Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлетки (тĕпĕ: кӗлетке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вун сакӑр ҫулта, хӑмӑр кӑвак-сарӑ ҫӳхе тутӑрӗ айӗнчи хура икӗ ҫивӗчӗ ҫинҫе мӑйӗпе кӗлетки тӑршшӗпех ӳкнӗ; пӗвӗ ытла та йӑрӑс пулнӑран куҫнӑ-хусканнӑ, пӑрӑннӑ чухне канӑҫсӑр пайӑрка евӗр туйӑнать.

Ей было лет восемнадцать, две темные косы под лиловой с желтым косынкой падали вдоль стройной шеи и почти всего тела, столь стройного, что оно в движениях и поворотах казалось беспокойным лучом.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫав самантрах Энниока пуҫӗнчен ҫивӗч япалапа туртса ҫапрӗҫ, вӑл ҫӗрелле тӑрӑнчӗ; ӑна хаярлӑх тӑвӑлӗ ҫавӑрса пусӑрӑнтарчӗ: кӗлетки вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗ те тӑсӑлса выртрӗ.

В то же время режущий удар по лицу свалил Энниока; взрыв ярости пронесся над ним; тело затрепетало и вытянулось.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫын утнӑ сасӑпа калаҫӑва урӑх илтменрен Пьер тарӑхмаллипех тарӑхрӗ, алӑка мӗн пур вӑйран урипе те, чӑмӑрӗпе те тапни-ҫапнипе унӑн пӗтӗм кӗлетки чӗтресе йынӑшать.

Пьер в полном бешенстве, не слыша больше звуков шагов и голоса, стал бить в дверь ногами и кулаками с такой силой, что все его тело стонало от сотрясения.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Хӗрӗн ҫӑмӑл кӗлетки кӗҫех улӑхӑн симӗс хумӗсенче ҫухалчӗ.

Скоро легкая женская фигура скрылась в зеленых волнах луга.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӗсем кимӗ тӗпӗнче хевтесӗррӗн шуҫа-шуҫа куҫаҫҫӗ; кӗсменпе авӑсмассеренех кӗлетки ларкӑчран ӳкесрен аранах сыхланса юлать.

Ноги Гелли беспомощно скользили по дну, и, с каждым взмахом весел, тело почти съезжало с сиденья.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Килте тӗртнӗ ахаль кӗпи унӑн ҫӳхе те йӑрӑс пӳллӗ, илемлӗ кӗлетки ҫинче ҫӑтах ҫыпӑҫса тӑрать.

Простое платье из грубой домашней ткани облегало ее тонкую, еще связанную в движениях фигуру, хорошенькую и стройную.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Вӗриленнипе, вӑйсӑррипе тата кисренсе тӗлӗннипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнать; вӑл суллана-суллана, тӳмисене тата-тата хывӑнма пикенчӗ, вӑйсӑр кӗлетки тарӑна чӑмнине чӗри тӳсесси-тӳсеймесси пирки пач шухӑшламасть…

От жары, слабости и потрясения у него закружилась голова; шатаясь, он стал раздеваться, отрывая пуговицы, не думая даже, выдержит ли его слабое тело глубокий нырок.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Пэда йӑтса килчӗҫ; унӑн кӗлетки, брезента тӗплӗ ҫӗлесе хунӑскер, ҫыхса лартнӑ капмар тюлень пекрех.

Принесли Пэда; тело его, плотно зашитое в брезент, походило на огромного связанного тюленя.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кӑсӑруклӑ пустав ҫӗлӗк, фуфайка, кирза атӑ тӑхӑннӑ вӑл, ҫапах кӗлетки йӑрӑс та яштака, тыткаласса та хӑйне мӑнаҫлӑ тыткалать, пуҫӗ ялан каҫӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗлетки йӑрӑсси, шӑмшакӗ ҫирӗппи сӑрталла хӑпарнӑ чухне уйрӑм ах сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗлетки унчченхи пекех йӑрӑс, ҫулӗпе аллӑ урлӑ каҫнӑ ҫын тесе ниепле калаймӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗтӗм палкамӗпе пӗр харӑс унӑн кӗлетки тӗм ҫине ӳкрӗ, урисем сарӑлчӗҫ, пиҫӗ туратсем ҫинче силленеҫҫӗ.

Одновременно с клубком дыма тело его свалилось в кусты и закачалось на упругих ветвях, разбросав ноги.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Йывӑр, сулӑмлӑ утӑмсем офицер патнех ҫывхарчӗҫ те — боцманӑн пӗкӗрӗлчӗк, хура кӗлетки чарӑнса тӑчӗ.

Тяжелые, увесистые шаги приблизились к офицеру и замерли перед ним сутулой, черной фигурой боцмана.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хӗр ҫинче пурте тутлӑ ыйхӑра: хура ҫӳҫӗ ҫывӑрать, кӗпи, кӗпин хутламӗсем ҫывӑраҫҫӗ; кӗлетки ҫывӑхӗнчи курӑк та хӗр майлӑ пулса тӗлӗрнӗн туйӑнать.

Все спало на девушке: спал;! темные волосы, спало платье и складки платья; даже трава поблизости ее тела, казалось, задремала в силу сочувствия.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сӑхманӗн тавӑрӑннӑ аркине ҫил тӑрпалать; шурӑ ҫивӗчӗпе хура шпаги сывлӑшалла тӑсӑлса туртӑннӑ; тумӗн пуянлӑхӗ — вӑл капитан пулнине, ташланӑ чухнехилле кӗлетки хумсен сулӑмне кӑтартаҫҫӗ; шлепкесӗр; вӑл пуҫӗпех хӑрушӑ саманта путнӑ ахӑр, кӑшкӑрать — анчах мӗскер?

Завернутые полы его кафтана трепались ветром; белая коса и черная шпага вытянуто рвались в воздух; богатство костюма выказывало в нем капитана, танцующее положение тела — взмах вала; без шляпы, он был, видимо, поглощен опасным моментом и кричал — но что?

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах ҫак ӳкерчӗкре пуринчен те чаплӑраххи — бак ҫинчи ҫын кӗлетки, куракана ҫурӑмпа тӑраканскер.

Но всего замечательнее была в этой картине фигура человека, стоящего на баке спиной к зрителю.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӗлетки йӑлт шыва путсан ҫеҫ куҫӗ умне ачисем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Урамра иртсе ҫӳрекенсенчен те вӑтанмарӗ вӑл: Сергей ҫумнелле пӑчӑртанчӗ, кӗлетки тӑрӑх чуна сӳслентерекен хум чупрӗ, куҫӗсем савӑнӑҫ куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кӗлетки хӑйне сутнӑшӑн аванмарланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Нина ҫав самантра хӑй кӗлетки чӗтренине, куҫӗ хуралса килнине, пуҫӗ ҫаврӑннине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех