Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьере (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача ҫемьере ӳсмелле.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ҫемьере чашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулмасть тенӗ.

Конечно, в семье бывает всякое: и чашки-тарелки бьют.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла килӗштерсе пурӑнакан ҫемьере ӗҫ те ӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Анчах та хӗр ачан вӗренес туртӑмӗ пысӑк пулнӑ, ҫемьере те хирӗҫ пулман.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗскерӗн нуши-тертне аванах астивсе пӑхма тивнӗ. ҫичӗ ачаран асли пулнӑ май, кил-ҫуртри йывӑртарах ӗҫсем те ун ҫине тиеннӗ, кӗҫӗнреххисене те пӑхма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Ҫемьере — виҫ-тӑватӑ пыр.

А в каждой семье, считай, три-четыре рта.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫемьере ултӑ ҫын — Мултиерпе унӑн арӑмӗ, Кӗлпикке, кӑтра пуҫлӑ виҫӗ пӗчӗк ача — урайӗнче йӑваланаҫҫӗ.

Мульдиер, жена, дочь Кельбиге и ее двое курчавых братишек ползают по полу.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ҫемьере хайӗнпе ҫакӑн евӗр юмахланине илтменччӗ-ха, ҫавӑнпа Фатима чӑрсӑрлӑхӗ ун кӑмӑлне йӑлтах тепӗр майлӑ ҫавӑрчӗ, вӑл ҫиллине шӑнараймасӑр нумайччен хӑй тӗллӗн ҫав тери тулашса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тракторист пур пирӗн ҫемьере, ман шутпа, санӑн комбайнера каймалла.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑль ку савӑнӑҫ кулӑшла, анчах ун чухне мӑнкуна чӑн-чӑн праҫник тесе шутланӑ вӗт-ха, калӑм кунӗ вара тап-таса пуртенккепе вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сыратӑн, анне кӗсъене пӗр-икӗ ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш ярса парать (ӑна, хаклӑ япала евӗр, арчарах тытатчӗҫ), ку кун тата анне кӑмакана лартнӑ вир пӑтти ҫитеретчӗ (ку ӗнтӗ чӑнах та Маринесен килӗнче ҫеҫ мар, ялти нумай ҫемьере ҫулталӑкне темиҫе ҫеҫ тутанса пӑхмалли апат шутланнӑ).

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайра хутран ҫемьере уяв пулатчӗ — мӑнкунра, ҫӑварнире тата тӑвансенчен кам та пулин авлансан е качча тухсан.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫемьере вара пурте хыпӑнса ӳкеҫҫӗ, ӑна чаплӑн кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ-ҫке-ха паян ҫемьере!

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн ҫемьере пурте сывах-ха, Алексейрен ҫеҫ уйӑха яхӑн ҫыру илмен.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та ҫемьере вӑл хӑйне нихҫан шӳт туса курман ҫын пек тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аннепе атте, Валентина Ивановнӑпа Николай Дмитриевич Герасимовсем, сакӑр ача ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑӗ Ҫемьере пӗр чӑмӑра чӑмӑртаса тӑраканӗ, пурне те ҫепӗҫ кулӑпа ӑшӑ туйӑм парнелекенӗ — анне, ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Эсир пурри – хисепре ялан // А.Калюкова. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Ольга Федоровна ҫак ялтах, Кӗҫӗн Шӑхалӗнчех, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Ашшӗ, Анатолий Иванович, ӑна мӗн пӗчӗкрен учитель пулмалла тесе ӳстернӗ, ҫемьере пианино туянса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

— икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьере ашшӗ е амӑшӗ кӑна пулсан», — каласа пачӗ Татьяна Геннадьевна.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

ҫемьере тӑватӑ е ытларах ача пулсан;

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех