Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьере (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк ҫемьере ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Вӑрнар каччисем те икӗ кун ҫемьере ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

«Пирӗн ҫемьере тӗп правило - праҫниксене халӑх йӑлисемпе уявласси. Вӗсене ачасем вӗренни, тӑван халӑхне хисеплеме хӑнӑхни пирӗншӗн питӗ хаклӑ», - теҫҫӗ ашшӗпе амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Юратуллӑ ҫемьере Ачисем ӳссе ҫын пулчӗҫ, Мӑнуксем те чиперех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Пирӗн ачасем яланах сывӑ пулччӑр, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр, ҫемьере хӑтлӑх тата ырлӑх хуҫаланччӑр.

Пусть ваши дети всегда будут здоровы и радуют своими успехами, а в семьях царят уют и благополучие.

Олег Николаев Амӑшӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/27/gla ... aet-s-dnem

Хӑвӑр яваплӑ пулманран ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухӗҫ.

В семейных отношениях, возможно, возникнут осложнения по причине вашей безответственности.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сӑлтавӗ шӑпах асӑннӑ ялти чылай ҫемьере тӑлӑх е ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ ачасене вӑхӑтлӑх усрава илнипе ҫыхӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ача ҫемьере ӳсмелле.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ҫемьере чашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулмасть тенӗ.

Конечно, в семье бывает всякое: и чашки-тарелки бьют.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла килӗштерсе пурӑнакан ҫемьере ӗҫ те ӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Анчах та хӗр ачан вӗренес туртӑмӗ пысӑк пулнӑ, ҫемьере те хирӗҫ пулман.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗскерӗн нуши-тертне аванах астивсе пӑхма тивнӗ. ҫичӗ ачаран асли пулнӑ май, кил-ҫуртри йывӑртарах ӗҫсем те ун ҫине тиеннӗ, кӗҫӗнреххисене те пӑхма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Ҫемьере — виҫ-тӑватӑ пыр.

А в каждой семье, считай, три-четыре рта.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫемьере ултӑ ҫын — Мултиерпе унӑн арӑмӗ, Кӗлпикке, кӑтра пуҫлӑ виҫӗ пӗчӗк ача — урайӗнче йӑваланаҫҫӗ.

Мульдиер, жена, дочь Кельбиге и ее двое курчавых братишек ползают по полу.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ҫемьере хайӗнпе ҫакӑн евӗр юмахланине илтменччӗ-ха, ҫавӑнпа Фатима чӑрсӑрлӑхӗ ун кӑмӑлне йӑлтах тепӗр майлӑ ҫавӑрчӗ, вӑл ҫиллине шӑнараймасӑр нумайччен хӑй тӗллӗн ҫав тери тулашса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тракторист пур пирӗн ҫемьере, ман шутпа, санӑн комбайнера каймалла.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑль ку савӑнӑҫ кулӑшла, анчах ун чухне мӑнкуна чӑн-чӑн праҫник тесе шутланӑ вӗт-ха, калӑм кунӗ вара тап-таса пуртенккепе вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сыратӑн, анне кӗсъене пӗр-икӗ ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш ярса парать (ӑна, хаклӑ япала евӗр, арчарах тытатчӗҫ), ку кун тата анне кӑмакана лартнӑ вир пӑтти ҫитеретчӗ (ку ӗнтӗ чӑнах та Маринесен килӗнче ҫеҫ мар, ялти нумай ҫемьере ҫулталӑкне темиҫе ҫеҫ тутанса пӑхмалли апат шутланнӑ).

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайра хутран ҫемьере уяв пулатчӗ — мӑнкунра, ҫӑварнире тата тӑвансенчен кам та пулин авлансан е качча тухсан.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫемьере вара пурте хыпӑнса ӳкеҫҫӗ, ӑна чаплӑн кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ-ҫке-ха паян ҫемьере!

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех