Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнерхи (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бетси ӗнерхи пекех тапӑнасран шикленчӗ.

Опасаясь повторения вчерашних нападок.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Ӗнерхи каҫ эрех пӑсӗн тыткӑнӗнчен тухаймасӑр ытлашши калаҫнӑшӑн руда чавуҫӑсем хӑйсене хӑйсем тарӑхса та ӳпкелесе пычӗҫ.

Рудокопы досадовали на себя за то, что разболтались вчера вечером под властью винных паров.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

— Йӑрӑм-йӑрӑм, ӗнерхи.

— Полосатый, вчерашний, — сказал он.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ҫакнашкал ҫын лашана мар — вакуна, ҫуртана мар — электричество грушине, хӗрӗн кӑпӑш-ҫемҫе ҫивӗтне мар — ҫунӑкпа мускус шӑршиллӗ капӑр ҫӳҫне, кӗл чечеке мар — хризантемӑна кӑмӑллӑрах парать; тачка янах шӑммиллӗ, кӑвак куҫсен ҫийӗнчи уҫӑ ҫамкаллӑ сӑн-пит майлӑрах, шурӑ парӑссен ҫӗкленчӗк купиллӗ кӑнттам карап уншӑн — ӗнерхи вӑхӑт, вӑл пукане пек хитре пӑрахута суйласа илет.

Такой человек предпочтет лошадей вагону; свечу — электрической груше; пушистую косу девушки — ее же хитрой прическе, пахнущей горелым и мускусным; розу — хризантеме; неуклюжий парусник с возвышенной громадой белых парусов, напоминающий лицо с тяжелой челюстью и ясным лбом над синими глазами, предпочтет он игрушечно-красивому пароходу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ӗнерхи хӑйне евӗрлӗ ӗҫ чунне ҫутӑ варкӑшпа, сӑлтавсӑр тунсӑхпа, савӑнӑҫпа тултарчӗ.

Исключительное событие вчерашнего дня наполняло его светом, беспричинной тоской и радостью.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тутине вӑраххӑн вылятса Гнор ӗнерхи сӑмахсене сасӑпа тепӗр хут каларӗ; шуҫӑмпа шуйхатнӑ хыҫҫӑн ӗнтрӗк халхавӗнче ҫухалнӑ кайӑксем евӗр — ҫӑвартан ҫӑвара вӗҫсе куҫнӑ сӑмахсене.

Медленно шевеля губами, Гнор повторил вслух некоторые слова, сказанные вчера вечером; слова, перелетевшие из уст в уста, подобно птицам, спугнутым на заре и пропавшим в тревоге сумерек.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

«Тапранма хӑрушӑ; ларма та хӑрушӑ, — эрленчӗ Нок, — ӗнерхи чӑрмавлӑ ӑмӑрту хыҫҫӑн, Гутан хыҫҫӑн пурте хӑрушӑ».

«Опасно двигаться; опасно сидеть; все опасно после Гутана и вчерашней скачки с препятствиями, — сказал Нок.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ӗнерхи ӑнӑҫсӑр суха урокӗ хыҫҫӑнхи вӗчӗрхенӗвӗ те тамалмасть.

И раздражение, вызванное вчерашним неудачным уроком паханья, улеглось не вполне.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Ара, эпӗ хирӗҫ те, майлӑ та нимӗн каламарӑм-ха, — Мӗтри каллех ӗнерхи юрра пуҫласран сыхланса пӳлчӗ ӑна Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен те пулмарӗ, ума ӗнерхи «хула ҫынни» Валет тухса тӑчӗ, аллипе сулса, хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта ӗнерхи тискер ӗҫпе ҫыхӑннӑ пӗр ҫынна хупса хунӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Темшӗн, ӗнерхи стрелука шанас килмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калюков, сан вара столовӑйра ӗнерхи ӗҫе вӗҫлемелле!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курмаллах ун ӗнерхи пикене, тупмаллах ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫӑвӑнса тасалсан ӗнерхи хаҫат-журналсене уҫса пӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ӗнерхи каҫӑн саманчӗсене аса илсе юрла-юрла ӗҫлерӗ Тоня.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ӗнерхи каҫшӑн, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗшӗн именчӗ вӑл Тоньӑран.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ӗнерхи калаҫу пит те килӗшмерӗ мана…

Вчерашний разговор очень мне не понравился…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ӳпле шӑтӑкӗнчен ӗнтӗ ӗнерхи пек тӑвӑллӑн шапӑртатса мар, юлхавлӑн вӗтӗртетсе тӑракан тата ҫума чарӑнас та ҫук пек туйӑнакан ҫумӑрӑн виҫӗ кӗтеслӗ ластӑкӗ курӑнать.

В отверстии шалаша виднелся треугольный кусочек дождя, уже не бурного, а ленивого и, казалось, нескончаемого.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех