Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сире ҫакӑн пек приказ паратӑп: Эсир хальхи вӑхӑтра Гремячий Лог хуторӗнче пирӗн союз представителӗ пулса тӑратӑр; вӑрлӑхлӑх тесе суйса тырӑ пуҫтарассине хирӗҫ халӑх хушшинче халех агитаци пуҫласа ямалла.

Приказываю Вам немедленно развернуть среди населения Гремячего Лога, в коем Вы в настоящее время представляете наш союз, агитацию против сбора мнимосеменного хлеба.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫатан карта урлӑ кашласа каҫнӑ ҫил, анкартинче хуҫа пулса, ҫавӑрттарса ҫӳреме пуҫларӗ.

По гумну, перевалившись через плетень, заходил, хозяйствуя, ветер.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шухӑ подпоручикӗн савӑнӑҫлӑхӗ Яков Лукича пӗр япала пулса иртнӗ хыҫҫӑн уйрӑмах килӗшмерӗ.

Веселость лихого подпоручика пришлась не по душе Якову Лукичу особенно после такого события.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хӑмӑр куҫӗ унӑн кӗҫ-вӗҫех йӗкӗлтесе мӑч-мӑч туса илессӗн, катрашкаланса выртакан ӳчӗ вара тӳрленсе каяссӑн, пур еннелле те тӑсӑлакан пӗркеленчӗксем пулса, тӑвлав ҫинелле йӗрленсе пырассӑн туйӑнать.

Казалось, что карий глаз его вот-вот ехидно мигнет, кожа расправится и лучистыми морщинами поползет к виску.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Контузи хыҫҫӑн пулса юлнӑскер пулмалла; ҫав куҫ айӗнче типсе хӑрнӑ кӗрхи ҫулҫӑ пек вилӗ ӳт пӗркеленчӗкӗ катрашкаланса тӑрать.

Видимо после контузии; под ним недвижно бугрилась собранная в мертвые складки кожа, сухая и безжизненная, как осенний лист.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку вара — манӑн кил хуҫи, ӗлӗкхи йӗркепе пиҫнӗ казак, анчах халӗ колхозра завхоз пулса пурӑнать…

А это — мой хозяин, казак старого закала, но сейчас пребывающий в колхозе завхозом…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав лайӑх колхознике, хутор ҫыннисем хисеплекен колхоз правлени членне, усал каласа кӑшкӑрса тӑкнишӗн, ӑна — ӗҫне асӑрханарах тӑрайманнишӗн кӑна айӑплӑскере — сӑтӑрла ӗҫсем тӑвать тесе шанчӑксӑра кӑларнӑшӑн аван мар пулса кайрӗ.

Ему было неловко, что он так грубо накричал на хорошего колхозника, уважаемого согражданами члена правления колхоза, и даже заподозрил его — виновного в одной неосмотрительности — во вредительстве.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Сӑтӑрҫӑ пулас пулсан, ҫакӑн пекех тӑрӑшса ӗҫлемен пулӗччӗ, ҫитменнипе тата, хӑйӑр сапнине пула унӑн хӑйӗн те икӗ вӑкӑрӗ инкек курнӑ, — тесе шухӑшларӗ Давыдов. — Ҫук, Островнов — чӗрипе те, чунӗпе те пире парӑннӑ колхозник, ҫавӑнпа та хӑйӑрпа пулса иртнӗ ӗҫ вӑл — чуна пӑшӑрхантаракан ахаль йӑнӑш кӑна, факт!»

«Если б он был вредителем, то не работал бы так ударно, и потом ведь пара его быков тоже пострадала от этого, — думал Давыдов. — Нет, Островнов — преданный нам колхозник, и случай с песком — просто печальная ошибка, факт!»

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ҫавӑн чухнех тӗрӗслесе пӑхрӗ те ҫакна палӑртрӗ; Яков Лукич ӗщӗкрех чӑнах та тӗреклӗ пурӑннӑ, анчах тырӑ пулман ҫул ӑна юхӑнтарса янӑ, вара вӑл вӑтам хресчен пулса юлнӑ.

Давыдов тогда же проверил и установил, что Яков Лукич много лет тому назад действительно жил зажиточно, но потом неурожай разорил его, сделал середняком.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич тухса кайсан, мӗн пулса иртни ҫинчен Давыдов лӑпкӑнрах шухӑшласа пӑхрӗ.

После ухода Якова Лукича Давыдов уже спокойнее продумал случившееся.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку ҫапла пулса тухассине пӗлмен, тавҫӑрса илме те пултарайман…

Не знал, недодумал, что оно так выйдет…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Йӑнӑш пулса тухрӗ, хаклӑ Давыдов юлташ!

— Ошибка вышла, дорогой товарищ Давыдов!

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуторта, колхозра мӗн-мӗн пулса иртнине кулленех Половцева пӗлтерсе тӑрасси Яков Лукичӑн тивӗҫӗ пулса тӑчӗ, вӑл тӑрӑшсах пӗлтерсе пырать, анчах кашни кунах Половцева пӑшӑрхантаракан ҫӗнӗрен ҫӗнӗ хыпарсем те илсе килсе парать, ун пек хыпарсем хыҫҫӑн Половцевӑн питҫӑмартийӗсем ҫинчи урлӑ выртакан пӗркеленчӗкӗсем тата тарӑн йӗрленсе юлаҫҫӗ…

В обязанности Якова Лукича вошло ежедневно сообщать Половцеву о том, что делается в хуторе, в колхозе; сообщал он добросовестно, но каждый день приносил Половцеву новые огорчения, вырубая на щеках его еще глубже поперечные морщины…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондратько, тухса каяс умӗн, Гремячий Лог хуторне виҫӗ юлташӗпе юлакан бригадире аяккарах чӗнсе илчӗ, вӗсем хушшинче ҫакӑн пек кӗске калаҫу пулса иртрӗ:

Кондратько, перед тем как уезжать, отозвал в сторону бригадира, оставшегося с тремя товарищами в Гремячем Логу, и между ними короткий возник разговор:

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ округри ҫу ҫапакан заводра прессовщик пулса ӗҫлетӗп.

Я в округе работаю, на маслозаводе, прессовщиком.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнаканнисем пӗр аллӑ киле яхӑн кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсем те пулин ыран вырӑнӗсем ҫинчен колхозниксем пулса вӑранӗҫ… ҫавӑнпа та пирӗн наука хушнӑ пек акса хӑвармалла.

Дворов полсотни осталось единоличников, да и энти завтра проснутся колхозниками… вот и надо нам сеять по науке, как она диктует.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗнӗ ҫӗрйӗркелӳ пулса иртиччен вӑл пире питӗ кирлӗ!

Покеда новое землеустройство не прошло, он нам дюже сгодится!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Февралӗн вуниккӗмӗшӗнче анлӑ производствӑллӑ канашлу пулса иртрӗ, унта колхоз активӗ хӗрӗх ҫын ытла пухӑнчӗ.

На расширенном производственном совещании, состоявшемся двенадцатого февраля и собравшем более сорока человек колхозного актива.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата вӑрлӑх фончӗпе мӗн пулса тухнӑ-ха санӑн?

Да что это у тебя с семфондом-то?

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов вӗсем патне пычӗ, ушкӑн варринче мӗн пулса иртнине курма хӑтланса, ҫурӑмсем урлӑ пӑхрӗ.

Размётнов подошел, заглянул через спины, пытаясь разглядеть, что творится в кругу.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех