Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухне сăмах пирĕн базăра пур.
чухне (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Грипп йывӑрланман чухне температура 3–4 кунран чакать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Каярахпа сӑмса питӗрӗнет, ӳсӗрнӗ чухне пыр уйрӑмах ыратма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫавӑнпа ӳсӗрнӗ, сунасланӑ чухне ҫӑвара сӑмса тутрипе е салфеткӑпа хупламалла.

Поэтому во время кашля, чиханья надо прикрывать рот носовым платком или салфеткой.

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чирлӗ ҫын ӳсӗрнӗ, сунасланӑ, калаҫнӑ чухне грипп вирусӗллӗ сурчӑк 2 метртан пусласа 10 метр таранах саланать.

Когда больной кашляет, чихает, говорит слюна с вирусом гриппа разлетается от 2 до 10 метров.

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене (атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх), промышленноҫ-экологин (йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ), социаллӑ экологин (этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ) индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Рейтинга палӑртнӑ чухне мӗнле кӑтартусене шута илнӗ?

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Тепӗр чухне ҫамрӑксене тӑван тӑрӑха ӗҫлеме килменнишӗн айӑплама пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ун пек чухне ӑслӑ ҫынсемпе канашламалла.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Тепӗр чухне урапа таптаса ҫӳрекен курӑках усӑллӑ пулнине пӗлместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

— Чылай чухне ҫынсем хӑйсен сывлӑхне хаклама пӗлменнине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Шӑпах ҫавӑн чухне палӑртма пулать-ҫке хӑш-пӗр чир пуҫламӑшне.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чылай чухне Хӗл Мучие тепӗр ҫулччен ӑсатса ярса Ҫурпикене кӗтсе илекен уяв Ҫӑварнипе ҫыхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ватӑ ҫынсем пирӗн патӑртан иртнӗ чухне ывӑнни те иртет, утма та ҫӑмӑл пек туйӑнать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ун чухне ҫӗр ыйтӑвӗпе Ю. Елистратов ӗҫлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хамӑр килте ҫук чухне пӗри пурне те ҫӗр ҫумне авса хӑварнӑ, пӗр-иккӗш ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Йӑнӑш утӑм тунӑ граждансене саккуна пӑхӑнса пурӑнмалли пурнӑҫа тавӑрасси ытларах чухне сирӗн тӑрӑшулӑхӑртан, чӗрӗр ӑшшинчен, пысӑк хӑюлӑхӑртан тата ҫирӗп кӑмӑлӑртан килет.

Во многом от ваших стараний, от теплоты вашего сердца, личной смелости и стальной воли зависит возвращение к законопослушной жизни оступившихся граждан.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Кӑмака е мунча хутнӑ чухне уйрӑмах асӑрханӑр.

Особенно внимательными должны быть во время топки печей и бань.

Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл электроприборпа усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман.

При пользовании электроприборами он не соблюдал правила пожарной безопасности.

Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Есения тантӑшӗ Вероника та шурӑ хутпа киҫтӗк алӑра чухне тулли кӑмӑлтан ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫамрӑк юрӑҫ Резил Шарафутдинов илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ чухне куракансем пӗрле юрларӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех