница - десница лжи.

Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эй Ҫӳлхуҫа, усал ҫынран хӑтарсам мана; хӗсӗрлекенрен сыхласам мана: 3. чӗринче вӗсем усал шухӑшлаҫҫӗ, куллен вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ, 4. чӗлхине ҫӗлен чӗлхи пек ҫивӗчлетеҫҫӗ; вӗсенӗн чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ.

2. Избавь меня, Господи, от человека злого; сохрани меня от притеснителя: 3. они злое мыслят в сердце, всякий день ополчаются на брань, 4. изощряют язык свой, как змея; яд аспида под устами их.

Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.

3. Славьте Господа господствующих, ибо вовек милость Его; 4. Того, Который один творит чудеса великие, ибо вовек милость Его; 5. Который сотворил небеса премудро, ибо вовек милость Его; 6. утвердил землю на водах, ибо вовек милость Его; 7. сотворил светила великие, ибо вовек милость Его; 8. солнце - для управления днем, ибо вовек милость Его; 9. луну и звезды - для управления ночью, ибо вовек милость Его; 10. поразил Египет в первенцах его, ибо вовек милость Его; 11. и вывел Израиля из среды его, ибо вовек милость Его; 12. рукою крепкою и мышцею простертою, ибо вовек милость Его; 13. разделил Чермное море, ибо вовек милость Его; 14. и провел Израиля посреди его, ибо вовек милость Его; 15. и низверг фараона и войско его в море Чермное, ибо вовек милость Его; 16. провел народ Свой чрез пустыню, ибо вовек милость Его; 17. поразил царей великих, ибо вовек милость Его; 18. и убил царей сильных, ибо вовек милость Его; 19. Сигона, царя Аморрейского, ибо вовек милость Его; 20. и Ога, царя Васанского, ибо вовек милость Его; 21. и отдал землю их в наследие, ибо вовек милость Его; 22. в наследие Израилю, рабу Своему, ибо вовек милость Его; 23. вспомнил нас в унижении нашем, ибо вовек милость Его; 24. и избавил нас от врагов наших, ибо вовек милость Его; 25. дает пищу всякой плоти, ибо вовек милость Его.

Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑл Египетра чи малтан ҫуралнисене ҫыннинчен пуҫласа выльӑхӗ таранччен вӗлерсе тухнӑ, 9. эй Египет, Вӑл санӑн ҫӗрӳ ҫинче фараона та, унӑн пур чурине те хӑватсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, 10. халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӑйлӑ патшасене пӗтернӗ: 11. Аморрей патшине Сигона, Васан патшине Ога, Ханаан ҫӗрӗнчи пур патшалӑха та пӗтернӗ; 12. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе, еткерлӗхе Хӑйӗн халӑхне Израиле панӑ.

8. Он поразил первенцев Египта, от человека до скота, 9. послал знамения и чудеса среди тебя, Египет, на фараона и на всех рабов его, 10. поразил народы многие и истребил царей сильных: 11. Сигона, царя Аморрейского, и Ога, царя Васанского, и все царства Ханаанские; 12. и отдал землю их в наследие, в наследие Израилю, народу Своему.

Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давидшӑн, Хӑвӑн чурушӑн, йышӑнсам: 11. Ҫӳлхуҫа Давида Хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе тупа тунӑ, Вӑл ӑна тунмӗ: «санӑн йӑхунтан ҫуралнине санӑн аслӑ пукану ҫине лартӑп. 12. Эпӗ санӑн ывӑлусене Хамӑн халала, Хамӑн йӗркемсене вӗрентӗп, вӗсем ҫавна уяса тӑрсассӑн, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн аслӑ пукану ҫинче ларӗҫ» тенӗ.

10. Ради Давида, раба Твоего, не отврати лица помазанника Твоего. 11. Клялся Господь Давиду в истине, и не отречется ее: «от плода чрева твоего посажу на престоле твоем. 12. Если сыновья твои будут сохранять завет Мой и откровения Мои, которым Я научу их, то и их сыновья во веки будут сидеть на престоле твоем».

Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Пирӗн чунӑмӑр вӗсенӗн танатинчен кайӑк хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлчӗ: танати татӑлчӗ те — эпир хӑтӑлтӑмӑр.

7. Душа наша избавилась, как птица, из сети ловящих: сеть расторгнута, и мы избавились.

Пс 123 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ: Вӑл пире вӗсенӗн шӑлне ҫакланма памарӗ!

6. Благословен Господь, Который не дал нас в добычу зубам их!

Пс 123 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.

7. Когда будет судиться, да выйдет виновным, и молитва его да будет в грех; 8. да будут дни его кратки, и достоинство его да возьмет другой; 9. дети его да будут сиротами, и жена его - вдовою; 10. да скитаются дети его и нищенствуют, и просят хлеба из развалин своих; 11. да захватит заимодавец все, что есть у него, и чужие да расхитят труд его; 12. да не будет сострадающего ему, да не будет милующего сирот его; 13. да будет потомство его на погибель, и да изгладится имя их в следующем роде; 14. да будет воспомянуто пред Господом беззаконие отцов его, и грех матери его да не изгладится; 15. да будут они всегда в очах Господа, и да истребит Он память их на земле, 16. за то, что он не думал оказывать милость, но преследовал человека бедного и нищего и сокрушенного сердцем, чтобы умертвить его; 17. возлюбил проклятие, - оно и придет на него; не восхотел благословения, - оно и удалится от него; 18. да облечется проклятием, как ризою, и да войдет оно, как вода, во внутренность его и, как елей, в кости его; 19. да будет оно ему, как одежда, в которую он одевается, и как пояс, которым всегда опоясывается.

Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ӑссӑрскерсем хӑйсенӗн йӗркесӗр ҫулӗ пирки, хӑйсенӗн тӗрӗсмарлӑхӗ пирки асапланнӑ; 18. вӗсенӗн чунӗ пур апата та тиркенӗ, вара вӗсем вилӗм хапхи патнех ҫывӑхарнӑ.

17. Безрассудные страдали за беззаконные пути свои и за неправды свои; 18. от всякой пищи отвращалась душа их, и они приближались ко вратам смерти.

Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӑл вӗсенӗн чӗрине ӗҫпе йӑвашлатнӑ; вӗсем такӑннӑ — пулӑшаканӗ пулман.

12. Он смирил сердце их работами; они преткнулись, и не было помогающего.

Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӗсенӗн тӑшманӗсене шыв хупласа хунӑ: вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман.

11. Воды покрыли врагов их, ни одного из них не осталось.

Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӗсене, вӗсенӗн ҫулпуҫӗсене, Орива тата Зива мӗн кӑтартнине кӑтарт, вӗсен пӗтӗм ҫулпуҫне Зевее тата Салмана мӗн кӑтартнине кӑтарт, 13. ҫавсем те: «Туррӑн ялӗ-хулисене хамӑр алла илер» тесе мухтаннӑ.

12. Поступи с ними, с князьями их, как с Оривом и Зивом и со всеми вождями их, как с Зевеем и Салманом, 13. которые говорили: «возьмем себе во владение селения Божии».

Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Санӑн ҫӗрӳ ҫине суя тӗнлисем килчӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Керменне ирсӗрлетрӗҫ, Иерусалим вырӑнӗнче ишӗлчӗк ҫеҫ выртать; 2. Санӑн чурусенӗн виллисене вӗҫен кайӑксене, сӑваплӑ ҫыннусенӗн ӳчӗсене ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене ҫиме пачӗҫ; 3. Иерусалим таврашӗнче вӗсенӗн юнне шыв пек тӑкрӗҫ, вӗсене пытаракан та пулмарӗ.

Язычники пришли в наследие Твое, осквернили святый храм Твой, Иерусалим превратили в развалины; 2. трупы рабов Твоих отдали на съедение птицам небесным, тела святых Твоих - зверям земным; 3. пролили кровь их, как воду, вокруг Иерусалима, и некому было похоронить их.

Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.

41. и снова искушали Бога и оскорбляли Святого Израилева, 42. не помнили руки Его, дня, когда Он избавил их от угнетения, 43. когда сотворил в Египте знамения Свои и чудеса Свои на поле Цоан; 44. и превратил реки их и потоки их в кровь, чтобы они не могли пить; 45. послал на них насекомых, чтобы жалили их, и жаб, чтобы губили их; 46. земные произрастения их отдал гусенице и труд их - саранче; 47. виноград их побил градом и сикоморы их - льдом; 48. скот их предал граду и стада их - молниям; 49. послал на них пламень гнева Своего, и негодование, и ярость и бедствие, посольство злых ангелов; 50. уравнял стезю гневу Своему, не охранял души их от смерти, и скот их предал моровой язве; 51. поразил всякого первенца в Египте, начатки сил в шатрах Хамовых; 52. и повел народ Свой, как овец, и вел их, как стадо, пустынею; 53. вел их безопасно, и они не страшились, а врагов их покрыло море; 54. и привел их в область святую Свою, на гору сию, которую стяжала десница Его; 55. прогнал от лица их народы и землю их разделил в наследие им, и колена Израилевы поселил в шатрах их.

Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Вӑл хӑйсене вӗлернӗ чухне вӗсем Ӑна шыранӑ, Ун енне ҫаврӑннӑ, Ӑна тупасшӑн пулнӑ, 35. хӑйсенӗн хӳтлӗхӗ Турӑ иккенне, хӑйсене Хӑтараканӗ Ҫӳлти Турӑ иккенне асне илнӗ, 36. Унӑн умӗнче йӑпӑлтатса калаҫнӑ, Унӑн умӗнче чӗлхипе суеҫтернӗ; 37. вӗсенӗн чӗри Унӑн умӗнче тӳрӗ пулман, вӗсем Унӑн халалне уяман.

34. Когда Он убивал их, они искали Его и обращались, и с раннего утра прибегали к Богу, 35. и вспоминали, что Бог - их прибежище, и Бог Всевышний - Избавитель их, 36. и льстили Ему устами своими и языком своим лгали пред Ним; 37. сердце же их было неправо пред Ним, и они не были верны завету Его.

Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эпӗ вара, — манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ, — 3. йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине кура, ӑссӑр ҫынсене ӑмсантӑм: 4. вӗсем мӗн виличченех асап курмаҫҫӗ, вӗсенӗн вӑйӗ тӗреклӗ; 5. вӗсем этем ӗҫлекен ӗҫре ҫӳремеҫҫӗ, ытти ҫынсемпе пӗрле хӗн курмаҫҫӗ.

2. А я - едва не пошатнулись ноги мои, едва не поскользнулись стопы мои, - 3. я позавидовал безумным, видя благоденствие нечестивых, 4. ибо им нет страданий до смерти их, и крепки силы их; 5. на работе человеческой нет их, и с прочими людьми не подвергаются ударам.

Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; 14. вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ; 15. вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ; 16. ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ; 17. унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ#; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.

13. Будет милосерд к нищему и убогому, и души убогих спасет; 14. от коварства и насилия избавит души их, и драгоценна будет кровь их пред очами его; 15. и будет жить, и будут давать ему от золота Аравии, и будут молиться о нем непрестанно, всякий день благословлять его; 16. будет обилие хлеба на земле, наверху гор; плоды его будут волноваться, как лес на Ливане, и в городах размножатся люди, как трава на земле; 17. будет имя его [благословенно] вовек; доколе пребывает солнце, будет передаваться имя его; и благословятся в нем [все племена земные], все народы ублажат его.

Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Чӗлхе-ҫӑварӑм Санӑн тӳрӗлӗхне, кулленех Санӑн ырӑ ӗҫӳсене пӗлтерсе тӑрӗ — эпӗ ӗнтӗ вӗсенӗн шутне те пӗлместӗп.

15. Уста мои будут возвещать правду Твою, всякий день благодеяния Твои; ибо я не знаю им числа.

Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех