Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Эллинсем енне сулӑнасси аслӑ священника пула мар, Турра уяман, виҫесӗр ҫылӑхлӑ Иасона пула пуҫланса кайнӑ: 14. священниксем ӗнтӗ парне вырӑнӗшӗн тимлесе ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ, Турӑ Ҫуртне хисеплемен, парнесене йӗркеллӗ кӳрсе тӑман, йӗс ҫаврашка ывӑтса ярсанах пуҫланакан ӑмӑртӑва, саккуна хирӗҫле вӑййа, хутшӑнма васканӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Кунсӑр пуҫне ҫулсерен Турӑ Ҫурчӗ валли пухӑнакан укҫаран патша хысни валли пилӗк пин сикль кӗмӗл илсе тӑрасси те пӑрахӑҫа тухать, вӑл укҫа Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем валли кайӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр, тет.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем Манӑн пулӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑ кун, Эпӗ пултарас кун, Манӑн еткерлӗхӗм пулӗҫ, ҫын хӑйне ӗҫлесе тӑракан ывӑлне мӗнле кӑмӑллать, Эпӗ те вӗсене ҫапла кӑмӑллӑп.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир калатӑр: «Турра ӗҫлесе тӑни усӑсӑр, эпир Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑни, Саваоф Турӑ умӗнче хурлӑх тумӗпе ҫӳрени мӗн усӑ кӳчӗ?
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара кашниех ҫапла калӗ: эпӗ пророк мар, эпӗ ҫӗр ӗҫлекен, эпӗ ачаранпах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнатӑп, тейӗ.5. И каждый скажет: я не пророк, я земледелец, потому что некто сделал меня рабом от детства моего.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир нумай акатӑр та — сахал пуҫтарса илетӗр; ҫиетӗр те — тӑранса кураймастӑр; ӗҫетӗр те — ӗҫсе тӑранаймастӑр; тӑхӑнатӑр — ӑшӑнаймастӑр; ӗҫлесе илекен шӑтӑк енчӗк валли кӑна ӗҫлесе илет.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне ӑна каланӑ: кала-ха пире, ҫакӑ инкек пирӗн тӗле кама пула килсе ҫитрӗ? мӗн ӗҫлесе пурӑнатӑн эсӗ, ӑҫтан килетӗн? санӑн ҫӗрӳ-шыву ӑҫта, мӗнле халӑх ҫынни пулатӑн эсӗ? тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, притворпа парне вырӑнӗ хушшинче йӗччӗр, ҫапла калаччӑр: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхен Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн халӑхна мӑшкӑл ан кӑтарт, ытти халӑхсем унран ан кулччӑр; халӑхсем хушшинче мӗншӗн-ха: «ӑҫта вӗсен Турри?» тесе каламалла?» 18. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫӗрӗшӗн хытӑ тӑрӗ те Хӑйӗн халӑхне хӗрхенӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй священниксем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр та макӑрӑр! алтарьте ӗҫлесе тӑракансем, ӗсӗклесе йӗрӗр! эй манӑн Туррӑма ӗҫлесе тӑракансем, кӗрӗр те хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннипех ҫӗр каҫӑр! ӗнтӗ сирӗн Туррӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси пӗтрӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси чарӑнса ларнӑ; священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, йӗреҫҫӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иаков Сири хирне тарчӗ, Израиль арӑмшӑн ӗҫлесе тӑчӗ, арӑмшӑн сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.12. Убежал Иаков на поля Сирийские, и служил Израиль за жену, и за жену стерег овец.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫийӗҫ те — тӑранаймӗҫ; аскӑнса пурӑнӗҫ те — хунаймӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ.10. Будут есть, и не насытятся; будут блудить, и не размножатся; ибо оставили служение Господу.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Манӑн халӑхӑм Турра сахал пӗлнӗшӗн тӗп пулӗ: эсӗ саккуна йышӑнмарӑн, ҫавӑнпа Эпӗ те сана Хамӑн умӑмра ӗҫлесе тӑма памӑп; эсӗ хӑвӑн Туррун саккунне маннӑ пекех, Эпӗ те санӑн ачусене манӑп.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ халӑхне вара тӳпе айӗнчи мӗнпур патшалӑхӑн мухтавне, ирӗк-хӑватне, аслӑлӑхне парӗҫ, Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, мӗнпур патша Ӑна пӑхӑнса Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Даниил Дарий патша саманинче те, Перси патши Кир саманинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пурӑннӑ.28. И Даниил благоуспевал и в царствование Дария, и в царствование Кира Персидского.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав самантрах ӑс-хакӑлӑм ман патӑма таврӑнчӗ; ман патӑма патша чапӗ те, чысӗ те, мухтавӗ те таврӑнчӗ; унччен маншӑн ӗҫлесе тӑнӑ канашҫӑсемпе аслӑ улпутсем мана йышӑнчӗҫ, мана ҫӗнӗрен патшана лартрӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн чапӑм унчченхинчен те ытларах ӳссе кайрӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кунта эсӗ Вавилон ҫӗршывӗнчи ӗҫсене тӗрӗслесе тӑма лартнӑ Иудея арӗсем пур: Седрах, Мисах тата Авденаго; ҫавӑ арсем, патша, эсӗ хушнине итлемеҫҫӗ, санӑн туррусене ӗҫлесе тӑмаҫҫӗ, эсӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапмаҫҫӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патша вӗсемпе калаҫса пӑхнӑ, яш ачасен йышӗнче Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна ҫитекенни урӑх тупӑнман, вӗсем вара патшана ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Патша хайрансен пуҫлӑхне Асфеназа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен — патша йӑхӗнчен, аслӑ улпутсен йӑхӗнчен — тухнӑ ҫамрӑк ачасене, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ, кирек мӗне те вӗренме пултаруллӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ та тавҫӑруллӑ, патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма юрӑхлӑ ачасене тупса килме, вӗсене халдей ҫырулӑхӗпе чӗлхине вӗрентме каланӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.