Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темскер сăмах пирĕн базăра пур.
темскер (тĕпĕ: темскер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аттине хывнӑ хушӑра вӑрахчен мӑшлатса сывларӗ, ҫурма сасӑпа темскер мӑкӑртатрӗ.

Долго сопел, разуваясь, бурчал что-то вполголоса.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн яп-яка хырнӑ янахӗ ҫинче хурарах тарӑн шӑтӑк палӑракан пичӗ тарӑхнӑ пек тӗксӗмленсе килчӗ, темскер манса хӑварнӑ пулас вӑл килӗнче.

На глянцево-выбритом лице, с глубокой, черневшей на подбородке дыркой, тенилась досада: видимо, забыл что-то.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урамсем тӑрӑх, темскер шӑршланӑ пек, йӑптӑх тӑкман ӗнесем сулланса ҫӳреҫҫӗ.

По улицам, принюхиваясь, бродили невылинявшие коровы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна малтан утса пычӗ; юлашки картлашка ҫине хӑпарса ҫитрӗ те, темскер ыйтма тесе, ун еннелле ҫаврӑнчӗ.

Она шла впереди; поднявшись на последнюю ступеньку, повернулась к нему с каким-то вопросом.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫыннӑн пичӗ именчӗклӗн те айӑплӑн туртӑна-туртӑна илнинчен вӑл, хӑйне тӳрре кӑларас тесе, темскер каласшӑн пулни сисӗнет.

Железнодорожник что-то хотел говорить, оправдываться, судя по смущенно-виноватому выражению его лица.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Йӳнех паратӑп, господин-гражданин… — темскер каварлашнӑ пек Бунчук хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ шанчӑксӑр сӑнлӑ кӑнтӑр ҫынни, шинелӗн мӑкӑрӑлса тӑракан арки ҫине куҫ хӗссе.

— Дешево продам, господин-гражданин… — заговорщицки зашептал в самое ухо Бунчука какой-то подозрительного вида восточной человек и подмигнул на распухшую полу своей шинели.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтак шинелӗпе вӗр-ҫӗнӗ симӗс карттус тӑхӑннӑ юлташӗ ирхине ирех ун патне пычӗ те ҫурма сасӑпа темскер пӑшӑлтатса каларӗ.

Утром пришел к нему товарищ в солдатской шинели и новехонькой защитной фуражке, что-то вполголоса сказал ему.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫеменӗ те, ерипен кулкаласа, темскер пӑшӑлтатнӑ.

Семен тоже что-то бубнил и тихонько смеялся.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темскер манран пытарать, ӑна сисетӗп.

— Вижу, что-то от меня скрывает.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав патаксемпе нумаях мала каяс ҫуккине пурте курчӗҫ, вара пуҫланчӗ уравниловка та мар, шуйттанӗ те пӗлес ҫук, темскер пуҫланчӗ!

В скором времени все увидели, что на тех кольях далеко не ускачешь, потому была то не то что уравниловка, а черт знает что это было!

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темскер тӑвать.

Что-то сооружает.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Колхозра ӳсрӗм, урӑхла пурнӑҫа курман, курас те килмест, ҫавах темскер ларать ман ӑшӑмра, ӗмӗт вӑл мана, хаклӑ юлташӑм, сӗлӗх пек ӗмӗт…

И вырос я в колхозе, другой жизни не знаю и знать не хочу, а вот что-то сидит у меня внутри, сосет оно меня, дорогой товарищ, как пиявка…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем темскер пирки канашлаҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна куҫса тӑраҫҫӗ.

Они о чем-то совещались, переходили с места на место.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ингуш ҫынни куҫӗсене хӗстернӗ те хӗрсех темскер ӑнлантарать.

Ингуш, сузив глаза, что-то горячо доказывал.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич халӗ кӑна калаҫӑва татма шухӑшланӑччӗ, анчах казак офицерӗ маларах ӗлкӗрчӗ: ингуш ҫыннипе темскер пӑшӑлтатрӗ те янӑравлӑ сасӑпа ҫухӑрса ячӗ:

Иван Алексеевич только что хотел прервать переговоры, но его опередил казачий офицер; пошептавшись с офицером-ингушом, он зычно крикнул:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лукомский, кайма хатӗрленсе, ура ҫине тӑчӗ; кабинет алӑкӗнчен тухнӑ чух вӑл фон Визин темскер ыйтнине хирӗҫ Корнилов ҫилӗллӗн татса каланӑ сӑмахсене илтрӗ:

Лукомский поднялся; уходя, слышал, как на вопрос фон Визина Корнилов резко сказал:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ йӑнӑшмастӑп тата чӑнласах та эсир темскер каласа ҫитереймерӗр пулсан, ыйтатӑп сирӗнтен: е мана фронта ярӑр, е хӑвӑр мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӑр.

Если я не ошибаюсь и вы действительно чего-то не договариваете, то прошу — или отпустите меня на фронт, или полностью скажите мне ваши предположения.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Лавр Георгиевич, халех эпӗ сирӗн приказа тивӗҫлӗ распоряженисем пама пултаратӑп-ха, анчах эпӗ эсир темскер каласа ҫитермен пек ӑнланатӑп… — терӗ вӑл, асӑрханнӑ пек кашни сӑмаха виҫсе.

Осторожно выбирая слова, сказал: — Лавр Георгиевич, я сейчас же отдам необходимые распоряжения, но у меня создалось впечатление, что вы чего-то не договариваете…

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков татах темскер кӑшкӑрса каларӗ.

Калмыков еще что-то кричал.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫар уншӑн темскер тума хатӗр.

Армия ведь за него горой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех