Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласа (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова кӑҫал 9-мӗш тата 11-мӗш класс пӗтерекенсем экзамен тытнӑ вӑхӑтра коррупципе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем ан пулччӑр тесе тӗрӗслев иртекен пӗтӗм пунктра мӗн пулса иртнине онлайн мелпе кӑтартакан тытӑм вырнаҫтарни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Временно исполняющий обязанности министра образования ЧР Светлана Петрова рассказала, что во время экзамена после окончания 9 и 11 класса в целях предотвращения коррупции в пунктах приема размещена онлайн трансляция.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Алла Самойлова ҫавӑн пекех патшалӑх туянӑвӗсем ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.

Также Алла Самойлова рассказала и о государственных закупках.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Иртнӗ ҫул вара Европа чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ, — спортсменка ҫинчен каласа пачӗ Вячеслав Кострюков.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ӑна чӗлхесӗр тесе куҫран каласа никам та кӳрентермен.

Его никто не обижал назвав в глаза глухонемым.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӑл хӑйӗн ачисене кӑна мар, мӑнукӗсене те ашшӗн паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхӗ пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Вӑрҫӑри пирки аса илме, каласа пама питех юратмастчӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Олимпий Горшков каласа панӑ тӑрӑх — Алексей Алексеевич 1945 ҫулта вӑрҫӑ чарӑнсан тӑван Кармал ялне таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӑл Шупашкарти 4-мӗш лицейре вӗренекен мӑнукне Алексей Алексеевич пирки нумай каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Унтан вӑхӑт машинине ӑсталассин теорине хатӗрлес тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен каласа тӗлӗнтерчӗ.

Потом он меня удивил рассказами о подготовки теории изготовления машины времени.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Пирӗн республикӑшӑн форум мӗнлерех иртни ҫинчен юнкун ТР Министрсен Кабинетӗнче Премьер-министрӑн ҫумӗ, экономикӑпа промышленность министрӗ Борис Павлов, суту-илӳпе тулашри экономика хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Линар Латыпов тата ыттисем каласа пачӗҫ.

В среду В Кабинете Министров заместитель Премьер-министра РТ, министр экономики и промышленности Борис Павлов, заместитель министра торговли и внешнеэкономических связей Линар Латыпов и другие рассказали как прошел форум для нашей республики.

Петербургри форум пӗтӗмлетӗвӗсем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Каласа хӑвармалла, сахӑр диабечӗпе чирлисен ҫӑпан тухас хӑрушлӑх ӳсет.

Надо сказать, при сахарном диабете повышается риск заболевания фурункулом.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫывӑх вӑхӑтра тума палӑртнӑ ӗҫсем ҫинчен каласа парсамӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кун ҫинчен ачасене кӑна мар, мӑнуксене те каласа паратӑп.

Об этом расскажу не только детям, но и внукам.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Атте эпӗ мӗнле пулӑ тытни ҫинчен, аннене хӑй курнӑ ҫын пек каласа пачӗ те ман ҫума пырса ларчӗ.

Отец рассказал, как я ловил рыбу так, как будто сам это видел и сел рядом со мной.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Каласа хӑварар, хӑш-пӗр йывӑҫсем пурне те тенӗ пекех пулӑшаҫҫӗ, тӗслӗхрен, юман.

Надо сказать, некоторые деревья могут помочь почти всем, например, дуб.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ачасене тав сӑмахӗ каласа хавхалантарать, кӑмӑл-туйӑмӗсене ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тукмак тӳнмелле туй кӗрлеттерменшӗн ҫывӑх ҫыннисене ун чух та, халӗ те пӗр сӑмах каласа та ӳпкелемест мӑшӑр.

И тогда, и сегодня пара не упрекает родных людей за то, что не отгрохали свадьбу до упада колотушек.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вӑт ҫапла ҫӳреме тытӑнтӑмӑр эпир,– каласа парать иртнине Альтук аппа.

Вот так и стали мы ходить, - рассказывает о прошлом тетя Евдокия.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Анатолий Максимов сӑмах май ял тӑрӑхӗнчи пӗр пушӑ ҫуртра нумай пулмасть кӑна-ха ҫамрӑксен ушкӑнӗ ҫитсе чарӑнни пирки аса илсе каласа пачӗ: палаткӑсем вырнаҫтарнӑ, хӑйсем пӗлнӗ пек канма палӑртнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Йӗркелӗхе сыхлассипе ҫыхӑннӑ вырӑнти лару-тӑрупа Ишек тата Кӳкеҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем Анатолий Максимовпа Владимир Вершинин каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех