Шырав
Шырав ĕçĕ:
Технологие ҫӗнетни, туса кӑларакан таварсен пахалӑхне ӳстерни, хӑрушсӑрлӑхпа экологи стандарчӗсене лайӑхлатса пыни хими промышленноҫне экономикӑри малти вырӑнсене сыхласа хӑварма тата таварсене экспорта ӑсатма май параҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Химик кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/26/news-3864468
Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем, медик-волонтерсем, «кӗмӗл ҫулти» доброволецсем, ырӑ тӑваслӑх ӗҫӗ-хӗлӗн экологи, социаллӑ пурнӑҫ, шырав, пулӑм тата ытти ҫул-йӗрне хутшӑнакансем экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ гуманитари тӗллевӗсене пурнӑҫлас, Чӑваш Республикинчи обществӑлла хутшӑнусене ҫураҫуллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.
Олег Николаев Доброволец кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/05/gla ... et-s-dnyom
Халӑх валли пахалӑх енчен пысӑк шайра, экологи тӗлӗшӗнчен таса таварсемпе тивӗҫтерме май парӗ.
Чӑваш Енпе Россельхозбанк килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2021/11/18/chva ... ussa-cirpl
Унсӑр пуҫне ҫутҫанталӑкпа юнашар пурӑнасси те модӑна кӗрсе пырать — ку экологи тӗлӗшӗнчен те, ачасемшӗн те усӑллӑ, цивилизаци хӗвӗшӗвӗнчен аякра пулни те аван.
Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html
Йӑран ҫинчен тӳрех хурана лекнӗ экологи енчен таса пахча ҫимӗҫ пурин кӑмӑлне те кайма тивӗҫ.
Канупа ӗҫ пӗрле ҫӳретӗр. Ҫӑкӑр хакне кашниех пӗлтӗр // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%ba%d0% ... bfe%d0%bb/
Тепӗр тесен, юлашки вӑхӑтра экологи пӑтӑрмахӗсем чылай пулса иртнӗрен, ҫакнашкал шиклӗх ҫавах ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине пӗлтерет.
Биробиджанра пӑр «икӗрчӗленсе» ларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30053.html
Ҫавӑнпа эпир Раҫҫейре экологи енӗпе чи таса регионсенчен пӗри шутланатпӑр.
Вӑрман ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/09/17/glav ... et-s-dnyom
Кадр улшӑнӑвӗ пирки каласан, аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Тата тепӗр министрӑн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/29085.html
Ытларикун Красноярск крайӗн экологи министерствин сунарлӑх надзорӗн пай начальникӗ Николай Мальцев журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ергакра» упасем ҫынсене тапӑнни пилӗк ҫул хушши пулман.
Красноярск крайӗнче упа туристсене тапӑннӑ: 16 ҫулхи ҫамрӑк вилнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28933.html
Хӑйсен ӗҫ тивӗҫӗпе, чӗри ыйтнипе ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне сыхласа хӑварас, экологи культурине аталантарас, тавралӑха тасарах тӑвас тӗлӗшпе вӑй хуракан кашни ҫынна тав тӑватӑп.
Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem
Регионта «Экологи» наци проектне, федераци тата республика программисене пурнӑҫа кӗртес енӗпе пысӑк ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem
Пирӗн инвестици тата туризм илӗртӳлӗхӗ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса тавар туса илессине аталантармалли майсем пур.
Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem
Чӑваш Ен — экологи тӗлӗшӗнчен таса регион.
Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem
Организаци пайташӗсем шухӑшӗ тӑрӑх, экологи енчен пӑхсан, йӗкехӳресемпе кӗрешме кушаксемпе усӑ курни наркӑмӑшланинчен лайӑхрах.Участники организации считают кошачьих экологически чистой альтернативой яду.
Йӗкехӳресемпе кӗрешме Чикагора пин кушак кӑларса янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28604.html
Концепцин тӗп тӗллевӗ — таса шывпа тивӗҫтересси, пурӑнакан халӑхӑн сывлӑхне лайӑхлатма витӗм кӳресси, регионӑн экологи лару-тӑрӑвне ырӑ енне куҫарма пулӑшасси тата ытти те.
Чӑваш Республикин территорийӗнче шывпа тивӗҫтермелли тытӑма аталантармалли концепцие сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=18 ... fbd9c17920
Хальхи вӑхӑтра ӑна буксирсемпе туртса кӑларасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн тиевне кура карап путса ансан экологи тӗлӗшпе пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать.
Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче инкеке лекнӗ карапри ҫынсене ҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28295.html
Ҫакнашкал йышӑнӑва Республикӑн Министӑрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ, пӗлтерет Ҫут ҫанталӑк ресурсӗпе экологи министӑрлӑхӗ.
Чӑваш Енре пушара хирӗҫ ятарлӑ режим хута янӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ӗнер республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче лару иртнӗ.Вчера в министерстве природных ресурсов и экологии республики прошло заседание.
Ҫӗмӗрлери масара пысӑклатасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27927.html
Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк министерствипе вӑрман хуҫалӑхӗн муниципалитетӑн влаҫ органӗсемпе ҫеҫ мар, обществӑлла пӗрлешӳсемпе тата экологи ӗҫӗнчи уйрӑм активистсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелле.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
«Экологи» наци проектне пурнӑҫланӑ май пирӗн 2020-2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне хулисенчи, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫичӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫсене туса пӗтермелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv