Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрхантарать (тĕпĕ: пӑшӑрхантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫак саккуна йышӑнасси ку е вӑл аслӑ вӗренӳ заведенисен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ, шӑпах вӗсем 2014 ҫулта вӗренме кӗнӗ чухнехи предметсен йӗркине улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫакӑ вӗренме кӗрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен вӗсем малтан вӗренме кӗнӗ чухнехи пӗр предметсемпе экзамен тытма хатӗрленнӗ пулсан, ҫуркуннепе вӗсен пачах урӑх предметсемпе тытмалла килсе тухнӑ», - тесе палӑртнӑ «Ачасене - ача сачӗсем» парти проекчӗн руководителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Комитечӗн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен Председателӗн заместителӗ А.Аршинова.

Куҫарса пулӑш

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Унтан та ытларах пире шыв ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать.

Но больше всего нас волнует проблема воды.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Анчах мана ҫакӑ пӑшӑрхантарать — лайӑх эмелсен ячӗсене те калама юрамасть.

Только мне очень печально, что нельзя называть даже хорошие, проверенные лекарства.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

15. Эсӗ мӗн ҫини тӑванна пӑшӑрхантарать пулсассӑн, апла эсӗ ӑна юратмастӑн.

15. Если же за пищу огорчается брат твой, то ты уже не по любви поступаешь.

Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Елчӗкри пушар хурал чаҫӗн начальникне В.Григорьева Исемпел, Шуршу, Чӑваш Тӑрӑмӗ, Хӗрлӗҫыр ялӗсенче шыв ҫукки пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Енчен те ҫын наркӑмӑша тутанса пӑхрӗ пулсан, унпа киревсӗр ӗҫсем пуласси куҫкӗретех. Ку, паллах, ҫемьешӗн кӑна инкек мар, экономикӑна та сиен кӳрет. Паянхи пурнӑҫ таппишӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан самантсем те чылай, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ наркӑмӑшсем халӑх хушшинче сарӑлни пурне те пӑшӑрхантарать. Ҫынсене тӗрлӗ майпа ӑптӑр-каптӑра илсе ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ», - тенӗ пӑшӑрханса республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

«Пире хальхи вӑхӑтра ял-салари 30-50-шар ҫын ҫеҫ вӗренекен тӗп шкулсен шучӗ ӳсни пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫавна май Чӑваш Енре 300 пӗве халӗ те хуҫасӑрри пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсене ӗҫ вырӑнӗ сахалли уйрӑмах пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вырӑнти организаци ертӳҫине куҫ курман ҫынсене пӗрлештерекен производство тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен йышӗ чакса пыни уйрӑмах пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Депутатсене, сӑмахран, республика хӑшпӗр спорт тӗсӗ енӗпе хӑйӗн позицийӗсене ҫухатни пӑшӑрхантарать.

Депутатов, к примеру, волновало то, что республика растеряла свои позиции по некоторым видам спорта.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Ҫакӑ питех те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшне те, пӗтӗм обществӑна та, вӗренекенсен пӗлӳ шайӗсӗр пуҫне, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ыйту пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать.

Это очень важно, потому что родителей и в целом общество, помимо уровня образования учащихся, серьезно волнует вопрос воспитания подрастающего поколения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех