Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Пирӗн Санӑн ятна асӑнса тӑмалла пултӑр тесе, Эсӗ пирӗн чӗрене Хӑвӑнтан хӑраса тӑмалла тунӑ; эпир Сана хамӑра куҫарса килнӗ ҫӗрте те аслӑласа мухтӑпӑр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗ аттемӗрсен пур тӳрӗ мар ӗҫне те хамӑр чӗререн сирсе ятӑмӑр.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! илтсемччӗ Израиль ҫӗрӗн вилнисенӗн кӗллине, вӗсен ывӑлӗсенӗн кӗллине — вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне итлемесӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗчӗҫ, ҫавӑншӑнах пире хӗн-хур ҫитрӗ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! хурлӑхлӑ чунпа кулянакан чӗре тархаслать Сана: 2. Эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ, хӗрхенсемччӗ: Эсӗ — ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ; ҫырлахсамччӗ — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр; 3. Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑн, эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех пӗтетпӗр.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, хамӑр аттемӗрсемпе патшасен тӳрӗлӗхне шанса кӗлтумастпӑр эпир Сан умӑнта; 20. Хӑвӑн чурусем, пророксем, урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн ҫине Хӑвӑн ҫиллӳне, Хӑвӑн хаярлӑхна янӑ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ пӗтӗм ҫӗр сан умӑнта: кӑмӑлу ӑҫта туртать, ӑҫта каяс тетӗн, ҫавӑнта кай.Вот, вся земля перед тобою; куда тебе угодно, и куда нравится идти, туда и иди.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Седекия патшана Иеремия тата ҫапла каланӑ: эпӗ сан умӑнта, сан тарҫусем умӗнче, ҫак халӑх умӗнче мана тӗрмене хупмалӑх мӗн ҫылӑха кӗтӗм-ха?
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, вӗсенӗн мана вӗлересшӗн тӑвакан кашни каварне пӗлсе тӑратӑн; вӗсенӗн тӳрӗ мар ӗҫӗсене ан каҫар, Хӑвӑн умӑнти ҫылӑхӗсене ан пӑрахӑҫла; вӗсем Сан умӑнта ҫӗре ӳкчӗр — Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ чухне вӗсене ҫапла ту.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Асна илсемччӗ: эпӗ Санӑн умӑнта тӑрса вӗсем валли ырӑлӑх ыйтрӑм, вӗсенчен Санӑн ҫиллӳне сирсе ярасшӑн пултӑм.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Санӑн кӗтӳҫӳ пулма васкамарӑм, хӗн-хур кунӗ сунмарӑм — Эсӗ ҫавна пӗлсе тӑратӑн; чӗлхем калакан сӑмах — яланах Санӑн умӑнта.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑрӑн тӳрӗ мар ӗҫӗмӗрсене, аттемӗрсен йӗркесӗрлӗхне пӗлетпӗр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр.20. Сознаем, Господи, нечестие наше, беззаконие отцов наших; ибо согрешили мы пред Тобою.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп; 2. Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп; 3. Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Санӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Сана чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Йывӑр арӑм ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсессӗн епле асапланать, ахлатать, йынӑшать, эпир те Санӑн умӑнта, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫавӑн пекех пултӑмӑр.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вырма вӑхӑтӗнче савӑннӑ пек, тупӑш валеҫнӗ чухне хӗпӗртенӗ пек, вӑл Санӑн умӑнта савӑнса тӑрӗ: 4. Эсӗ, Мадиан кунӗнчи пек, ӑна пусса тӑнӑ сӳсмене, ӑна тӗп туса тӑнӑ туяна, ӑна пусмӑрланӑ пусмӑрҫӑн патаккине ҫапса салатӑн.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑхӑтлӑха вӑл санпала пӗрле пулӗ, эсӗ сулӑнса кайсассӑнах — чӑтса тӑраймӗ: 15. тӑшман сана чӗлхипе ырлӗ, йӑпатӗ, ӑшӗнче вара хӑвна шӑтӑка сирпӗтме хӗртӗнсе тӑрӗ; куҫҫулӗпе йӗрӗ сан умӑнта, май килсессӗн — юнна ӗҫсе тӑранаймӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Санӑн умӑнта пӗтӗм тӗнче — тараса ҫатми анни-хӑпарни пек е ҫӗр ҫине ӳкекен ирхи сывлӑм тумламӗ пек.23. Весь мир пред Тобою, как колебание чашки весов, или как капля утренней росы, сходящей на землю.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Апата патшапа пӗрле лартӑн пулсассӑн, умӑнта мӗн пуррине тимлӗн сӑна, 2. ху апатшӑн антӑхакан ҫын пулсассӑн, карланкуна тӗкӗле.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн чӑнлӑхна кура эпӗ йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам; мана Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кура илтсем, 2. Хӑвӑн чуруна айӑпламаллипех ан айӑпла: пурӑнакансенчен никам та Сан умӑнта тӳрре тухаймӗ.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.