Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Муркаш сăмах пирĕн базăра пур.
Муркаш (тĕпĕ: муркаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сурӑх какайӗпе — Муркаш, Комсомольски, Красноармейски, Шупашкар районӗсем, ӗне ашӗпе ытти район ҫыннисем тивӗҫтереҫҫӗ.

Баранину поставляют из Моргаушского, Комсомольского, Красноармейского и Чебоксарского района, а говядину — остальные районы

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӗрчун тӗнчипе ҫут ҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан лаптӑкӗсене хӳтӗлекен тата вӗсемпе усӑ курассине йӗркелекен дирекци ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Геннадий Исаков тата Тутарстанри «Анат Кама» наци паркӗн наукӑн аслӑ сотрудникӗ Ринур Бекмансуров ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Муркаш районӗсенчи вӑрманта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Шагнувшие в бессмертие» документлӑ фильмри тӗп сӑнарсем — пирӗн ентешсем, Муркаш районӗнчи Елкино ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Волков тата унӑн мӑшӑрӗ Варвара Шапошникова.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫапах хӑш-пӗр муниципалитетра сахалрах (Шупашкарсӑр пуҫне пур хулара та, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш районӗсенче).

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ытларах — Канаш, Етӗрне, Тӑвай, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Элӗк, Муркаш, Вӑрнар, Вӑрмар районӗсенче.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ахӑртнех, Муркаш хӗрарӑмӗн предписание вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн та явап тытма тивет.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

2015 ҫулта Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ Муркаш районӗнчи Катькас ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑма 20 пин тенкӗлӗх административлӑ майпа штрафланӑ: агротехника, ҫавӑн пекех ҫӗре лайӑхлатас, ӑна эрозирен хӳтӗлес енӗпе мерӑсем йышӑнманшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тӗслӗхрен, Писательсен союзӗн правленийӗ хӑйӗн пӗр ларӑвне Муркаш районӗнчи К.Иванов ячӗллӗ колхозра ирттерчӗ.

Например, Союз Писателей провел одно из своих заседаний в колхозе им. К. Иванова Моргаушского района.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ку енӗпе Муркаш районӗ япӑх мар ӗҫлет, унти ял тӑрӑхӗсенчен ҫиччӗшӗнче шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсем уҫма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Муркаш шкулӗнче ачасене тӗрлӗ енлӗ аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

В Моргаушской школе стараются развивать детей всесторонне.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Муркаш салинче — 3 вулавӑш.

В селе Моргауши - 3 библиотеки.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑл та Муркаш шкулне, Шупашкарти пӗр аслӑ шкула лайӑх пӗтерчӗ.

И она успешно окончила Моргаушскую школу, одно из Чебоксарских высших учебных заведений.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Муркаш шкулӗнче вӗреннӗ.

Училась в Моргаушской школе.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Эпӗ Муркаш районӗнчи Хорнуй ялӗнче ҫуралнӑ.

- Я родилась в деревне Хорнуй Моргаушского района.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Муркаш шкулӗн вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗпе, кӑҫал «Ҫулталӑк учителӗ» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗ Алина Паладьевӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ку чӑннипех ҫапла иккенне ӗнентӗм.

Познакомившись в этом году с учителем русского языка и литературы Моргаушской школы Алиной Паладьевой, победительницей республиканског конкурса "Учитель года", поверила, что это на самом деле так.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫак шӑматкун «Ирӗклӗх» хастарӗсем Муркаш тӑрӑхне ҫитнӗ.

В прошлую субботу активисты «Ирӗклӗх» посетили Моргаушскую землю.

Шурчара пуҫ хунисене асӑнса юман лартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12468.html

Муркаш районӗнчи Москакассинче тӗпленнӗ Царевсем ахальтен мар кунашкал хушаматлӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Муркаш районӗнче вӑл ҫулсеренех иртет сӑмахран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫамрӑк армеецсен 48-мӗш (XLVIII) «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Мӑн Вылӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов, Ураскилт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилов, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Гурий Терентьев, Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсен пай начальникӗ Владимир Казаков уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Светлана Георгиевна ун хыҫҫӑн Муркаш районӗн пуҫлӑхне, Ильич ячӗллӗ ЯХПК председательне Игорь Николаева сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех