Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Акӑ эпӗ сутлашма тытӑнтӑм: хам тӳрӗ пулнине пӗлетӗп.
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ мана вӗлерет Вӑл, эпӗ ҫавах шанса тӑратӑп; Унӑн умӗнче хамӑн ҫулӑм-йӗрӗм тӗрӗс пулнине ҫеҫ кӑтартасчӗ!15. Вот, Он убивает меня, но я буду надеяться; я желал бы только отстоять пути мои пред лицем Его!
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ Вӑл ман умранах иртсе кайӗ — кураймасӑрах юлӑп; вирхӗнсе иртсе кайӗ — асӑрхамасӑрах юлӑп.11. Вот, Он пройдет предо мною, и не увижу Его; пронесется и не замечу Его.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кунҫулӗн савӑнӑҫӗ акӑ еплерех унӑн! ҫӗртен вара урӑххисем шӑтса ӳсеҫҫӗ.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ вӗсем сана вӗрентӗҫ, каласа кӑтартӗҫ, сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн калӗҫ: 11. хӑмӑш нӳрӗксӗр ҫитӗнеет-и, чакан шывсӑр ӳсеет-и?
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мӗншӗн-ха манӑн ҫылӑхӑма каҫарас мар, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ман ҫинчен сирес мар? акӑ тусан ҫине выртӑп та, ыран шырӑн мана — эпӗ пулмӑп та.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпир ӗнтӗ акӑ мӗн пӗлсе ҫитрӗмӗр; чӑнах та ҫапла вӑл: итле те ҫакна — тӑна ил.27. Вот, что мы дознали; так оно и есть: выслушай это и заметь для себя.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ Вӑл Хӑйӗн чурисене те шанса пӗтермест, Хӑйӗн Ангелӗсенче те кӑлтӑк тупать, 19. эппин, тӑм ҫуртра пурӑнакансенче тата ытларах айӑп тупать, лешӗсен ҫурчӗ те хӑйӑр ҫинче ларать, хӑйсем те кӗверен хӑвӑртрах пӗтеҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ вӑрттӑн ман патӑма пӗр сӑмах ҫитрӗ, хӑлхам мӗн илтмеллине илтсе юлчӗ.12. И вот, ко мне тайно принеслось слово, и ухо мое приняло нечто от него.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ эсӗ нумайӑшне ӑс парса вӗрентеттӗн, хал ҫухатса алӑ уснисене хунтӑлаттӑн, 4. санӑн сӑмахусем такӑнакан ҫынна ура ҫине тӑрататчӗҫ, чӗркуҫҫи вӑйӗ пӗтсе килнисене эсӗ тӗрек параттӑн.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ ӑна санӑн аллуна паратӑп, анчах эсӗ унӑн чунне ан тив, тенӗ.6. И сказал Господь сатане: вот, он в руке твоей, только душу его сбереги.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Акӑ Иов патне пӗр хыпарҫӑ пырать те калать: 15. вӑкӑрсем акараччӗ, ҫывӑхрах ашак кӗтӗвӗ ҫӳретчӗ, сасартӑк Савея ҫыннисем пырса тапӑнчӗҫ те вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ унӑн мӗн пуррине йӑлтах санӑн аллуна паратӑп; анчах эсӗ хӑйне ан тив, тенӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ; 8. эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Патша хайранӗсенчен пӗри — Харбона — каланӑ: акӑ Аман килӗ умӗнче аллӑ чике ҫӳллӗш юпа ларать, вӑл ӑна патшана ырӑ тунӑ Мардохей валли хатӗрленӗ, тенӗ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аман вара тумтирпе урхамах илнӗ те Мардохее ҫав тума тӑхӑнтартса, урхамах ҫине лартса хула варрине илсе тухнӑ, ун умӗнчен: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тесе кӑшкӑрса пынӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Ҫакӑн хыҫҫӑн] Артаксеркс вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ, — ҫав Артаксеркс Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑнӑ, — 2. Артаксеркс патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, патшара ларнӑ чухне, 3. патшара ларни виҫҫӗмӗш ҫул ҫине кайсан, вӑл хӑйӗн аслӑ улпучӗсем валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем валли, Персипе Миди ҫарӗсен тӗп пуҫлӑхӗсем валли, хӑй ҫӗрӗсене пӑхса тӑракансем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, 4. вӑл унта хӑй патшалӑхӗн аслӑ мулне, хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан чапне кӑтартнӑ, нумая, ҫӗр сакӑрвунӑ куна, тӑсӑлнӑ ҫав уяв.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл халӑх патне чупса тухнӑ та кӑшкӑрса янӑ: 18. пире чурасем улталарӗҫ; пӗр еврей арӑмӗ Навуходоносор патшанӑн килне мӑшкӑл турӗ, акӑ ӗнтӗ Олоферн урайӗнче выртать, унӑн пуҫне касса илнӗ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара вӑл тӑнӑ та хӳхӗм тум тӑхӑнса, пӗтӗм эрешне ҫакса хитреленнӗ; акӑ унӑн хӗрарӑм тарҫи ҫитнӗ, вӑл Олоферн умне, ҫӗре, Иудифь валли кавирсем сарса хунӑ, ҫав кавирсене ӑна Вагой куллен вӗсем ҫинче ларса апатланма панӑ пулнӑ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.