Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнаса (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Местечкӑн тепӗр вӗҫӗнче вӑл чылайччен пушӑ тӑкӑрлӑк тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, кашни чухӑн кил-ҫуртӑн тӗксӗм мӗлкисене сӑнаса пӑхрӗ.

На противоположном краю местечка Бунчук долго ходил по пустому переулку, засматривая в ворота, изучающе разглядывая форму каждого бедного домишка.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл казаксем ҫине вӗсен чунӗсене витӗр курас пек сӑнаса пӑхрӗ.

И он с волнением и по-новому всматривался в лица казаков:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вахмистр, ҫамрӑках мар казак, виҫӗ степеньлӗ георги кавалерӗ, килсе ҫитрӗ те, кӗххӗмлеткелесе илсе, офицерсем ҫине сӑнаса пӑхрӗ.

Пришел вахмистр — немолодой уже казак, георгиевский кавалер трех степеней, покашливая, он оглядел офицеров.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ темскер пӑлханатӑн пулас? — сӑнаса пӑхса илчӗ ун ҫине Меркулов.

— Ты как будто взволнован? — Меркулов испытующе посмотрел на него.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Нӳрри нӳрӗ ӗнтӗ, хуҫасем, — мӑкӑртатса илчӗ Калмыков, пӗрене стенасемпе лӗчӗркесе кайнӑ ҫӗр урай ҫине сӑнаса пӑхса.

— Мокро, мокро, хозяева, — брюзжал Калмыков, оглядывая бревенчатые стены и хлюпкий земляной пол.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Упа» ҫинче иртенпе сӑнаса тӑракан Петропа Антон шыв ҫинче темле улшӑну асӑрхарӗҫ — пӗренесем питӗ сайра килме пуҫларӗҫ, кӑнтӑрлапа вара пачах килме пӑрахрӗҫ.

В этот день дежурившие на «Медведе» Петро и Антон еще с утра заметили на реке перемену — лес плыл все реже и реже, а к полудню его и вовсе не стало.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫҫӗмӗш кунӗнче тин, хӗвел чӑн тӳпене ҫитсе, шыва ылтӑн кӗпер пӑрахнӑ вӑхӑтра, шыва сӑнаса тӑракан Никита Мальцев юхса килекен пӗренесене курчӗ.

Только на третий день, когда солнце стояло в зените, бросив на воду блестящий мостик, наблюдавший за рекой Никита Мальцев увидел плывущие бревна…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑнаса тӑмалли пункт «Упа», — терӗ савӑнӑҫлӑн Ҫемен.

— Наблюдательный пункт «Медведь», — заметил Семен.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫутҫанталӑк хӑех йывӑҫ юхтаракансемшӗн тӑрӑшнӑ тейӗн — пӗренесем юхса пынине сӑнаса тӑма кунтан аван вырӑн тупас та ҫук!

Казалось, сама природа позаботилась о сплавщиках — лучшего места для встречи бревен и желать не надо!

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хлопуша заводри ӗҫсемпе айланнӑ вӑхӑтра, Гришаткӑна сӑнаса тӑма Хаким ятлӑ пушкӑрта хушать вӑл.

Пока Хлопуша был занят заводскими делами, наблюдать за Гришаткой он поручил башкирцу Хакиму.

Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Шыв ӗҫесчӗ… — терӗ Наталья, пӳлӗме йӗри-таврах йывӑррӑн та ҫирӗппӗн сӑнаса пӑхса.

— Мне бы напиться… — попросила Наталья и обвела комнату тяжелым, негнущимся взглядом.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник Бунчукӑн ҫӳллӗ мар тапчам кӗлеткине тата тепӗр хут сӑнаса илчӗ.

Сотник еще раз оглядел невысокую плотную фигуру Бунчука.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ хӑш станицӑран? — тесе ыйтрӗ Листницкий, вольноопределяющие аяккинчен сӑнаса.

— Вы какой станицы? — спросил Листницкий, разглядывая профиль вольноопределяющегося.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗн пирки штрафлантӑн? — ыйтрӗ сотник, сӑрӑрах тӗттӗм витӗр казакӑн питне сӑнаса илме пикенсе.

Чем проштрафился? — спросил сотник, силясь разглядеть в серенькой темноте лицо казака.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каменка-Струмилово ятлӑ хула тӗлӗнче виҫҫӗмӗш взвод взводнӑй офицерпа пӗрле пӗтӗмӗшпех разведкӑна тухса кайрӗ: ҫакӑн умӗн ик-виҫ кун малтан чикӗ урлӑ тарса килнӗ чех салтакӗ командование Австри ҫарӗсен чаҫӗсем ӑҫта тӑни ҫинчен тата Гороши — Ставинцкий линийӗ тӑрӑх контрнаступлени тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ; тӑшман чаҫӗсем шӑвӑнса килме шутласа хунӑ ҫулсене яланах сӑнаса тӑма тивет; ҫак шутпа взводнӑй офицер вӑрман хӗррине тӑватӑ казакпа тепӗр взводнӑй офицере тӑратса хӑварчӗ, хӑй вара ыттисене сӑртлӑх хыҫӗнче курӑнса ларакан черепица витнӗ ҫурт-йӗрсемлӗ темле пӗчӗк ял патне ертсе кайрӗ.

Под городом Каменка-Струмилово третий взвод целиком со взводным офицером выехал в рекогносцировку: накануне чех-перебежчик сообщил командованию о дислокации австрийских частей и предполагаемом контрнаступлении по линии Гороши — Ставинцкий; требовалось постоянное наблюдение за дорогой, по которой предполагалось передвижение частей противника; с этой целью взводный офицер оставил на опушке леса четырех казаков со взводным урядником, а с остальными поехал к видневшимся за взгорьем черепичным крышам какого-то выселка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нӑрӑ ҫулне сӑнаса тӑнӑ вӑхӑтра эпӗ Трундалей урядникӑн татӑлса тухакан сассине — «Перӗр, мӗн пӑхса тӑратӑр!?» тенине илтрӗм.

Я проследил за его путешествием и услышал срывающийся голос урядника Трундалея: «Стреляйте, что ж вы?»

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тем шуйттанне пула, ура пӳрнисене йӑшӑлтаттарас йӑла пирки акӑ мӗн пулса тӑчӗ: вӑл утияла сирсе пӑрахрӗ те, нумайччен ман урасем ҫине сӑнаса пӑхрӗ.

Проклятая привычка шевелить пальцами ног привела к следующим результатам: она открыла одеяло и долго рассматривала мою ступню.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сотньӑри хӑйӗн юлташӗсен пурнӑҫӗнче мӗнле улшӑнусем пулса иртнине интересленсех сӑнаса пурӑнать.

Григорий с интересом наблюдал за изменениями, происходившими с товарищами по сотне.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак вӑхӑтра Астахов, чикӗ еннелли ҫула бинокль витӗр сӑнаса тӑраканскер, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен уй урлӑ пӗр ача чупса килнине асӑрхарӗ.

В это время Астахов, наблюдавший в бинокль за дорогой, манившей к границе, увидел бежавшего по полю с юго-западной стороны мальчишку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Господа офицерсем аякран пӑхса тӑраҫҫӗ, сарлака картиш хыҫӗнче казаксене епле хӑваласа ҫӳренине сӑнаса, табак туртаҫҫӗ, хушӑран урядниксен распоряженийӗсене хутшӑнаҫҫӗ.

Господа офицеры стояли в стороне и, наблюдая, как гоняют по широкому задворью казаков, курили, иногда вмешивались в распоряжения урядников.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех