Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ район – Элӗкпе /6370 кг\ Сӗнтӗрвӑрри /6242\ районӗсем – 6000 килограмран ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Мӑшӑрӗ вӑхӑтне ытларах ӗҫре ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Илтнӗ тӑрӑх — ҫӗнӗ йыш чылай мероприяти ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Эпӗ студент чухнех авланнӑ та арӑмпа Светлана Зиновьевнӑпа канмалли кунсене, отпусксене ялта ирттернӗ.

Я женился студентом и с женой Светланой Зиновьевной все выходные дни, отпуска проводили в деревне.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӗсем ҫул ҫитменнисем валли пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе викторина ирттернӗ.

Они провели викторину для несовершеннолетних по пожарной безопасности.

Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Финанс министрӗ Светлана Енилина пӗлтернӗ тӑрӑх — тӗрӗслевсем ирттернӗ май организацисене тӳлеттернӗ хушма налуксен калӑпӑшӗ кӑна кӑҫал 2 миллиард тенке ҫитнӗ.

Как сообщила министр финансов Светлана Енилина - по проверкам объем дополнительных налогов организаций достиг в этом году до 2 миллиардов рублей.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тӗслӗхрен, гражданин пенси валли пухӑнакан укҫана патшалӑхӑн шутланман пӗр фондра 2011 ҫултанпа е маларах йӗркелеме тытӑннӑ тӑк фиксацие 2015 ҫулта ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев КПСС Чӑваш обкомне 1974-1988 ҫулсенче ертсе пынӑ патшалӑх тата политика деятелӗ, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ Илья Прокопьев 90 ҫул тултарнӑ ятпа Чӑваш наци библиотекинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑнчӗ.

Глава Чувашии Михаил Игнатьев 29 июня в национальной библиотеке участвовал на празднике, посвященном в честь 90-летия почетного гражданина города Чебоксары, государственного и политического деятеля, руководителя Чувашского обкома КПСС в 1974-1988 годах Ильи Прокопьева.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Шоссе, автоҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑх туса хурас тесе, районти ГИБДД ӗҫченӗсем иртнӗ ҫул водительсен коллективӗсенче, шкулсенче ҫул-йӗр ҫинче ҫӳремелли правилӑсемпе калаҫусем сахал мар ирттернӗ, райхаҫатра материалсем те пичетленӗ.

В целях безопасности на шоссе и автодорогах в прошлом году сотрудники ГИБДД проводили беседы по правилам дорожного движения с водительскими коллективами, печатались материалы в районной газете.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Тӗрӗссипе, эпир асӑннӑ тапхӑрта япӑх ӗҫлемен, районта спорт мероприятийӗсем сахал мар йӗркелесе ирттернӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама тӑрӑшнӑ.

По правде говоря, на упомянутом периоде работали неплохо, в районе проводилось немало спортивных мероприятий, старались пропагандировать здоровый образ жизни.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Депутат кунне пӗтӗмлетнӗ май, район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ, «Гигант» хуҫалӑх ертӳҫи В. Александров «халӑх тарҫисем» кӑҫалхи I ҫур ҫулта ирттернӗ ӗҫсем пирки те кӗскен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

6-мӗш ҫурта юсассипе ирттернӗ конкурсра Шупашкарти «ТПК «ПремьеР» ООО ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Апла пулин те тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн унччен маларах тунӑ 14 тӗслӗх ҫиеле тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Ҫавӑнпа та пирӗн, полици сотрудникӗсемпе журналистсен, ҫынсене асӑрхануллӑ пулма, тимлӗхе ӳстерме вӗрентмелле, - палӑртсах каларӗ Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн начальникӗ Павел Чесанов республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ирттернӗ пресс-конференцире.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Ҫак федераци районта спорт мероприятийӗсене тата республикӑри ӑмӑртусене ирттернӗ чух пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Районти Спорт ҫуртӗнче (вӑл район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗн балансӗ ҫинче тӑрать) капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн спортӑн тӗрлӗ енӗпе ДЮСШ физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли, вӗренӳпе тренировка занятийӗсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Чӑваш Республикинче 2003 ҫулччен физкультурӑпа спорта, туризма, санаторипе курорт ӗҫне аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли тӗллевлӗ программӑпа тата Чӑваш Республикин «Физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн, 2002 ҫулта район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ чылай ӗҫсем туса ирттернӗ, халӑх сывлӑхне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме, кану вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме спорт сооруженийӗсемпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ май райцентрти продовольстви лавккинчи сутуҫа шалӑва «конвертра» тӳленине тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫуркунне «Вӗҫенкайӑк кунне» ирттернӗ, ачасем хӑйсен аллипе шӑнкӑрч йӑвисем тунӑ, вӗсене пурте пӗрле пухӑнса, савӑнса, сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа йывӑҫсем ҫине ҫакса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Унпа вӗсем 40 ҫул юнашар ирттернӗ.

С ним вместе 40 лет прожили.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех