Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Икӗ-виҫӗ хула, шыв ӗҫес тесе, пӗр хулана пуҫтарӑнатчӗҫ, анчах тӑраниччен ӗҫсе кураймастчӗҫ, анчах ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вырмана тухиччен виҫӗ уйӑх малтан сирӗн патӑра ҫумӑр ямасӑр тӑтӑм; пӗр хула ҫине ҫумӑр ҫутарса тӑтӑм, тепӗр хула ҫине ҫутармарӑм; пӗр ани ҫумӑрпа шӳсе тӑчӗ, тепӗри, ҫумӑр пӗрчи те курманскер, типсе ларчӗ.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унӑн хулисем ҫине хӗҫ ӳкӗ, хула хапхисене аркатӗ, вӗсене хӑйсем тытнӑ шухӑша пула тӗп тӑвӗ.6. И падет меч на города его, и истребит затворы его, и пожрет их за умыслы их.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Манчӗ Израиль хӑйне Пултаракана, йӗрӗх ҫурчӗсем туса тухрӗ; Иуда та тӗреклӗлетнӗ хула нумай лартса тултарчӗ; анчах Эпӗ унӑн хулисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн керменӗсене ҫунтарса ярӗ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Акӑ хула хапхисем: ҫурҫӗр енчен пуҫласа кӑтартсассӑн (ку ен тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике тӑршшӗ тӑсӑлать), ҫапла пулать: 31. хула хапхисене Израиль йӑхӗсен ячӗсене панӑ; ҫурҫӗр енче виҫӗ хапха: пӗри — Рувим хапхи, пӗри — Иуда хапхи, пӗри — Левий хапхи.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сана этем пурӑнман хуласем евӗр пушӑ хула туса хӑварсассӑн, сан ҫине тинӗс авӑрне ҫӗклесессӗн, сана пысӑк шывсем путарсассӑн, 20. сана виле шӑтӑкне каякансемпе пӗрле тахҫан пурӑннӑ халӑх патне илсе антарӑп та ҫӗр тӗпне, ӗмӗрхи пушхирсене, виле шӑтӑкне аннисемпе пӗрле вырӑнаҫтарӑп, эсӗ ӗнтӗ нихӑҫан та ҫын пурӑнакан вырӑн пулмӑн; вара Эпӗ чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче мухтавӑма кӑтартӑп.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саншӑн йӗме пуҫлӗҫ, калӗҫ сана: ах, мӗнле пӗтрӗн эсӗ, тинӗс ҫӳревҫисен хули, чаплӑ хула, тинӗс ҫинче епле хӑватлӑччӗ эсӗ, ху та, халӑху та хӑватлӑччӗ, ыттисене пурне те хӑратса тӑраттӑр!
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй юлашки кунна ҫывӑхартма ху хушшунта юн тӑкакан хула, хӑвна ирсӗрлетме йӗрӗхсем тӑвакан хула!
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ хула варринчен ҫӳлелле ҫӗкленчӗ те хуларан тухӑҫ енче ларакан ту тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ.23. И поднялась слава Господа из среды города и остановилась над горою, которая на восток от города.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир хула варрине вӗлерсе пӑрахнӑ ҫыннӑрсем аш вырӑнне пулӗҫ, хули вара хуран пулӗ; анчах та Эпӗ сире унтан илсе тухӑп.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хула хӳмине витӗр шӑтарнӑ та, ҫар ҫыннисем пурте тухса тарнӑ; вӗсем ҫӗрле патша сачӗ ҫумӗнчи икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухса айлӑмри ҫулпа кайнӑ; хула йӗри-тавра халдейсем тӑнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хампа Хам тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Восор хули сехре хӑпартмӑш, тӗнче кулли, пушхир, ҫын ылханӗ пулӗ, ун таврашӗнчи мӗнпур хула та ӗмӗрхи ишӗлчӗк пулса юлӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кашни хуланах ҫаратакан тапӑнӗ, хула сыхланса юлаймӗ; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, айлӑм та хӑрӑнӗ, тӳремлӗх те пушанса юлӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ; 18. эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ман ирӗкӗмпе тӑшмансем ҫак хула патне каялла таврӑнӗҫ, ӑна ҫавӑрса илӗҫ, туртса илӗҫ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗҫ; Иудея хулисене никам пурӑнман пушхир туса хурӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫак хула ҫурчӗсем ҫинчен, Иудея патшисен керменӗсем ҫинчен — тӑшман хӗҫӗпе ишӗлчӗк купи пуласскерсем ҫинчен — ҫапла калать: 5. унта пурӑнакансем халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяҫҫӗ, хӑйсен ҫурчӗсем вара вилепе — Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа пӗтерес ҫынсен виллисемпе — тулса ларӗҫ, ҫав ҫынсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Эпӗ ҫак хуларан Хамӑн сӑнӑма пытартӑм.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫак хула витӗр тӗрлӗ халӑх иртсе ҫӳрӗ, ҫыннисем пӗрне-пӗри ҫапла калӗҫ: «Ҫӳлхуҫа ҫак аслӑ хулана мӗншӗн ҫапла туса хӑварнӑ-ши?» тейӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иеремия вара Ҫӳлхуҫа хӑйне пророкла ӗҫсем тума янӑ Тофетран килнӗ те Турӑ Ҫурчӗн картишне пырса тӑрса пӗтӗм халӑха каланӑ: 15. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак хула ҫине, унӑн пур хули ҫине Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура яратӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чурӑс, вӗсем Манӑн сӑмахӑма итлемеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑншӑн вӗсене вӑрманти арӑслан тапӑннӑ, вӗсене пушхир кашкӑрӗ тӑпалать, хула хӗрринче вӗсене барс сыхласа тӑрать: хуларан тухакана туртса ҫурӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем нумайланчӗҫ, Турӑран уйӑрӑлсах кайрӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Юланутҫӑсемпе тӗкӗрҫӗсен шӑв-шавӗнчен мӗнпур хула сехӗрленсе тарса пӗтӗ: ҫынсем чӑтлӑх вӑрмансене тарса кайӗҫ, тусем хушшине пытанӗҫ; хуласем пурте пушанса юлӗҫ, унта пӗр ҫын та пулмӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.