Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мучи сăмах пирĕн базăра пур.
Мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гришака мучи тӑваттӑмӗш эрнере типӗ тытма, кӗлле ҫӳреме пуҫларӗ.

Дед Гришака говел на четвертой неделе.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мана Сашка мучи ӑнлантарса пачӗ.

— Мне дед Сашка толковал.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи ҫитрӗ.

Подошел дед Гришака.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пире улӑштарчӗҫ те, эпир вахмистра калатпӑр: «Вот, Лукич, ӗҫлесе тупрӑмӑр акӑ эпир вунӑ тенкӗ, халӗ вӑл укҫана ак ҫак мучи чунӗн канӑҫлӑхӗшӗн ӗҫсе ярас пулать», — тетпӗр, патрет кӑтартса.

Сменили нас, мы вахмистру и говорим: «Вот, Лукич, стал быть, заработали мы десять целковых и должны их пропить за упокой души вот этого деда», и показываем патрет.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Цыц! — туйипе шаклаттарнӑ Гришака мучи.

— Цыц! — пристукнул дед Гришака.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька хутне кӗрекенни Гришака мучи ҫеҫ пулнӑ.

Митька встретил сочувствие лишь у деда Гришаки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи, ӑншӑртланса ҫитнипе, ӑна туян пуклак пуҫӗпе хырӑмӗнчен пусрӗ, пӑрапа пӑраланӑ пек.

Ожесточившись, дед воткнул тупой конец костыля ему в живот, как сверлят буравом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи малтан ӑна туйипе ерипен кӑна тӗртрӗ те шӑппӑн пӑшӑлтатса илчӗ:

Дед Гришака сначала легонько толкал его костылем, шептал:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тӑхта, ӑҫта йӑртлататӑн? — хӑраса ӳкрӗ Гришака мучи, куҫлӑхне хывса.

— Погоди, куда ж ты? — испугался дед Гришака, стаскивая очки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи, пулӑ юратаканскер, юриех хирӗҫленҫи пулчӗ.

Дед Гришака, любивший рыбу, для видимости запротивился:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи, куҫне чарса пӑрахса, куҫлӑхӗ урлӑ пӑхрӗ.

Дед Гришака лупнул глазами поверх очков.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи чӳрече умӗнче ларать; сӑмси ҫине йӗс рамкӑллӑ ҫаврака куҫлӑх утлантарса лартнӑ та вӑл Евангели вулать.

Дед Гришака сидел у окна; оседлав нос круглыми в медной оправе очками, читал Евангелие.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Баклановец мучи, стройри лаша тӳт кӑшкӑртнине илтсен пуҫне ҫавӑрса пӑхнӑ хӑраххи, пуҫне ҫӗклет, шӑнӑрлӑ чышкине сӗтел ҫине ӳкерсе пӑшӑлтатать:

Дед-баклановец вскидывает голову, как строевой конь при звуке трубы; роняя на стол узловатый кулак, шепчет:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, кулкаласа, картишне чупса тухрӗ, анчах Гришака мучи нумайччен тарӑхса, Митькӑна темӗн те пӗр каласа, ятлаҫса супрӗ.

Митька сбежал на баз, посмеиваясь, а дед Гришака долго возмущался, ругал Митьку.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи тӑвӑнса хуралса ларас пекех хӗремесленсе кайрӗ.

Дед Гришака покраснел до черноты и удушья.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталие ҫураҫнӑ ҫӗре Гришака мучи хутшӑнмарӗ те теме пулать.

В сговоре дед Гришака участия почти не принимал.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвать, саплать, ӑна чӑлхасем ҫыхса парать, шӑлаварӗсемпе кӗписене тӳрлетет-ҫке-ха, — ҫавӑнпа та Гришака мучи, ку хыпара пӗлсен, Наталья ҫине икӗ кун хушши хаяр сивлеклӗхпе пӑхса пурӑнчӗ.

Наталья стирала его бельишко, штопала, вязала чулки и чинила шаровары и рубахи, — оттого дед Гришака, узнав, и глядел дня два на нее с суровой строгостью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталие ҫураҫаҫҫӗ тенӗ хыпара Гришака мучи ыттисен умӗнче лӑпкӑнах йышӑннӑ пек пулчӗ, анчах та хӑй ӑшӗнче кун пирки ҫилленчӗ те, хуйхӑрчӗ те: сӗтел хушшинче ларнӑ чух Наталья ӑна чи лайӑх валӗ хурса паратчӗ-ҫке-ха.

Известие о том, что Наталью сватают, принял он с внешним спокойствием, но в душе горевал и злобился: Наталья за столом подсовывала ему лучший кусок.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пантелей мучи!..

— Дядя Пантелей!..

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех