Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Ҫӳлхуҫа эсир манпа мӗн калаҫнине илтрӗ те мана ҫапла каларӗ: санпа калаҫнӑ ҫак халӑх сӑмахне илтрӗм Эпӗ; вӗсем мӗн калани пурте ырӑ; 29. эх, вӗсен чӗри те ҫавӑн пекех пулинччӗ, хӑйсене те, хӑйсен ывӑлӗсене те ӗмӗрех ырӑ пултӑр тесе вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑринччӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнинччӗҫ! 30. пыр, кала вӗсене: «чатӑрӑрсене таврӑнӑр» те; 31. эсӗ ху вара кунта Манпа пӗрле юл, Эпӗ сана пур йӗркене те, пур ӳкӗтпе саккуна та каласа парӑп, эсӗ вӗсене халӑха вӗрентме тивӗҫ: Эпӗ хӑйсене еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче Израиль ывӑлӗсем [ҫав] йӗркепе пурӑнччӑр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сӗмлӗхрен сасӑ илтсессӗн, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑнӑ вӑхӑтра эсир, сирӗн мӗнпур ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннӑрсем, ман патӑма пырса тӑтӑр та 24. ҫапла каларӑр: акӑ Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире Хӑйӗн мухтавлӑхне, Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартрӗ, эпир Унӑн сассине вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗмӗр; паян эпир Турӑ этемпе калаҫнине, этемми вара чӗрех юлнине куртӑмӑр; 25. ӗнтӗ пирӗн мӗншӗн вилмелле-ха? пире ҫак аслӑ вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ; Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, сассине татах илтес пулсассӑн, эпир вилетпӗр, 26. вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан чӗрӗ Турӑ сассине пирӗн пек илтсе те чӗрӗ юлнӑ чун пур-ши вара? 27. эсӗ кай та Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, [хӑвна] мӗн каланине пӗтӗмпех итле, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, хӑвна мӗн каланине пӗтӗмпех пире каласа тӑр, эпир итлӗпӗр, мӗн илтнине тӑвӑпӑр, терӗр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак сӑмахсене Ҫӳлхуҫа сирӗн пухӑннӑ мӗнпур халӑхӑра ту ҫинчен, вут-ҫулӑм, пӗлӗт, сӗмлӗх [тата ҫил-тӑвӑл] ӑшӗнчен аслати пек хӑватлӑ сасӑпа каласа пачӗ, вара урӑх каламарӗ, ҫав сӑмахсене икӗ чул хӑма ҫине ҫырса мана пачӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен куҫа-куҫӑн калаҫрӗ; 5. эпӗ вара ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫапа сирӗн хушшӑрта тӑтӑм, сире Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне тепӗр хут каласа пытӑм, мӗншӗн тесессӗн эсир вут-ҫулӑмран хӑраса ту ҫине улӑхмарӑр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей мӗнпур Израиль халӑхне чӗнсе пухнӑ та каланӑ: эй Израиль, итле, эпӗ паян сире хӑлхӑра кӗрсе юлччӑр тесе каласа паракан йӗркесемпе саккунсене итле, вӗсене вӗренсе ҫит те тытса тӑма тӑрӑш.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ; 45. хӑйсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Моисей Израиль ывӑлӗсене [пушхирте] каланӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем ҫаксем ӗнтӗ; 46. ҫакна вӑл Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иордан леш енче, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл выртакан айлӑмра, хӑй Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ҫапса салатнӑ Сигон ҫӗрӗнче — Есевонра пурӑннӑ аморрейсен патшийӗн ҫӗрӗнче — каласа панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр, чӗрӳне хыв: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ, [Унсӑр пуҫне] урӑххи ҫук; 40. Унӑн эпӗ халӗ сана каласа хӑваракан йӗркисене, Унӑн ӳкӗчӗсене астуса тӑр: сана хӑвна та, хӑвӑн хыҫҫӑн санӑн ывӑлусене те лайӑх пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна яланлӑхах паракан ҫӗр ҫинче санӑн нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисуса та эпӗ ун чухне ҫапла астутарса каласа хутӑм: санӑн куҫу Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫав икӗ патшана мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех курчӗ; эсӗ иртсе тухас патшалӑхсене те Ҫӳлхуҫа ҫавнах кӑтартӗ; 22. вӗсенчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑй сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫать, терӗм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Египетран тухсассӑн хӗрӗхмӗш ҫулхине, вунпӗрмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Моисей Израилӗн [мӗнпур] ывӑлне Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑйне вӗсем ҫинчен мӗн калама хушнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пӗтӗмпе Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ.1. И пересказал Моисей сынам Израилевым все, что повелел Господь Моисею.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Валаам Турра каланӑ: ман патӑма [вӗсене] Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — ҫапла [калама] янӑ: 11. акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, [халӗ манпа кӳршӗллӗ пурӑнать]; кунта килсе ҫавна ылхансам; тен, ун чухне эпӗ унпа ҫапӑҫма, ӑна [ҫак ҫӗр ҫинчен] хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп тесе каласа янӑ, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Моав пуҫлӑхӗсемпе Мадиан пуҫлӑхӗсем вара, тухатнӑшӑн памалли парнесем илсе, Валаам патне ҫитнӗ те ӑна Валак сӑмахӗсене каласа панӑ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ирхине ирех тӑнӑ та ҫапла каласа ту ҫине улӑхса кайнӑ: акӑ эпир Ҫӳлхуҫамӑр каланӑ вырӑна каятпӑр, эпир ҫылӑха кӗнӗ ӗнтӗ, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫак сӑмахсене Моисей пӗтӗм Израиль ывӑлӗ умӗнче каласа панӑ, вара халӑх питех те пӑшӑрханса ӳкнӗ.39. И сказал Моисей слова сии пред всеми сынами Израилевыми, и народ сильно опечалился.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫак халӑха Эсӗ Египет ҫыннисем хушшинчен Хӑвӑн хӑватупа илсе тухрӑн, апла Египет ҫыннисем илтӗҫ те 14. ҫакӑнта пурӑнакансене каласа парӗҫ — ҫак ҫӗр ҫыннисем вара Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль халӑхӗ хушшинче пулнине, Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, вӗсене Хӑвна куҫран куҫа кӑтартнине, Санӑн пӗлӗтӳ вӗсем тӗлӗнче тӑнине, Эсӗ вӗсен умӗнчен кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче пынине илтнӗ; 15. Эсӗ ҫак халӑха пӗр ҫынна пӗтерсе пӑрахнӑ пек пӗтерсе пӑрахсассӑн, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен илтнӗ халӑхсем калӗҫ: 16. Ҫӳлхуҫа ҫак халӑха Хӑй тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртме пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пушхиртех пӗтерчӗ, тейӗҫ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей тухнӑ та халӑха Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа панӑ, унтан, халӑх пуҫлӑхӗсенчен ҫитмӗл ҫын суйласа илсе, вӗсене кӗлӗ чатӑрӗ патне тӑратнӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара священник арӑма тупалӗ те калӗ ӑна: санпа никам та ҫывӑрман пулсассӑн, эсӗ ирсӗрленмен, хӑвӑн упӑшкуна улталаман пулсассӑн, ҫакӑ ылхан кӳрекен йӳҫӗ шывран сиен курмӑн; 20. анчах эсӗ хӑвӑн упӑшкуна улталаса ирсӗрленнӗ пулсассӑн, хӑвӑн упӑшкусӑр пуҫне санпа кам та пулин ҫывӑрнӑ пулсассӑн, тетӗр те священник 21. арӑма ылхан тупи каласа тупалатӑр, священник арӑма ҫапла калатӑр: Ҫӳлхуҫа сана ылханлӑ тутӑр, ху халӑхун ылханӗ айне хӑвартӑр, Ҫӳлхуҫа санӑн варна типӗтсе ларттӑр, хырӑмна шыҫӑнтарса ятӑр; 22. [санӑн] хырӑмна шыҫӑнтарса яма, [санӑн] варна типӗтсе лартма ҫакӑ ылхан кӳрекен шыв санӑн ӑшна-чиккӳне кӗрсе кайтӑр, тейӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.