Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав пӗтӗм йӗркене хӗрсем хӑйсем туни тата хӑйсемех тытса пыни ҫинчен кама та пулин ӑнлантарса парасси Вера Павловнӑшӑн мастерскойри савӑнӑҫӗсенчен чи пысӑк савӑнӑҫӗ шутланчӗ; ҫапла ӑнлантарса парса вӑл хӑйне хӑй мӗн шухӑшланине ӗнентересшӗн пулчӗ: мастерской унсӑрах ӗҫлеме пултарать, шапах ҫавӑн пек мастерскойсем хайсем тӗллӗн татах та уҫӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн пултармаҫҫӗ-ха ара?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Малтан хӗрсем мӗн те пулин унӑн кӑмӑлне кайман пирки килӗшмест пуль тесе шутларӗҫ, анчах апла мар иккен: Вера Павловна хӑйне хӑйматлӑх пулма чӗннӗшӗн питӗ хавас пулчӗ, анчах пулма килӗшмерӗ; иккӗмӗш хут килӗшмесен, ку вӑл вара Вера Павловна хӑйне пысӑка хуманран пулнине ӑнланчӗҫ: Вера Павловнӑн мӗнпур халӑх умӗнче хӗре хӳтӗлес килмен-ҫке-ха.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Япаласем ҫине хальхи пек пӑхнӑ чухне тата хальхи пек условисенче ун пек ӗҫсем пурпӗрех пулассине Вера Павловна аван чухлать, ун пек ӗҫсенчен хӗрсене ытти ҫынсем вӗсемшӗн тӑрӑшни те, хӗрсем хӑйсем темӗнле асӑрхануллӑ пулни те ӗмӗрлӗхех хӑтарас ҫук.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерскойра ку ҫеҫ мар, тата темиҫе истори пулса иртнӗ — кун пек, тӗрмене лекмелли ӗҫсемех мар, ҫапах хаваслӑ ӗҫсем те мар; час-часах пулакан япаласем, вӗсене пула хӗрсем нумайччен куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, ҫамрӑк ҫынсемпе ваттисем кӑштах кӑмӑллӑн савӑнса илеҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан Вера Павловна чӑн-чӑнах вӗрентме май пуррине курчӗ, — ку вӑл питӗ пысӑк утӑм пулчӗ; хӗрсем ҫав тери вӗренесшӗн, пӗлесшӗн ҫунчӗҫ, вӗсен ӗҫӗ питӗ ӑнӑҫлӑ пычӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӗҫленӗ хушӑрах, кӑнтӑр апачӗ умӗн, уроксем итлеме пысӑк перерыв тума йышӑнчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр виҫӗ-тӑватӑ уйӑхран сасӑпа ӑста вулакан хӗрсем тата темиҫе тупӑнчӗҫ; вӗсен Вера Павловна хыҫҫӑн ҫуршар сехет вуламалла пулнӑ, ҫав ҫур сехет вулани вӗсен ӗҫӗ шутнех кӗнӗ; сасӑпа вулама пӑрахнӑ хыҫҫӑн Вера Павловна, хӑш чухне унччен те вуласа парасси вырӑнне каласа кӑтарткаланӑскер, час-часах та нумайрах каласа кӑтартма пуҫларӗ; унтан вӑл каласа панисем тӗрлӗ пӗлӳсен ҫӑмӑл курсӗ евӗр пулса тӑчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каламалли те ҫук ӗнтӗ, хӗрсем малтанхи кунсенчен пуҫласах вулассине юратса пӑрахрӗҫ, хӑшпӗрисем унччен те вулама юратнӑ пулнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан, итлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн, хӗрсем канаҫҫӗ; унтан каллех вулаҫҫӗ; унтан каллех канаҫҫӗ.Потом девушки отдыхали от слушания; потом опять чтение и опять отдых.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ҫак виҫӗ хӗрсӗр пуҫне тӑванӗсем пулнӑ ытти хӗрсем пурте пӗр хваттерте пӗрле пурӑнаҫҫӗ.Но, кроме трех, все остальные девушки, имевшие родственников на своих руках, жили на общей квартире.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак хӗрсем апат-ҫимӗҫе мастерской урлӑ туянса пыраҫҫӗ; качча тухнӑ хӗрсем те мастерской урлӑ илеҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ хыҫҫӑн хӗрсем, пурте тенӗ пекех, пӗр пысӑк хваттерте пурӑнма пуҫларӗҫ, апата та пӗр хурантан ҫиме, апат-ҫимӗҫе пысӑк хуҫалӑхсенче хатӗрленӗ пек хатӗрлеме тытӑнчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӑртак вӑхӑт иртсен, хӗрсем ҫӑкӑрпа ытти ҫимелли япаласене те ҫапла илсен лайӑхрах пулнине ӑнланса илчӗҫ, — хӗрсем вӗсене кашни кун булочнӑйсемпе вак-тӗвек сутакан лавккасенче илнӗ пулнӑ; унтан вӗсем часах пурте пӗрле пурӑнсан лайӑхрах пулассине курчӗҫ: темиҫен пӗр хваттерте пурӑнма, хваттерӗсене мастерской ҫывӑхнерех тупма пуҫларӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак банка йӗркеленӗ хыҫҫӑн япаласем туянма комисси туса хучӗҫ: хӗрсем чее, кофене, сахӑра, атӑ-пушмака тата ытти нумай япаласене мастерской урлӑ илме пуҫларӗҫ, мастерской вӗсене, вак-тӗвеккӗн туянман пирки, йӳнӗрех хакпа туянчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Укҫана питӗ тӗплӗн шута илсе пынӑ, вӗсенчен кам та пулин мастерскойран каяс пулсан, кассӑра юлакан пайне ним чӑрмавсӑр илме пултарнӑ, хӗрсем ҫакна пӗлнӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрмаях пӗрле ӗҫленине пула хӗрсем мастерскойри пӗтӗм ӗҫ мӗнле пулса пымаллине ӑнланса иле пуҫларӗҫ.От постоянного участия в делах девушки приобрели навык соображать весь ход работ в мастерской.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрсем ҫакна чылайччен ӑнланаймарӗҫ; кайран вара килӗшрӗҫ — Вера Павловна усламӑн уйрӑм пайне хӑйне ытлашши юратнӑран мар, ӗҫ ҫапла хушнӑран илесшӗн мар иккен.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрсем ӑна усламӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне парасшӑн пулчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерскоя тытса пырас ӗҫе хӗрсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш уйӑхрах: Вера Павловнӑна ӗҫленӗшӗн тӳлемесен юрамасть, тесе йышӑнчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Часах заказсем хӗрсем ҫӗлеме ӗлкӗрнинчен ытларах пула пуҫларӗҫ, ҫавӑнпа вӗсен йышӗ ерипен хутшӑнса пычӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та ӑна хӗрсем ухмаха тухнӑ ку тесе шутламарӗҫ, ҫавӑ — ухмаха тухнӑ тесе шутламанни — кирлӗ пулнӑ та ӗнтӗ.Потому девушки не сочли ее помешанною, а только и было нужно, чтобы не сочли помешанною.