Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхискерӗнне кӗленчине анса илтӗмӗр, урӑх ан ӗҫтӗр тесе, чаплашкине те хӑвармарӑмӑр, тек апла мӗн ан хӑтлан тесе, ырӑ сӑмахпа ӳкӗтлени пулчӗ ӗнтӗ, итлемесен, ҫилленӗпӗр терӗмӗр, итлем пек турӗ Манюр папай.

Ну, кто-то из нас слез в могилу, забрал у него пустую бутылку и чарку, дабы не пил больше, на словах наказали, чтоб не грешил, а ежели ослушается, мол, обидится на него весь народ, вроде выслушал нас Манюр бабай.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Элентей хӑй аллипе тупӑк турӗ, вилтӑпри тавра пӗчӗк карта тытмашкӑн тӗкме хатӗрлерӗ, Тухтара, йӑлт аптраса ӳкнӗскере, юман юпа якаттарчӗ, ӑна вӗретнӗ ҫу ҫинче ирнӗ ҫилӗмлӗ хӑрӑмпа сӑрлаттарчӗ.

Элендей сам смастерил для племянницы гроб, приготовил невысокую ограду вкруг могилы, чтобы хоть как-то отвлечь Тухтара от горя, заставил его остругать дубовое бревно и покрасить сажей, заваренной в кипящем масле.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей урайне алхапӑллӑн шӑлкалам пек турӗ, ҫыннисене тӗпелерех ирттерсе лартрӗ.

Шерккей торопливо, тяп-ляп вытер пол и пригласил сватьев пройти вперед.

XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтарӑн йытти, кунта хуҫипе пӗрле килнӗскер, Капкай йыттисемпе выляса тӑранчӗ курӑнать, каллех хуҫи патне пычӗ, ачашланам пек турӗ, вӑрӑм хӳрине йӑлтӑртаттарчӗ, вӑхӑт-вӑхӑт темӗнле ҫуйхавлӑн йынӑшкаласа илчӗ.

Собака Тухтара, видать, наигралась с кап- каевскими и снова вернулась к хозяину, почему-то непривычно завиляла длинным хвостом, временами жалобно взлаивая и поскуливая.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Несихва ҫав майпа пӑру пустарчӗ, хуплу пӗҫерчӗ, сӑра турӗ.

Несихва, чтобы отметить эту радость, решила собрать застолье: попросила зарезать теленка, испекла хуплу, сварила пиво.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Палюк аппӑшӗ, ҫӑкӑр-тӑвар лартса, Тухтара хӑна турӗ, кам иккенне, ӑҫтан килнине, Элентей мӗнпе чирлине ыйта-ыйта пӗлчӗ.

Сестра Палюка встретила Тухтара как дорогого гостя, расспросила, кто он и откуда, чем заболел Элендей.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Уття ҫивӗч куҫлӑ, вӑл яшкана мӗн кайнине ҫийӗнчех сиссе илчӗ, вара, кил хуҫине кӳрентерес мар тесе, часрах ҫав япалана ҫӑварне хыпрӗ те чӑмлам пек турӗ.

А Уття сразу разобрала, что это за луковая кожура, глаза у нее зоркие, но, чтобы оправдаться в глазах хозяина, взяла содержимое ложки в рот и вроде зажевала.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫиес килнине кӑшт кӑна пусарма ӗлкӗрнӗччӗ — шӑл хушшинче темӗн нӑтӑрт турӗ.

Но едва успел утолить первый голод, как под зубами что-то смачно хрустнуло.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл хӑй умӗнче тӑракан Несихвана палларӗ, аллине чӑмӑртам пек турӗ.

Узнав стоявшую возле кровати Несихву, она вяло пожала ее руку, благодарно.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унта: ку арҫын ӗҫӗ те, ку хӗрарӑмӑн тесе уйӑрса тӑмарӗ вӑл, мӗн тумаллине пӗтӗмпех вӑхӑтра турӗ, ал ҫитерчӗ, ӗлкӗрчӗ.

Не делила работу на мужскую и женскую, все делала сама, повсюду успевала.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ырӑ канаш панӑшӑн ӗрехмет тесе тав турӗ вӑл Сантӑра.

Он был очень благодарен Сандору за добрый совет.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Акӑ тата, — хутне кӗрес пек каласа хучӗ Сайте; пӑшӑрханнӑ май, типшӗм аллисене пӗр-пӗринпе чӑмӑртаса шӑлкалам пек турӗ, упӑшки умне пырса тӑчӗ.

— С чего это? — Сайде сделала вид, что ни во что не посвящена, а сама тем временем, чтобы скрыть дрожь в худощавых руках, спрятала их под полотенце — вроде бы вытирала.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей ҫак вӑрттӑнлӑха усрама тупа турӗ; каласан юрамасть имӗш, мӗн юмӑҫлани хӑватсӑр кӑна та мар, пӗтӗмпе хирӗҫ тухма пултарать; вара инкекрен хӑтӑлас вырӑнне тата пысӑк асапсем пуласса кӗтсех тӑмалла имӗш.

Ни слова, иначе все усилия, какие она приложила, пойдут насмарку, а пуще того, все может случиться наоборот, и тогда вместо спасения их постигнет страшная беда; Шерккей поклялся хранить все в тайне.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерпике, пӳртрисене сывлӑх-мӗн сунмасӑрах ҫӳп шӑтӑкӗнчи шӑпӑра тытса, аллисене шӑлкаларӗ, ҫапла майпа вӑл аллисене тасатам пек турӗ, шӑпӑрне кравать патнелле ывӑтса ячӗ те, енчен енне ҫаврӑнса, виҫӗ хут сурчӗ.

Не поздоровавшись ни с кем, Шербиге взяла из угла веник, потерла об него руки — будто очистила — и кинула веник под кровать, оглянувшись по сторонам, трижды сплюнула.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей, питшӑллине ун-кун пӑхкаласа, чӗнтӗрӗпе кӑна шӑлӑнам пек турӗ, мӑйӑхӗ те, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫӗ те йӗпеннипе ҫаплах йӑлтӑртатса тӑчӗ.

Повертев еще в руках полотенце, Шерккей сделал вид, что утерся краем кружева, и повесил его на место.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чим-ха, мӗн турӗ вӑл паян?

Постой, что он сегодня делал?

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Майор ӗнтӗ: ӗҫ пӗтӗмпех пӗтсе ларчӗ, хӑйӗн планӗ пурнӑҫа кӗреймерӗ, тесе шут турӗ, анчах ҫав вӑхӑтра инвалид сасартӑк картах сиксе илчӗ, пӑтранчӑк куҫне ҫӗклесе хӑрлатакан сасӑпа ыйтрӗ:

Майор уже решил, что все потеряно, план его провалился, как вдруг инвалид вздрогнул и, подняв мутные глаза, хрипло спросил:

21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Майора Бураковӑн донесенине илсе пырса пачӗҫ те, вӑл хӑрах алӑлли ҫӗр выртакан нимӗҫ колонине хӑй кайма шут турӗ.

Принесли донесение Буракова, и майор решил поехать сам в немецкую колонию, где ночевал однорукий.

17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Паян питӗ хытӑ бомбить турӗ.

Бомбил сегодня сильно.

16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Хӑй тем вӑтанатчӗ пулин те, паян хӗрсемпе пӗрле вӑййа кайма кӑмӑл турӗ.

Он по-прежнему чего-то стеснялся, но и желание пойти с девушками именно сегодня было велико.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех