Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паянхи сăмах пирĕн базăра пур.
Паянхи (тĕпĕ: паянхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫак юрра паянхи попса хушшинче ҫухалса кайма памастӑп, ӑна ҫӗнӗ кун-ҫул парнелетӗп.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Паянхи эстрада юрӑҫисенчен хӑшӗ-пӗри пек: «Аллӑрсем ӑҫта? Ман пек тӑвӑр», - тесе кӑшкӑрмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Паянхи кун вӑл «Барсшӑн» вылять, Аслӑ лигӑн пӗрлештернӗ командинче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Паянхи кун тӑваттӑшӗ ҫеҫ ырӑ-сывӑ.

На сегодня только четверо живы-здоровы.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Инҫетри тӑрӑх патриотлӑхне вӑратма пулать (паянхи пурнӑҫ ҫакна лайӑх кӑтартса парать), анчах вӑл ытла та кӗске вӑхӑта тӑсӑлӗ, ҫын пуҫӗнчен хӑвӑрт сӗвӗрӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Кӳкеҫри «Бичурин тата паянхи самана» музей, Шуршӑлти Космонавтика музейӗпе килен-каян хаваспах паллашать.

Посетители охотно знакомятся с расположенным в Кугесях музеем «Бичурин и современность», в музеем Космонавтики в Шоршелах.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Паянхи куна республикӑра халӑхӑн кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн ҫирӗп ӳсӗмне шута илнӗ.

На сегодняшний день в республике зарегистрирован устойчивый рост ожидаемой продолжительности жизни населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре халӑх пурӑнакан вырӑнсен 42 процентне, унта халӑхӑн 77 проценчӗ пурӑнать, пӗтӗм тӗнчери сетьпе сарлака ярӑмлӑ пралук ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ.

На сегодняшний день широкополосный проводной доступ к всемирной сети обеспечен в 42% населенных пунктов Чувашии, где проживает 77% населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Паянхи куна Чӑваш Енре сивӗ тата вӗри шывпа тивӗҫтернӗшӗн, шыва юхтарса кӑларнӑшӑн, электроэнергишӗн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли хаксем федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗрисем шутланаҫҫӗ.

На сегодня в Чувашии одни из самых низких тарифов в Приволжском федеральном округе на холодное и горячее водоснабжение, водоотведение, электроэнергию и отопление.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Паянхи куна республика предприятийӗсенче пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗ пӗтӗмпе 160 пин ытла шутланать, ҫакӑ 2011 ҫулхи шайран 1,6 хут пысӑкрах.

Всего на сегодняшний день на предприятиях республики насчитывается более 160 тыс. высокопроизводительных рабочих мест, что в 1,6 раза превышает уровень 2011 года.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри паянхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика лару-тӑрӑвӗ ҫине пысӑк витӗм кӳме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, ыттисем хӑйсем ҫинчен каярах аса илтерӗҫ, ҫавӑнпа та малашлӑхра вӗсен витӗмне туйма тата ҫакӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин аталанӑвӗшӗн мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ пулассине ӑса хывма тивет.

Одни из них уже оказали серьезное влияние на текущую социально-экономическую и политическую ситуацию, другие обладают отложенным эффектом, поэтому еще предстоит ощутить и осмыслить их значение для развития Российской Федерации и Чувашской Республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӑрҫӑ вутӗнче пиҫӗхнӗ туссемпе паянхи кун та тӗл пулатпӑр, ҫуралнӑ кунсене, уявсене пӗрле паллӑ тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Паянхи кадет хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывне сутас, чысне варалас ҫук.

Сегодняшний кадет родину не продаст, честь не запятнает.

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех