Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аплах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сан умӑнта мӗн те пулин аплах мар турӑм пулсан, — айӑплӑ.

Что сделал перед тобою неправого — винюсь.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ахальтен мар ҫав, михӗре ларнӑ чухнех асӑрхарӑм эп вӑл аплах маррине.

То-то я, еще сидя в проклятом мешке, замечал, что бедняжка был крепко не в духе.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Пӗлтӗр ман арӑм ярмӑрккара турчка туянчӗ; вӑтӑр пус парса илчӗ, аплах мар… кун пекех ыраттармасть…»

— Моя жинка купила прошлый год на ярмарке кочергу, дала пивкопы, — та ничего… не больно.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кунта мӗн те пулин аплах мар!»

Верно, что-нибудь да не так!»

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мӗн ҫинчен аплах кулянатӑн, Варя? — ыйтрӗ Татьяна, тырӑ ҫинче пит хӑвӑрт чупакан тата алра шуса тӑракан нӑрра тытса.

— О чем так переживаешь, Варя? — спросила Татьяна, поймав в руки жука, который очень быстро бежал по куче и теперь хотел вырываться из рук.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Анчах хамӑн пурнӑҫра аплах мар пек.

— Вот только в жизни своей не все так гладко.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мана, куратӑн ӗнтӗ, ҫав ӗҫе хутшӑнма аплах мар пек…

— Мне, видишь ли, не с руки встревать в это дело…

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Малтанхи ҫулсенче колхозра пурӑнма йывӑрччӗ, йывӑрччӗ те хӑнӑху та ҫукрахчӗ — ку аплах мар та, тепри аплах мар, ӗҫ тени ниепле те майлашӑнса пымастчӗ.

Вспомнили, как в первые годы трудно было жить в колхозе, трудно и непривычно — и то не ладилось, и другое, и третье.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫапла ҫав, ватах та мар, анчах — аплах мар, — терӗ Яхно, хӑйӗн темле шухӑшне хирӗҫ ответлесе.

— Да вроде и не старый, но — не тот, — сказал Яхно, отвечая на какие-то свои мысли.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫарӑр, капитан юлташ, аплах мар шухӑшлатӑп-и тен эпӗ?

Извиняюсь, товарищ капитан, может, я не так соображаю?

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапла, унӑн куҫӗсем пек тӳпе ҫурҫӗрте кӑна лӑпкӑ ҫанталӑкра пулкалать, кунта вӑл аплах янкӑр мар.

Да, небо, как ее глаза, бывает только на севере, в безветренную погоду.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Енчен вӑл хӑйне савса тӑнине пӗлсен, вилӗмне те аплах шыраман пулӗччӗ…

Ведь если бы он верил в ее любовь, он не стал бы искать гибели…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав йӗксӗке аплах тарӑхтарма юрамастчӗ ӗнтӗ…

Грешно вам было так мучить горемыку…

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Николай Недковичпа Франгов ҫав кунхине Кандов мӗншӗн аплах улшӑнчӗ-ха тесе пӗлме ӑна курма кӗчӗҫ те, вӑл Клисурӑна «хӑйӗн тӑванӗ патне хӑнана» кайнине пӗлчӗҫ.

В тот же день Николай Недкович и Франгов, уже заметившие, что с Кандовым произошла какая-то странная перемена, зашли его проведать и узнали, что он уехал в Клисуру «погостить у родственника».

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Аплах пулма пултарать-и вара? — шухӑшларӗ вӑл.

«Разве может так быть?» — подумал он.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑҫта аплах! — терӗ Димчо пуп та.

— Что-то случилось, — заметил поп Димчо.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗншӗн аплах ҫилленмелле, анне?

— Зачем так сердиться, мама?

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑҫтан аплах иртӗхсе кайрӗҫ-ха вӗсем?

Да что это за разврат такой?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗнле вӑл аплах тӑрӑхласси?

— Это еще что за насмешки?

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тен, ку аплах мар пулӗ?

Или, может быть, это не то?

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех