Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Вара халӑх ҫавӑнта вуникӗ пин вӑйпитти ҫын янӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: кайӑр та Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулине, унта пурӑнакансене хӗҫпе вӗлерсе тухӑр, хӗрарӑмсемпе ачасене те пӗтерӗр; 11. акӑ мӗнле тӑвӑр: кирек мӗнле арҫынна та, арҫынпа хутӑшнӑ кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗтмелле тупалӑр, [хӗрӗсене вара чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ. Ҫавӑн пек тунӑ та].
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вениамин каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та, акӑ ӗнтӗ пӗтӗм хуларан пӗлӗтелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарать.Вениамин оглянулся назад, и вот, дым от всего города восходит к небу.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек кар тӑрса каланӑ: халь ӗнтӗ эпир пӗри те хамӑр чатӑра каймастпӑр, хамӑр киле таврӑнмастпӑр; 9. эпир халӗ акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярӑпӑр та Гива ҫине [кайӑпӑр], тенӗ; 10. кашни Израиль йӑхӗ ҫӗр ҫынран — вунӑ ҫын, пин ҫынран — ҫӗр ҫын, вунӑ пин ҫынран пин ҫын уйӑрса патӑр, ҫав ҫынсем Вениамин ҫӗрӗнчи Гивӑна Израильре намӑссӑр ӗҫ тунӑшӑн тавӑрма каякан халӑх валли апат-ҫимӗҫ илсе килччӗр, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун хуҫи ирех тӑнӑ та, ҫула тухма хатӗрленсе, алӑка уҫса тухнӑ: акӑ ҫум-арӑмӗ алӑк умӗнче выртать, аллисене алӑк урати ҫине тӑсса хунӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кил хуҫи вӗсем патне тухнӑ та каланӑ: ҫук, тӑванӑмсем, ку ҫын ман килӗме кӗчӗ пулсан, ман хӑна вӑл, усал ӗҫ ан тӑвӑр, ӑссӑрла ан хӑтланӑр эсир; 24. акӑ манӑн качча кайман хӗр пур, унӑн ҫум-арӑмӗ пур, эпӗ сире ҫавсене илсе тухса парӑп, пусахлӑр вӗсене, мӗн тӑвас тетӗр вӗсене — ҫавна тӑвӑр; анчах ку ҫынпа ӑссӑрла ан хӑтланӑр, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем чунран-чӗререн савӑнса ларнӑ вӑхӑтра акӑ ҫав хула ҫыннисем, аскӑнчӑксем, вӗсен килне ҫавӑрса илнӗ, алӑкран шакканӑ, ватӑ кил хуҫине каланӑ: ху патна илсе кӗнӗ ҫынна илсе тух-ха, эпир унпа хутшӑнасшӑн, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ ӗнтӗ пӗр ватӑ ҫын хиртен ӗҫрен таврӑнать; вӑл, Ефрем тӑвӗ ҫинче ҫуралнӑскер, Гивӑра пурӑннӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хунӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, каланӑ ӑна: каҫ енне сулӑнчӗ, кунтах ҫӗр каҫӑр; часах тӗттӗмленет акӑ, кунтах ҫӗр каҫ, савӑн-ха; ыран иртерех тӑрӑр та ҫула тухӑр, килне кайӑн вара, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Далида] ӑна каланӑ: мӗнле-ха капла? ху «сана юрататӑп» тетӗн, анчах сан чӗрӳ манпа мар, акӑ ӗнтӗ эсӗ мана виҫӗ хутчен улталарӑн, ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑю мӗнтен килнине каламарӑн, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Далида Самсона каланӑ: акӑ эсӗ мана улталарӑн, суеҫтертӗн; каласамччӗ халь, мӗнпе ҫыхмалла сана? тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Темиҫе кунран вӑл ҫав хӗрарӑма илсе килес шутпа тепре кайнӑ; ҫула май арӑслан виллине курма пӑрӑнса кӗнӗ — акӑ ӗнтӗ арӑслан кӑшкарӗ ӑшне ҫӑвӑр хурт сӑрӑннӑ, пыл пухнӑ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Самсон Фимнафа хулине кайнӑ, Фимнафӑри иҫӗм пахчисем патне ҫывӑхарса пынӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ ҫамрӑк арӑслан ӳхӗрсе тухнӑ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Арӑм ӗнтӗ упӑшкине пырса каланӑ: ман патӑма Турӑ ҫынни килсе кайрӗ, пӑхма хӑй Турӑ Ангелӗ евӗрлӗ, питех те сумлӑ курӑнать; эпӗ унран ӑҫтан килнине ыйтмарӑм, вӑл та мана хӑй ятне каламарӗ, тенӗ; 7. вӑл мана ҫапла каларӗ: «Акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; эппин, эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӗн ҫуралса мӗн виличченех Турӑ назорейӗ пулӗ» терӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иеффай ӗнтӗ килне, Массифа хулине, таврӑннӑ, акӑ ӑна хирӗҫ хӗрӗ тӳнкӗр ҫапса, хавассӑн юрласа тухать: вӑл унӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ, унӑн урӑх ывӑл та, хӗр те пулман.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ, 15. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен; 16. Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ; 17. Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Гедеон Сокхоф хулине пынӑ та каланӑ унти халӑха: акӑ Зевейпе Салман, вӗсене пула манран кулманччӗ-и эсир, «ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнӗ те-им, мӗншӗн пирӗн сан ӗшеннӗ ҫыннусене ҫӑкӑр памалла» теменччӗ-и? тенӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Каланӑ вӗсене: ман ҫине пӑхӑр та эпӗ мӗн тунине тӑвӑр; акӑ эпӗ тапӑра анатӑп, эпӗ мӗн тӑватӑп, эсир те ҫавна тӑвӑр; 18. эпӗ тата манпа пӗрле пыракансем какӑрпа кӑшкӑртса ярсан, эсир те пӗтӗм тапӑр тавра какӑрпа кӑшкӑртса ярӑр, ҫав хушӑра «Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ!» тесе кӑшкӑрӑр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ пӗри тепӗрине тӗлӗк каласа парать: мадиансен тапӑрӗ тӑрӑх ҫап-ҫавра урпа ҫӑкӑрӗ кусса пырать пек, чатӑр патне ҫитрӗ те ҫавӑ, ӑна вирлӗн кӑна пырса ҫапӑнчӗ те тӳнтерсех ячӗ, чатӑр салансах кайрӗ, тет.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Гедеон Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: Хӑв каланӑ пек, Эсӗ ман аллӑмпа Израиле ҫӑлас пулсассӑн, 37. акӑ эпӗ ҫакӑнта йӗтем ҫине каснӑ ҫӑм сарса хуратӑп: пӗтӗм ҫӗр типӗ юлса сывлӑм ҫак ҫӑм ҫине ҫеҫ ӳкес пулсассӑн, Эсӗ, Хӑв каланӑ пек, ман аллӑмпа Израиле ҫӑласса пӗлсе тӑрӑп, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ирхине хула халӑхӗ вӑраннӑ та — акӑ Ваала чӳк паракан вырӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ун ҫумӗнче ларнӑ йывӑҫа та касса пӑрахнӑ, ҫӗнӗ парне вырӑнӗ ҫинче иккӗмӗш пӑрӑва пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.