Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫра (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурне те хурҫӑ евӗр ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра, ӗҫре, службӑра ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗ пултаруллӑ журналиста, ҫывӑх тата шанчӑклӑ юлташа юбилей ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх, пурнӑҫра иксӗлми телей сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Чӑннипех те, 20 ҫул шкулта ӗҫленӗ май ҫӗр-ҫӗр ачана вӗрентсе кӑларнӑ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пулать вӗт пурнӑҫра% Калининӑри библиотекӑра ӗҫ тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пурнӑҫра нарколог специальноҫӗ те кирлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫакӑ та пурнӑҫра нумай кирлине пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Анчах пурнӑҫра ун пек пулса пымасть.

Но в жизни так не бывает.

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чӑваш Енре судпа айӑпланнӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатасси, вӗсене пӗлӳ илме пулӑшасси, ҫавӑн пекех хупса усракан вырӑнсенчен ирӗке тухнӑ граждансене реабилитацилесси тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ.

В Чувашии особое внимание уделяется повышению качества медицинского обслуживания, оказанию содействия в получении образования осужденным, а также реабилитации и социальной адаптации граждан, освободившихся из мест лишения свободы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Пурнӑҫра вара эпир пурте архивистсем.

А в жизни мы все архивисты.

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Екатерина пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Мордвинов мана вӑйлӑ тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ хальччен пурнӑҫра кун пеккине курман. Сцена ҫинче чаплӑ классик, театр романтикӗ йӑлкӑшрӗ», - ҫырнӑ ун пирки паллӑ актер Николай Бурляев.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли, чи хакли — пӗртен пӗр ҫемье.

В жизни самое главное, самое ценное - только одна семья.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

«Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑмсен телейлӗ пулмалла - ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ӗҫлетпӗр эпир, - пӗр шӳтлерӗ, пӗр чӑнласах калаҫрӗ Ольга Юрьевна. - Пурнӑҫра йӑлтах хӗрарӑмран килет, пӗтӗм тӗнче хӗрарӑм тавра ҫаврӑнать. Ҫак пурнӑҫра мӗн пурри - хӗрарӑм тата ачасем».

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май, пухӑннисем пурнӑҫра кино пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Аслӑрах ҫулхисем ҫеҫ мар, ҫамрӑксем те пурнӑҫра ҫитӗнӳ патне ҫирӗп утӑмсемпе утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӑл ывӑлӗсене амӑшӗн ӑшшине парса ҫитӗнтерсе, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшнӑ.

Давая материнское тепло своим сыновьям, она помогла им в жизни выбрать правильный путь.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Унӑн тӗп тӗллевӗ - ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси, халӑх сывлӑхне упрасси, амӑшлӑха, ачалӑха, ҫемьене хӳтӗлесси, пурнӑҫра йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене пулӑшасси.

Ее главная задача - улучшение жизни сельских жителей, беречь здоровье людей, охрана материнства, детства, помочь попавшим в трудную жизненную ситуацию.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Илӗртӳллӗ те ҫепӗҫ чунлӑ паянхи хӗрарӑма ҫӑмӑл мар пурнӑҫра ырлӑх-сывлӑх, телей тата ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Хӗрарӑм пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑнать.

Женщина в жизни занимает большое место.

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Кулленхи пурнӑҫра - ахаль хӗрарӑм.

В обычной жизни — простая женщина.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех