Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурте сăмах пирĕн базăра пур.
пурте (тĕпĕ: пурте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пурте мар.

Но не все.

Журналистсем суйлава ирӗклӗн хутшӑнаймӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11772.html

Мӑшӑрӗ, унӑн ашшӗпе амӑшӗ, аслашшӗ - пурте пурнӑҫа шкулпа ҫыхӑнтарнӑ.

Супруг, его родители, дедушка - все связали свою жизнь со школой.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сӑмах май, Шупашкарта та сусӑрсене пурте усӑ курма пултаракан хутлӑхпа тивӗҫтерсе ҫулсене ятарлӑ плитка сарнӑ вырӑн нумайланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пурте пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ ӗнтӗ.

Все уже встали на жизненный путь.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, юмах пире мӗн ачаран воспитани памалли мел шутланать.

Куҫарса пулӑш

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Пурте юратакан сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ пулсассӑн та унӑн сӑввисене ачасем савӑнса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Кашни салтакӑн – хӑйӗн шӑпи, анчах та вӗсем пурте тенӗ пек иртнӗ хӑрушӑ вӑрҫӑпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хӑвна ху алла илсе, кунсерен организма тӗрлӗ хусканупа пиҫӗхтерме, килӗшетӗр пулӗ, пурте пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫав хӗлӗхсем патне ҫул тупма вара пурте пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ыттисем пурте - 1992 ҫулта Испанири Барселонӑра иртнӗ XXV Олимпиадӑран пуҫласа кӑҫалччен.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Текст тата мӗне тивӗҫтермеллине пӗлтермен, конкурса пурте хутшӑнма пултарни ҫинчен ҫеҫ каланӑ.

Других требований не указано, лишь сообщено, что в конкурсе участие могут принят все желающие.

Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11679.html

Вӑл Патшалӑх Канашӗн хоккей командинче тулли йыш валли темиҫе ҫын ҫитменни ҫинчен каларӗ, Молякова командӑна хутшӑнма чӗнчӗ: «Пирӗн вратарь ҫук - килӗшӗр! Форма туянма укҫа ҫук пулсан - пурте пӗрле укҫа пухса туянса парӑпӑр!»

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесе, хамӑрӑн вӑя шанса, обществӑри пӗрлӗхе тата ҫирӗплӗхе упраса, йывӑр вӑхӑтра пӗрне-пӗри пулӑшса эпир Чӑваш Енӗн кашни ҫемйишӗн, кашни ҫыннишӗн тата тулӑхрах, тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пултаратпӑр.

Упорно трудясь, опираясь на собственные ресурсы, сохраняя единство и стабильность в обществе, поддерживая друг друга, мы обязательно добьемся благополучия для каждой семьи Чувашии, для каждого ее жителя!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче техника специальноҫӗсем енӗпе палӑртнӑ бюджет вырӑнӗсен конкурсӗ пӗрре ҫурӑна яхӑн ӳсрӗ, вӗсенчен вӗренсе тухакансем пурте ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ.

Конкурс на бюджетные места по техническим специальностям в учебных заведениях среднего профессионального образования увеличился почти в полтора раза, все выпускники трудоустраиваются.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Анчах та эпир республикӑра пурӑнакансем пурте пекех хамӑра шаннине тата вӗсен пулӑшӑвне туйса тӑратпӑр.

Но мы чувствуем поддержку и доверие абсолютного большинства жителей республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫапла, шухӑшласа хунинчен пурте пурнӑҫланаймасть.

Да, не все, что задумывается, удается полностью воплотить в жизнь.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

«Пӑхаттирӗсем» пурте моряксем.

«Богатыри» все моряки.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ.

Отравившиеся алкоголем люди из Батыревского, Порецкого и Ибресинского районов, все отправились на тот свет.

Вика Сорокина // Эрех леш тӗнчене ӑсатать. http://chuvash.org/news/11600.html

Пурте ашшӗ-амӑшӗ пекех ҫирӗп ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Ҫурт хӑпартмалла-и, ҫенӗк тумалла-и - пурте чӳрече рамисене тума унран пулӑшу ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех