Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Пӗр-пӗрне хирӗҫ ҫичӗ кун хушши тапӑрпа тӑнӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Ахав] ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисене шутласа тухнӑ, вӗсем икҫӗр вӑтӑр икӗ ҫын пулнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑха шутласа тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫичӗ пин пулнӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапах та Эпӗ израильсем хушшинче ҫичӗ пин [ар] хӑвартӑм; вӗсем пӗри те Ваала пуҫҫапман, вӗсем пӗри те ӑна чуптуман, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илия каланӑ: ҫичӗ хутчен ҫапла ту, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине Замврий вара Фирца хулинче ҫичӗ кун хушши патшара ларнӑ, шӑпах ҫак вӑхӑтра халӑх Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хулине хупӑрласа тӑнӑ пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 38. вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӗксе тунӑ хушма хуралтӑн аялти хучӗ хӑйӗн сарлакӑшӗпе пилӗк чике, варринчи — ултӑ чике, виҫҫӗмӗш хучӗ вара ҫичӗ чике сарлакӑш пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн, хушма хуралтӑ Ҫурт стенисене перӗнсе тӑмаллах ан пултӑр тесе, Ҫурт тавралла тул енчен картлаҫсем тунӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон ӗнтӗ фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменне, пуринчен малтан Турӑ Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсене вӑл ҫичӗ ҫулта вӗҫленӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид Израиль патшалӑхне хӗрӗх ҫул тытса тӑнӑ: Хеврон хулинче вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гад вара Давид патне пынӑ та ӑна ҫапла пӗлтерсе каланӑ: суйласа ил — санӑн ҫӗршывунта ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пулмалла-и, санӑн хӑвӑн тӑшманусенчен виҫӗ уйӑх тарса ҫӳремелле-и, вӗсем сана йӗрлеччӗр-и е санӑн ҫӗршывунта виҫӗ кун хушши мур чирӗ ҫӳретӗр-и? халӗ шутла та хама Янӑскерне манӑн мӗнле хуравламаллине татса пар, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире, 6. унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх таран Иудея патши пулнӑ, пӗтӗм Израильпе Иудея патши пулса вӑтӑр виҫӗ ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид Хевронра иудейсен патшинче ларнӑ вӑхӑт пӗтӗмпе ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх пулнӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ те, 12. мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ, вӗсем ҫӗрӗпе утнӑ, Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Беф-Сан хӳми ҫинчен антарса Иависа илсе ҫитернӗ, вӗсене ҫавӑнта ҫунтарса янӑ; 13. унтан, вӗсен шӑммисене пухса, Иависри юман айне пытарнӑ, ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла Иессей Самуил патне хӑйӗн ҫичӗ ывӑлне те ҫавӑтса пынӑ, анчах Самуил Иессее каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫаксенчен нихӑшне те суйламан, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл Самуил палӑртса хунӑ вӑхӑта ҫичӗ кун кӗтнӗ, анчах Самуил Галгала пыман; вара халӑх Саул патӗнчен тарма пуҫланӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Иависӑн аслӑ ҫыннисем ӑна каланӑ: Израиль ҫӗрӗн кашни кӗтесне элчӗ яма ҫичӗ кунлӑх вӑхӑт пар пире, эхер те пире никам та пулӑшмасть пулсассӑн, эпир сан патна тухӑпӑр, тенӗ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ Галгала манран маларах кай, эпӗ те унта сан патна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе канӑҫлӑх парни кӳме пырӑп; мана хӑвӑн патна пырса ҫитиччен ҫичӗ кун кӗт, ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ сана мӗн тумаллине кӑтартса парӑп, тенӗ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа арчи Филисти ҫӗрӗнче ҫичӗ уйӑх пулнӑ, [ӗнтӗ ҫав ҫӗрте шӑши ӗрчесе тулнӑ].1. И пробыл ковчег Господень в области Филистимской семь месяцев, [и наполнилась земля та мышами].
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑйлисен уххи хуҫӑлса ӳкет, халсӑррисем вара пилӗкне хӑват ҫыхаҫҫӗ; 5. тутӑ пурӑнакансем ҫӑкӑршӑн ӗҫлеҫҫӗ, выҫӑ пурӑнакансем канса лараҫҫӗ; ача туманни те ҫичӗ хут ҫуратать, нумай ачалли вара халсӑр пулать.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.